11 ноября 2009 г.
Çил тĕрлĕ еннелле вĕрет, çавăн пекех пурнан пурнăç та тĕрлĕрен пулать. Камăн вăл пыл та çу, теприн вара сĕтел çинчи çăкăр-тăварĕ çичĕ хут тар кăлармасăр та пулмасть. Вăрçă вăхăтĕнче çитĕнсе çитнисем вара пушшех те терт-нушана нумай курнă. Лăп та шай çавăн пек çынсенчен пĕри те ĕнтĕ Шăхаль ялĕнчи Матрена Ивановна Михайлова.
«Вăрçă пуçланнă çул 17-ре пулнă пулин те, хама вăрçă ачиех тесе калас килет. Манпа пĕр çулаллисем выçăпа шыçăнса кайнисемех ытлашши пулман пулин те, пирĕнтен кĕçĕнреххисене вара пĕрре те çăмăл пулман. Вăл вăхăтра ялта çăкăрлă çемье сахал пулнă. 7-8 çулхи ачасем çуркунне юр айĕнчен тухакан крахмалланнă çĕр улмине пуçтарма каятчĕç. Эпир 13 çултах ĕçе пикĕннисем ытларах ферма ĕçне пуçтарсан, колхоз хирне çĕрĕк çĕр улми пуçтарма тухаттăмăр. Пылчăк яваласа илнĕ кивĕ çăпатасем хывăна-хывăна юлатчĕç. Пĕчĕк ачасем вара çăпатипех путса ларатчĕç те хăйсене аран-аран туртса кăлараттăмăр. Çăпатисем пылчăк ăшне ларса юлнăшăн киле çитсен аслисенчен патак та «çинĕ».
Вăрçă вăхăтĕнче выçăллă-тутăллă пулнă пулин те, ачасем пĕри те ĕçлемесĕр ларман. Тĕш тырăсене çурлапа вырнă. Аслăраххисем çĕмел тунă, йĕтемсем çине кĕлтесене вăкăрпа турттарнă. Кĕлте çыхасси, çĕмел тума кĕлте йăтасси ытларах чухне ачасем çине тиеннĕ. Кашни çемье хăйĕн анине кĕреплесе пуçтарнă, ана çине пĕр пучах та хăварма юраман, киле те илсе кĕмелле пулман. Çавăнпа та пучахсене сăтăра-сăтăра тырă пĕрчисене çын куриччен çăвара хыпаттăмăр. Эпир килте 6 ача çуралса пиллĕкĕн ÿснĕ. Аслă пичче вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Выçăллă-тутăллă выртса çывăрнисем те пайтах пулнă. Фермăра та ун чухне çăмăлах пулман - шывне кĕвентепе йăтнă, утă-улăмне те хамăр ĕнсе çинче йăтса пĕчĕк пăрусене тăрантарнă. Выльăхсене тăрантарсан, йĕтем çине ĕçлеме тухнă. Хĕллехи шартлама сивĕсенче кун каçипе çăпата йĕпенсе хытса ларатчĕ те каçхине ураран кăçатă пек хывăнатчĕ. Çĕрне кунне, ывăнма пĕлмесĕр, выçăллă-тутăллă ĕçленĕ. Сывлăхшăн та çав тери сиенлĕ пулнă ĕнтĕ çакă. Çавна пула та пулĕ халĕ пĕр ыратман вырăн та çук. Вăл вăхăтрисем халĕ чылайăшĕ инвалида та тухнă. Хаяр кунсен йывăр саманчĕсене аса илес килмест пулин те, хушăран пуçа пырса кĕреççĕ те куçран ирĕксĕрех куççулĕ пăчăртанса тухать», - тет Матрена Ивановна иртнине аса илнĕ май.
Халĕ вăл килĕнче пĕр ывăлĕпе пурăнать. Ачисем вĕсен тăваттăнтан ÿссе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тухнă. «Паянхи куна вĕсем мана савăнтараççĕ кăна-ха, уйрăмах - кĕçĕн ывăл - Володя. Вăл хăйĕн хаклă вăхăтне шеллемесĕр кашни кунах килсе çÿрет. Чирлесен те вăлах ман сывлăхшăн хыпса çунать. Вăл тăрăшман пулсан çак çула çитесси те пулмасчĕ пулĕ тетĕп. Хăйĕн те кун-çулĕ манăнни пекех вăрăм пултăрччĕ. Пянхи куна мăшăрăм, Микулай, пурăнса çитейменнишĕн кăна кулянатăп, манпа пĕрле çак савăнăçа пайлаймарĕ. Ачасем телейлĕ те, тулăх пурнăçпа пурăнни чуна çĕклет, пурăнас кун-çула тăсать», - тет Матрена Ивановна хальхи пурнăçĕ пирки сăмах тапратнă май.
Матрена Ивановна ноябрĕн 12-мĕшĕнче 85 çул тултарать. Çулĕ шутлама сахалах та мар пек туйăнать, анчах та кун-çулĕ хăвăрт утнă чухне çаврăнса пăхнă пек кăна хыçа юлнă. Апла пулсан кинемине çуралнă кун ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунар.