06 ноября 2009 г.
Пирĕн республикăра приоритетлă наци проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пынă май, ял хуçалăхĕнче те улшăнусем пулма пуçларĕç. Уйсенче çĕнĕ тракторсемпе комбайнсем йышлансах пыраççĕ, паянхи кунпа килĕшÿллĕ оборудованисем туянаççĕ. Ял ĕçченĕн тÿсĕмлĕхĕпе хастарлăхĕ экономикăри аграрлă сектора пысăк çитĕнÿсемпе пуянлатать. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă хресченĕн тăрăшулăхне хисеплесси лайăхланса пырать. Кĕркунне, уй-хирсем пушансан, кашни çулах ял хуçалăх тата ĕçлесе хатĕрлекен промышленность работникĕсене вĕсен хастарлăхĕшĕн тав тăваççĕ, Хисеп грамотисемпе пысăк парнесем парса сума сунаççĕ.
Кăçал пирĕн районта çĕр çыннисен профессиллĕ уявне анлăн паллă турĕç. Вăл районти культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Ял хуçалăх кунне тĕплĕн хатĕрленнĕ. Фойери стендсене те çĕнетнĕ. Районти ăстасем - ал ĕç, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем - пахча çимĕçсемпе ытти продукцисен, çăкăр пĕçерекенсем хăйсем хатĕрлекен изделисен куравĕсене йĕркеленĕ. Тĕп лапамра та çак кун техĕмлĕ шашлăк шăрши уява йыхравларĕ тейĕн.
Çĕр çыннисен профессиллĕ уявне район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн заместителĕ, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров, «Арабоси» агрофирмăн пуçлăхĕ Г.Тимофеев хутшăнчĕç. Уява район пуçлăхĕ В.Кириллов уçрĕ. Вăл çĕр ĕçченĕсене профессиллĕ уяв ячĕпе саламларĕ, ĕçре çитĕнÿсем сунчĕ. Район пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров анлă доклад турĕ.
Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалласа, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн, çĕрпе тухăçлă ĕçленĕшĕн тата кăçалхи вырмана лайăх ирттернĕшĕн «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики (пуçлăхĕ Н.Петров) районта пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна «Арабоси» агрофирма (пуçлăхĕ Г.Тимофеев) тухнă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе илес пулсан Вячеслав Федорович Павловăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Геннадий Николаевич Ямуков хресчен (фермер) хуçалăхĕ иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Çавăн пекех вăл çĕр улми туса илессипе (пĕр гектартан 320 центнер тухăç илнĕ) районта пĕрремĕш вырăн йышăннă. Аш-какай туса илессипе 100 гектар çĕр пуçне (181 центнер) шутласа «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики (пуçлăхĕ Н.Петров) çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Сĕт туса илессипе 100 гектар çĕр пуçне (257,2 центнер) «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество (пуçлăхĕ П.Крылов) пĕрремĕш вырăна тухнă.
Çĕр çыннисен профессиллĕ уявĕнче ял хуçалăхĕнче хастар вăй хуракан механизаторсемпе дояркăсене, водительсене, чăх-чĕп пăхакансене, бухгалтерсене тата ытти пур ĕçченсене те хĕрÿллĕн саламларĕç, Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕç.