14 ноября 2009 г.
В.Путин премьер Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене 2010 çулта хваттерсемпе тивĕçтерме палăртнă. Çак çул мĕн пур ветерана 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен - хваттер илме черете тăнă-и вăл е çук - пурне те унпа тивĕçтермелли çинчен каланă. Вăрçă ветеранĕсен çурт-йĕр ыйтăвне тивĕçтерессине РФ Президенчĕ Д.Медведев хăй тĕрĕслесе тăрать. Çавна май вăл «Ветерансем умĕнче тивĕçе пурнăçласа» Указ кăларнă. Ăна тĕпе хурса 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен хваттер илме черете тăнă ветерансем хваттерлĕ пулма пултараççĕ.
Пирĕн районта хальхи вăхăтра Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем тата инвалидсем пурĕ 73 çын шутланаççĕ. Вĕсенчен 4-шĕ 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен хваттер илме черете тăнă. ЧР Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче тухнă «Çурт-йĕр условисене лайăхлатма граждансене çурт-йĕр туянма социаллă тÿлевсем парасси» йышăнăвĕпе тата «Ветерансем çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн вĕсене пурне те хваттерпе тивĕçтернĕ. Социаллă пулăшу ыйтăвĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органне пымалла. Ăна илес тесен заявлени хăв пурăнакан вырăнти администрацине памалла.
Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене социаллă пулăшу парассипе пĕрлех вăрçă хирĕнче пуçне хунă салтак арăмĕсене те çурт-йĕр юсама укçа-тенкĕ параççĕ. Паянхи куна пирĕн районта 21 салтак арăмĕ шутланать. Вĕсенчен 4-шĕ социаллă пулăшу илнĕ. Çакна палăртмалла: ку пулăшăва уйрăм çурт-йĕр хуçи салтак арăмĕ пулсан тата унта миçе çын пурăннине, пурăнакан лаптăк калăпăшне шута илсе параççĕ.
Аслă Отечественнăй вăрçă хирĕнче паттăрлăх кăтартнă салтаксем, тылра вăй-хала шеллемесĕр çĕнтерÿшĕн тăрăшнă салтак арăмĕсем, мĕн пур тыл ĕçченĕсем умĕнче эпир пуç таятпăр. Вĕсен паттăрлăхĕ ĕмĕр манăçмĕ.