АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алли ĕçлекене ĕç тупăнать

18 ноября 2009 г.

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, ĕçсĕррисен йышĕ çĕршывра та, районта та чакса пырать. Ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва мĕн витĕм кÿнĕ-ха? Çакăн пирки пирĕн корреспондент В.Толматов районти Ĕçпе тивĕçтерекен центр патшалăх учрежденийĕн директорĕпе В.Нестеровпа калаçнă.

- Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн центра ĕç шыраса 1794 çын пынă. Регистрациленĕ ĕçсĕррисен йышĕ çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан 213 çынран 135 çын таран чакнă, ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,8 процентпа танлашнă. Пĕтĕмĕшле илсессĕн, асăннă тапхăрта 1691 çынна яланлăх е вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Мĕнрен килнĕ-ха çакă; Чи малтанах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тата ĕçпе тивĕçтерекенсемпе таччăн çыхăнса ĕçленĕрен, вакансисен банкне вăхăтра çĕнетсе пынăран, кунта килекенсемпе консультацисем ирттернĕрен. Акă ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç паракансем 2438 ваканси пурри çинчен пĕлтернĕ, 1168 çынна мĕнле ĕç суйласа илесси пирки тĕплĕн ăнлантарса пулăшу панă.

- Виталий Вениаминович, цифрăсене пăхас пулсассăн, ĕç вырăнĕсем ĕçсĕррисенчен ытларах. Эппин мĕншĕн пурте ĕç вырăнĕ тупаймаççĕ?

- Хăш-пĕр профессипе пирĕн районта ĕç тупма йывăртарах. Вĕсен шутĕнче юристсем, экономистсем, чăваш, вырăс чĕлхипе литератури учителĕсем, секретарь-референтсем, медицина сестрисем, бухгалтерсем, ветеринари врачĕсем тата ыттисем те.

- Çак лару-тăруран мĕнле тухма тăрăшатăр?

- Ку енĕпе чи витĕмлĕ çул - çынсене çĕнĕ професси илме пулăшасси, вĕренме ярасси. Халĕ ĕçсĕррисене 138 тĕрлĕ специальноçпа вĕренме кайма сĕнетпĕр. Пирĕн района электриксем, газоэлектросварщиксем, котельнăй операторĕсем, çĕвĕçсем, кирпĕч хуракансем кирлĕ. Çавăнпа та ытларах çак енĕпе вĕрентме тăрăшатпăр. Кăçал 59 çынна профессиллĕ пĕлÿ илме пулăшнă.

- Обществăлла ĕçсем пирки кĕскен каласа парăр-ха.

- Обществăлла ĕçе 133 çынна явăçтарнă. Ĕç укçипе пĕрлех вĕсем ĕçсĕррисен пособине те илеççĕ. Çакă вăхăтлăх пулин те, анчах пысăк пулăшу. Ку енĕпе эпир çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх учрежденийĕпе, çĕвĕ фабрикипе, Кĕтеснер, Чулкас ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикипе, Вăрмар райповĕпе, ытти хăш-пĕр организацисемпе, хуçалăхсемпе ăнăçлă ĕçлетпĕр.

- Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2009 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе хушма пулăшу памалли тĕллевлĕ программа йышăннă. Вăл мĕнле ĕçлет?

- Ĕçĕ питĕ курăмлă. Çак Программăпа килĕшÿллĕн района 9 миллион тенке яхăн укçа уйăрнă. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 66 ĕç килĕшĕвĕ тунă, 166 çынна вăхăтлăх, 601-не обществăлла ĕçпе тивĕçтернĕ, вĕренсе тухнă 5 çынна стажировкăна янă.

- Программăпах вак предпринимательствăна аталантарма та пулăшу пăхнă.

- Çапла. Ку енĕпе 2 миллион тенкĕ ытла укçа пăхнă. Хăйсен ĕçне уçма шутланă 3 предпринимателĕн бизнес-планне ятарлă комисси членĕсем пăхса тухнă хыççăн 58-шар пин тенкĕ панă та ĕнтĕ. Вĕсем - А.Васильев (Вăрмар поселокĕ, автомашинăсене юсаса пăхса тăма) Л.Дмитриева (Энĕшпуç, вĕлле хурчĕсем ĕрчетме), О.Андреев (Кĕтеснер, çĕр улми çитĕнтерме). Тепĕр 19 çыннăн бизнес-планĕсене те комисси ырласа йышăннă, налук инспекцийĕнче уйрăм предприниматель пулнине çирĕплетекен документсене хатĕрлеме сĕннĕ.

- Калаçушăн та, алли ĕçлекене ĕç тупма пулăшса пынăшăн та тавтапуç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика