АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пилĕк авмасăр пурлăх пулмасть

11 ноября 2009 г.

Мăнçырмара Сулахайсен йăхĕ самай йышлă. Пурте тенĕ пекех ятлă-сумлă çынсем вĕсем. Акă, Татьяна Никифоровнăпа Николай Иванович Ильинсенех илер. Çемье пуçлăхĕ - Николай Иванович, 1911 çулта çуралнăскер, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан хăй ирĕкĕпе Тăван çĕршыва тăшмантан хÿтĕлеме фронта тухса каять. 1943 çулта пĕр хаяр çапăçура йывăр аманать, ăна киле яраççĕ. Фронтовик мирлĕ ĕçе пуçăнать. Мăшăрĕпе 11 ача: 6 ывăл та 5 хĕр çуратса пăхса ÿстереççĕ. Татьяна Никифоровна «Ача амăшĕ героиня» ята илме тивĕçлĕ пулать. Хĕрĕсем пурте аслă пĕлÿ илеççĕ.

Сăмах çиччĕмĕш ачи, Александр Николаевич Николаев (Сулахай Сантăрĕ), пирки пырĕ. Мăнçырма шкулĕнче сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл Вăрнар районĕнчи Калининăри профтехучилищĕре алла электрик специальноçне илет. Ун хыççăн Шупашкарти 50-мĕш номерлĕ куçса çÿрекен механизациленĕ колоннăн Çĕрпÿри участокĕнче электрикра тăрăшать. Районти çар комиссариачĕ урлă ăна часах Вăрмарти ДОСААФ автошкулне водителе вĕренме яраççĕ. Салтака кайиччен пĕр вăхăт райпо автобазинче тата автотранспорт предприятийĕнче ĕçлет. 1968 çулта ăна Совет Çарне службăна илеççĕ. Лăпкă океан флочĕн Камчаткăри çыран хĕрринчи чаçне лекет. Мĕн служба вĕçленичченех чаç командирне турттарать.

Салтакра вăй-хал енчен çирĕпленнĕ çамрăк каччă 1970 çулта киле таврăнать. Салтак тумне тин кăна хывма ĕлкĕрнĕ çамрăк каччăна районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвне хаваспах йышăнаççĕ, ГАЗ-51 автомашина шанса параççĕ. Ун хыççăн вăл элеваторта, автотранспорт предприятийĕнче, çул-йĕрĕн Вăрмарти куçса çÿрекен механизациленĕ колоннăра, хуçалăхсем хушшинче строительство организацийĕнче (МСО), районти пушар чаçĕнче тĕрлĕ должноçсенче вăй хурать, шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

«Çыннăн пурнăçра çурт тумалла, ача çуратса ÿстермелле, йывăç лартмалла», - ваттисен çак ăслă сăмахĕсене Сантăр çамрăклах ăша хывнă.

Мăшăрĕпе, Юлия Георгиевнăпа, виçĕ ача çуратса ÿстернĕ вĕсем: икĕ ывăл та пĕр хĕр. Ачасене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларас тата пурăнма кирлĕ условисем туса парас тĕллевпе Александр Николаевич 1988 çулта вăрман ĕçĕпе вăй хума тытăнать. 1992 çулта предпринимательте ĕçлеме пуçланă, пĕр вăхăтрах Киров облаçне, Коми тата Мари Республикисене, хамăр республикăри Улатăр районĕнчи Кире, Атрат станцисене çÿреме тытăнать. Йывăçсем лартма активлă хутшăнать тата касать. Ĕçленĕшĕн процентпа панă пĕренесене бартер йĕркипе сутса укçа пухать.

2000-2006 çулсенче арендăна 6 гектар çĕр илсе çĕр улми туса илет, ăна сутса çемье бюджетне пуянлатать.

Предприниматель пулнă май, Вăрмар поселокĕнчи Промышленнăй урамра çĕр участокĕ илсе «Александр» ятлă магазин уçать. «Ĕçлемесĕр çурт пулмасть», - тенĕ авалтан.

- Хальхи вăхăтра патшалăх çурт-йĕр çавăрма, уйрăмах çамрăксене ссуда е кредит парса пулăшать. Ку енĕпе ытти программăсем тухăçлă ĕçлеççĕ. Эпир вара ссуда та илмен, пĕтĕмпех хамăр вăйпа турăмăр, - тет Александр Николаевич.

Николаевсен ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Николайпа Андрей - предпринимательсем, Таня - Красноармейски районĕнче миравай судья.

А.Николаев спортпа та туслă. 1971-1985 çулсенче вăл кире пуканĕ йăтассипе тата кĕрешессипе тĕрлĕ ăмăртусенче пĕрре кăна мар мала тухнă. Нумайăшĕ лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ: ялсенче тата районта ирттерекен Акатуйсенче вăл кĕрешÿ судйи пулнă. Спорт мероприятийĕсене халĕ те активлă хутшăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика