АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурне те килĕшрĕ

14 ноября 2009 г.

Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, манăçми пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе эпир Шупашкара, Çеçпĕл Мишши музейне экскурсие кайрăмăр.

Музей хулари чи илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Мăнаçлă Анне монуменчĕ, ытарайми илемĕпе илĕртекен залив, Çветтуй Троицки монастырĕ... Каçхи хула илемĕпе нумайччен киленсе тăнă хыççăн Çеçпĕл Мишши музейне кĕтĕмĕр. Музей ертÿçипе унăн пулăшаканĕ пире питĕ ăшă, ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнчи поэтăн музейĕнчипе танлаштарсан ку музейра пĕтĕмпех урăх экспонатсем. Çĕнни, курмалли, пĕлмелли кунта темĕн чухлех. Музейра пулса эпир икĕ хут та телейлĕ пултăмăр: пирĕнпе экскурси С.Асамат ирттерчĕ. Эпир вăл çырма юратнине, чăваш юррисене çепĕççĕн шăрантарнине пĕлетпĕр те, экскурсовод ăнлантарнине хыттăн сывлама та асăрханса тенĕ пек итлерĕмĕр. Светлана Васильевнăран эпир пурте автограф илтĕмĕр, пĕрле ларса асăнмалăх сăн ÿкерттертĕмĕр. Вăл пирĕн нумай ыйтусем çине хуравларĕ, хăйĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, музейсене час-часах çÿреме сĕнчĕ.

- Аваллăхсăр малашлăх çук, иртнине пĕлмесĕр хальхипе çеç малалла каяймăн, - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне С.Асамат.

Музейран тухсан каçхи хула илемне сăнарăмăр. Унăн илемне темиçе сăмахпа çеç кăтартса пама майĕ те çук.

Кайран Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн артисчĕсем кăтартакан «Ирпе, автан авăтсан» спектакле пăхрăмăр.

Тĕп хуламăр илемĕ те, музейра пулни те, театр та пире пурне те питĕ килĕшрĕ.

Тикаш шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика