АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нанотехнологи мĕн çĕнни илсе килет

14 ноября 2009 г.

Сентябрĕн 14-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Д.Медведев «Раççей, малалла!» статйине халăх патне çитернĕччĕ. Унта вăл Раççей умĕнче çитес вунă çуллăхсенче тăракан стратеги тĕллевĕсене мĕнлерех курнипе паллаштарнăччĕ. «Çывăх вунă çуллăхсенче Раççейĕн хăйĕн ырă пурнăçне чĕр таварсемпе кăна мар, интеллект ресурсĕсемпе тивĕçтерекен çĕршыв пулса тăмалла - хăйĕн евĕрлĕ пĕлÿсем çуратакан «ăслă» экономикăллă, çĕнĕ йышши технологисене, инноваци ĕçĕн продукчĕсене экспорта ăсатакан çĕршыв», - тенĕччĕ унта.

Çапла пултăр тесен çĕршыв экономикине çĕнетмелли пилĕк стратеги векторне палăртнă. Вĕсем - энерги производствин тухăçлăхне ÿстересси, ядерлă технологисене упраса хăварса пахалăх енĕпе çĕнĕ шая çĕклесси, информаци технологийĕсене лайăхлатасси, информацие парса тăма çĕр çинче тата уçлăхра хамăрăн инфратытăма йĕркелесси, медицина оборудованийĕн производстви енĕпе малти позицисене йышăнасси.

Çаксем пысăк технологисен сферине аталантармалли пилĕк ен пулса тăраççĕ. Пайăррăн илес пулсассăн, мĕн-ха вăл пысăк технологи е, урăхла каласан, нанотехнологи; Халăха вăл мĕнне ăнлантармасăрах ун çинчен калаçни стена çине пăрçа сапнă пек çеç пулмасть-и; Çак çитменлĕхе пĕтерес ĕçе пирĕн районти тĕп библиотека ĕçченĕсем хăйсен тÿпине хывма шутланă. Кунти вулав залĕнче чылайранпа ĕнтĕ курав ĕçлет.

Çак сăмах пĕлтерĕшĕпе кăсăкланакан çын кунта тăратнă хаçат-журналтан, тĕрлĕ литературăран, вĕсен электронлă варианчĕсенчен хăйне кирлĕ пур информацие те илме пултарать.

Эпир те унта çитсе куртăмăр, хăш-пĕр кĕнекесене уçса пăхрăмăр. Халĕ сире те паллашма сĕнесшĕн.

Нано сăмаха грек чĕлхинчен «гном» (чăвашла «чике старик» пулĕ) пĕлтерĕшпе куçараççĕ. Виçев системинче вăл япалан 1 миллиардăмĕш пайне пĕлтерет. Нанотехнологи тесе 1-100 нанометрлă пайсемпе пурнăçланă ĕçсене калаççĕ. Танлаштарма: пĕр ахаль хут листин хулăнăшĕ 0,1 мм е 100000 нанометр. Енчен те 170 сантиметр çÿллĕш çынна 1 нанометр тесе шутлас пулсан, ун умĕнчи хут листи 170 километр çÿллĕш пулнă пек курăнĕччĕ. Çывăх вăхăтра нанотехнологипе медицинăра кăна усă курмĕç, йăлара усă куракан япаласене те хатĕрлесе кăларма тытăнĕç. Тепĕр 10-20 çултан кашни çыннăн компьютерпа пĕрлештернĕ карас телефон пулĕ, унта этемлĕх хальччен пухнă пур информацие вырнаçтарĕç. Пĕр пăнчăна пусрăн - мĕн кирли пурте сан куç умĕнче. Яппунсем вара халех ток яракан пластикрен çĕнĕ телевизор туса кăларнă, унăн хулăнăшĕ - 1 миллиметр! Кур та - тĕлĕн. Тĕрĕсрех каласан, библиотекăна пырса кирлĕ литература тупса вула та - тĕлĕнмеллипех тĕлĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика