АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыраслăх кăмăл ан иксĕлтĕр

14 ноября 2009 г.

Вăрмар поселокĕнче пурăнакан милици ветеранне, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыракан Николай Павлович Михайлова (Сухаллă Микулай) районпа республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Вăхăт малаллах шăвать. Çулсем иртсе пыраççĕ пулин те Николай Павлович ватлăха парăнма шутламасть. Çуран тата йĕлтĕрпе чупма юратать. Мĕнле кăна хуласене çитсе курмасть-ши вăл; Мускав, Шупашкар, Хусан, Тольятти тата ытти хуласем уншăн пĕрре те ют мар. Ăмăртусенче яланах лайăх результат кăтартать. Сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакан спорт ветеранĕ хăй çырса кăларнă пысăках мар кĕнекесенче çамрăксене спорта юратма вĕрентет, йĕркене пăсакансене сивлет, милици органĕсенче ĕçленĕ вăхăтри интереслĕ самантсене илсе кăтартать. 2006 çулта унăн пĕрремĕш кĕнеки - «Пурнăç йĕрĕ» тухнă, 2007 çулта «Пулни - иртнисем» кĕнеки кун çути курчĕ. Çак кунсенче вара Чăваш Республикин наци библиотекинче Н.Михайловăн виççĕмĕш кĕнеки - «Сукмакăн та вĕçĕ пур» - пичетленсе тухрĕ. Ку кĕнеке пирки Раççей писателĕсен, журналисчĕсен Союзĕсен членĕ, ШĔП ветеранĕ А.Максимов-Пукаш çапла çырать: «Хăйĕн пурнăçне сукмакпа танлаштарать Н.Михайлов. Пĕр вĕçĕ - çуралнă кун, тепри - малти - Турă çырнă кун.

Çулсем хушăнса пынă май çын иртнине тишкерет, малаллине палăртать. Аллăмра унăн виççĕмĕш пĕчĕкçĕ кĕнеки. Пурне те хăйĕн пенси укçипе кăларнă: тăванĕсене, юлташĕсене, библиотекăсене, шкулсене парнеленĕ... Ĕмĕрĕпех тĕрĕслĕхшĕн кĕрешнĕ. Эрех-сăра юратакансенчен айккинелле пăрăннă. Физкультура - пурнăç ани пулнă уншăн. Çуран - йĕлтĕрпе ăмăртусенче çĕр-çĕр хут мала тухнă. Сцена çинче те халăха юрă-ташăпа савăнтарнă. Пурне те юрама тăрăшман, хăйĕн ăсĕпе пурăннă, пурăнать те».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика