06 ноября 2009 г.
Раççей шкулĕсенче çулран çул вĕрентекенсем шкул формине çар формипе улăштарас туртăм вăйланса пырать. Юлашки вăхăтра арçын ачасемпе хĕрачасем уйрăмах кадетсен класĕсенче вĕренме ăнтăлаççĕ. Малашлăха çар пурнăçĕпе çыхăнтарас туртăм вăйланса пыни куç кĕрет.
Кадетсен класĕсемпе корпусĕсем йĕркелессин тĕп тĕллевĕ - яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа Тăван çĕршыва хÿтĕлеме вĕрентесси, ăс-хакăла аталантарма пулăшасси. Çавна май Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 2008 çулта кадетсен класĕ уçăлчĕ. Унăн учредителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ, социаллă партнерĕ - Хусанти танк училищи. Кадетсен класĕ ытларах çарпа спорт енĕпе ĕçлет. Кадетсен 9 а класĕнче 11 арçын ача тата 8 хĕр ача шутланать. Вĕсем çывăхри 10 ялтан пĕлÿ пухма çÿреççĕ. Кунта пĕлÿ пухакан ачасем вырăс чĕлхипе, математика, физкультура предмечĕсемпе экзаменсен ăнăçлă тытнă. Вĕсен çи-пуçĕ те ыттисенчен уйрăлса тăрать. Кадет класĕн атрибучĕсем - штандарт, ялав тата эмблема.
Çакăн пек класс йĕркелени ачасене чăн-чăн патриот пулмашкăн, çывăх çынсене, Тăван çĕршыва юратмашкăн хăнăхтарас енĕпе тĕллевлĕн, тухăçлăн ĕçлеме май парать. Кадетсем малтан ыттисем пекех вĕренеççĕ. Тĕп уроксем вĕçленсен хушма предметсем пуçланаççĕ: риторика, креативлă математика, стройпа утма хăнăхасси, çар ĕçĕн никĕсĕсем, этика, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем, бал ташшисем, хорпа юрласси, Раççей çарĕн историйĕ, психологи, тухăç кĕрешĕвĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, кадетсене Раççей çарĕн мăнаçлăхĕ пулма мĕн кирлĕ - пĕтĕмпех пур.
Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти кадетсен 9 а класĕ «Кадетсен кĕрхи тĕрĕслевĕ - 2008» республикăри конкурсра çĕнтерÿçĕ пулнă. Çавăн пекех Канаш хулинче иртнĕ республикăри спартакиадăра та иккĕмĕш вырăна тухнă. Пĕрлехи мероприятисене çулталăкне темиçе хут та хутшăнаççĕ. Кадетсене патриотизмла воспитани парассипе пĕрлех этика, эстетика енĕсене те вĕрентеççĕ. Калăпăр, декабрь уйăхĕнче, çар мухтавĕн кунĕнче, вĕсем Çĕнĕ Шупашкара Георгий балне пуçтарăнаççĕ. Унта кайсан хăвна пачах урăхла туятăн: хитре тум тăхăннă каччăсем, хĕрсем. Мĕн тери илемлĕ ташлаççĕ вĕсем! Сăмах май, пĕлтĕр çак класс республикăри «Георгий балĕ» конкурса хутшăнса Диплом илме тивĕçнĕ. Çĕмĕрлере çулсерен иртекен «Çĕршывăн çамрăк таланчĕсем» конкурсра та маттурлăхĕпе палăраççĕ. «Ансамбль» номинацинче (художествăлла пултарулăх ертÿçи Н.Гаврилов) виççĕмĕш, «Художествăлла сăн ÿкерчĕк» номинацинче Е.Александрова виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çуллахи каникула та усăллă ирттереççĕ пултаруллă çамрăксем. Чăваш Енри çамрăк армеецсен юхăмĕнчи «Зарница», «Орленок» вăййисенче те пысăк хастарлăхпа палăраççĕ. Кадетсем вĕсенче хутшăнса тăваттăмĕш вырăна тивĕçнĕ. Кăçал Тăвайĕнче «Горизонты грядущих» социаллă проектпа иртнĕ республикăри конкурса хутшăнса 4 номинацире çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулнă.
Вăрмар район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи вĕренÿ çулĕнче тата тепĕр кадет класĕ уçăлчĕ. Вăл 6 а класс бази çинче никĕсленнĕ. Кунта пурĕ 18 ача пĕлÿ пухать. Вĕсем хими, биологи, физкультура, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ предмечĕсене тĕпе хурса вĕренеççĕ. Кадетсен йышне лекес текенсем нумай, эппин Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен йышĕ ÿссе пырасса шанас килет.