АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çеçпĕл музейĕнче пултăмăр

06 ноября 2009 г.

Кăçал чăвашсен кăвар чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитет. Çак паллă куна халалласа пирĕн шкулта тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пĕри - Шупашкарти тата Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнчи Çеçпĕл Мишши пурнăçне халалласа уçнă музейсенче пуласси.

Эпир, 6-мĕш класра вĕренекенсем, Мăнçырмари вăтам шкулта вĕренекен аслă юлташсемпе пĕрле Çеçпĕл ялне экскурсие кайрăмăр. Çул çинче пирĕншĕн курмалли, пĕлмелли нумай пулчĕ. Çеçпĕл Мишши музейĕнче пире питĕ килĕшрĕ. Музейра ĕçлекенсем ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Экскурси ирттерекенĕ таса чăваш чĕлхипе поэт пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, унăн ячĕпе çыхăннă паллă вырăнсем, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕсем, унăн Украинăри тусĕсем çинчен тĕплĕ те питĕ ăнланмалла каласа кăтартрĕ. Поэт пурнăçĕн юлашки кунĕсем, вăл тÿснĕ тĕрĕсмарлăхсем çинчен каланă чухне экскурсоводăн куçĕсем те шывланчĕç.

Çеçпĕл Мишши пурăннă урамра, çуралса ÿснĕ кил вырăнĕнче пултăмăр. Паллах, поэт çуралнă кил вырăнĕнче халь кирпĕч çурт ларать, анчах та унта пурăнакансем Çеçпĕлшĕн ютах мар иккен, тăван та лекеççĕ. Кунта Çеçпĕл çак кил вырăнĕнче çуралнине кăтартакан мрамор плита вырнаçтарнă.

Çеçпĕл Мишшине халалласа музей çывăхĕнче ятарлă парк уçни пире чăваш халăхĕ поэта манманнине, ăна чĕререн сума сунине ăнланса илме пулăшрĕ. Апла пулсан эпир Çеçпĕлпе мухтанма, унпа мăнаçланма тивĕçлĕ.

Экскурси пире кăвар чĕреллĕ поэт çинчен питĕ нумай пĕлме пулăшрĕ.

Тикаш шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика