АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Выбор» лавккара суйламалăх пур

11 ноября 2009 г.

Юлашки çулсенче пирĕн районта лавккасем çумăр хыççăнхи кăмпасем пек ÿссе ларчĕç. Уйрăмах поселокра вĕсем йышлă. Вырăнти халăха кирлĕ пулсан мĕншĕн уçас мар? Акă ку хутĕнче поселокри сывлăха çирĕплетекен «Илем» комплексран аякрах та мар тепĕр «Выбор» лавкка хута кайрĕ. Вăл икĕ хутлă. Пĕрремĕш хутĕнче апат-çимĕç лавкки вырнаçнă. Кунта 500 ытла тĕрлĕ тавар сĕнет С.Сергеева сутуçă. Ку лавккана кăмăллакансем ытларах вара çăкăр, çăкăрпа булка изделийĕсем, сĕт-çу продукчĕсем, улма-çырла туянаççĕ. Кăлпасси, пулă ассортименчĕ те пуян. Вĕсене кашнинчех çĕнетсе пыраççĕ. Çуралнă куна е юбилей уявĕсене паллă тумалла-и, темиçе тĕрлĕ торт кунтанах туянма пулать. Л.Кузнецова лавкка хуçи палăртнă тăрăх, çитес вăхăтра тата та ытларах тĕрлĕ апат-çимĕç продукчĕсем кÿрсе килмелле. Çакă туянакана аякка каймасăрах мĕн кирлине пĕтĕмпех тивĕçтерме пултарĕ.

Çÿлерех асăннă лавккан иккĕмĕш хутĕнче мĕнле тĕрлĕ тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем çук пулĕ. Çÿç кастарас е капăр прическа тăвас килет пулсан, тархасшăн, сире «Ангел» парикмахерски кĕтет. Ку çеç çителĕксĕр тесе шутлатăр пулсан «София» косметика салонне те кĕрсе тухма пултаратăр. Кунта сирĕн сăн-пите тасатса, массаж, тĕрлĕ хаклă йышши кремсенчен хатĕрленĕ маска туса çамрăклатаççĕ. И.Владимирова косметолог сăн-пите Израильте туса кăларнă тĕрлĕ йышши кремсемпе илемлетет. Сăмах май, Ирина Александровна вак предпринимательлĕхе аталантарассипе Грант илме тивĕçнĕ.

Çавăн пекех кунта куç харшине сăрлама, илемлетме, куç хăрпăкне вăрăмлатма пулать. Депиляци тутарма (çÿç-тĕксене иртме) май пур. Унсăр пуçне хăлха шăтарса тÿррех хăла унки тăхăнма та пулать. Сăн-пите илемлетме тĕрлĕ йышши косметика хатĕрĕсем сутлăхра пур. Мăшăр е савни умĕнче яланах илĕртÿллĕ, хитре пулас тесен çак салона васкăр. Илемленнипе пĕрлех ытти тĕрлĕ тавар та туянма пулать кунта. «Тысяча мелочей» уйрăмра вара кил таврашĕнче мĕн кирли пурте пур. Çавăн пекех ача-пăчасене савăнтармашкăн тĕрлĕ теттесем, вĕсем валли тăхăнмалли япаласем, апат-çимĕç те сутаççĕ ку лавккара.

Темиçе хут илтиччен пĕрре кĕрсе курни аванрах тенĕрен, манăн та сире «Выбор» лавккана çитсе курма сĕнес килет. Тем тесен те çĕнни хăй патнех илĕртет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика