11 ноября 2009 г.
Республикăра «2006-2010 çулсенче тата 2025 çулчченхи тапхăрта автомобиль çулĕсене çĕнетесси тата аталантарасси» нумай çуллăх программа йышăннă. ЧР Президенчĕ Н.Федоров халăх пурăнакан пур вырăна çыхăнтаракан автомобиль çулĕсен сетьне тăвассине хăвăртлатасси пирки указ кăларнă. Ăна пирĕн районта пур енлĕн пурнăçланă. Малашлăхра халăх пурăнакан мĕн пур вырăнсен тĕп урам сетьне асфальт сармалли программăна ĕçе кĕртесси. Хальхи вăхăтра çул-йĕрсене пăхса тăрассипе пирĕн районта «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин çул-йĕрĕн Вăрмарти юсавпа строительство участокĕ ĕçлет.
Муниципаллă çулсем - 154, республика пĕлтерĕшлисем 63 километр шутланаççĕ. Çул-йĕре пăхса тăрассипе механизациленĕ 3 бригада тăрăшать. Пурĕ 23 единица техника уйăрнă. Вĕсем муниципаллă, республика пĕлтерĕшлĕ çулсене пăхса тăраççĕ. Пăрлак çанталăкра çулсене тăварпа хăйăр хутăшĕ сапма 3 пин тонна хатĕрленĕ. Хĕллехи вăхăтра ялсенчи урамсене юртан тасатса тăрассипе кашни ял тăрăхĕн администрацийĕ вырăнти фермерсемпе, уйрăм çынсемпе, çул-йĕрĕн Вăрмарти юсавпа строительство участокĕпе килĕшÿ тăвать. Вĕсене пурнăçлама республика ял тăрăхĕсене 2 миллион та 373 пин тенкĕ уйăрса панă. Унсăр пуçне кашни ял тăрăхĕ хăйĕн бюджетĕнче 3 миллион та 600 пин тенкĕ пăхса хăварнă. 4 миллион тенкине кашни ял тăрăхĕн администрацийĕ ял урамĕсене тирпей-илем кÿме, юсав ĕçĕсем тума, хытă сийлĕ çул-йĕр хывма усă курнă. Тепĕр 1 миллион тенкине хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатма усă курĕç.