АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсене хисеплесчĕ

11 ноября 2009 г.

Юлашки çулсенче темĕнле сăлтавсене пула эпир пĕр-пĕрне хисеплеме пăрахрăмăр темелле. Автотранспортпа çÿренĕ чухне те çамрăксем ватăсене ларма вырăн памаççĕ. Акă «Вăрмар-Энĕшпуç» маршрутне илер-ха. Кăнтăрлахи тата каçхи маршрутпа каяс пулсан та вĕсенче ватăсем валли вырăн çук. Çамрăкраххисем пире, аслă ăрурисене, тĕртсе хăварса вырăн йышăнма васкаççĕ. Хăйсем ларни çеç çитмест, тепĕр çын валли те вырăн йышăнаççĕ, пире лартмаççĕ. Эпĕ Чак пăрăнчăкне çитичченех автобус çинче тăрса пытăм, пĕри те ларăр-ха текен пулмарĕ. Вăхăт иртнĕ май çамрăк çын та ватăлса пырать. Хăйĕнпе те çакăн пек лару-тăру пулса тухма пултарать. Ун пек ан пултăр тесен пирĕн çамрăк ăрăва шкул саккинченех тĕрĕс воспитани парса ÿстермелле, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентмелле. Сăмах çăмхине сÿтнĕ май тата çакна каласа хăварас килет. Эпир, ватă çынсем, Патти ялне чиркĕве час-часах çÿретпĕр. Анчах та юлашки вăхăтра унта çÿреме те йывăрланса çитрĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Çул çукки чĕр нуша. Кĕркунне сукмак пулнă вырăна та сухаласа кайрĕç. Патти ялĕ патĕнчен аякрах мар вырнаçнă кĕпер те юрăхсăра тухнă. Каçса çÿреме питĕ йывăр. Çак кĕпере юсасан тем пекехчĕ те...

Аслă Чак ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика