31 октября 2009 г.
Çитмĕш ялĕнче çуралнă педагогика наукисен кандидачĕ, «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» обществăлла организацин хисеплĕ вице-президенчĕ, Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ Дмитрий Егорович Егоров ноябрĕн 4-мĕшĕнче 85 çул тултарать.
Вăл 1924 çулта нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Шкул вĕренсе пĕтерсен, Канашри педагогика училищинче пĕлÿ илме тытăнать. Çăмăлах пулман çамрăк каччăна вăл вăхăтра. Ирхи пуйăс çине Çитмĕш ялĕнчен тăрса утма тĕттĕм, уйрăмах кĕрхи çанталăксенче çÿреме йывăр пулнă. Училищĕне пĕтерсен Пинерти 7 çул вĕренмелли шкулта пуçламăш классене вĕрентме тытăнать. Пурнăç пĕр тикĕссĕн шунă вăхăтрах хăрушă вăрçă пуçланать. Ăна М.В.Фрунзе ячĕллĕ Ленинградри çар училищине вĕренме яраççĕ. Унта ăнăçлă вĕренсе лейтенант званипе тухать.
Вăрçă чарăнсан тăван яла таврăнать. Ăна ачасене вĕрентме Анаткас шкулне яраççĕ. Унта кăштах ĕçлесен районти çут ĕç пайне инспектора куçараççĕ. Çакăнтан пуçланать те унăн ĕç биографийĕнчи яваплă тапхăр. Инспектортан çут ĕç пайĕн заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ. Пултарулăхне курах пулĕ ăна КПСС райкомĕн секретарĕнче, район Совечĕн ĕçтăвком председателĕнче ĕçлеме шанаççĕ. Унта вăл 1955-1961 çулсенче тăрăшать. 1961-1967 çулсенче Чăваш АССРĕн вĕрентÿ министрĕнче, учительсен пĕлĕвне ÿстерес енĕпе ĕçлекен институтра ĕçлеме тÿр килет. 1968 çултан вара И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче аслă преподаватель, доцент, проректор, кафедра заведующийĕ, пуçламăш классене вĕрентекен факультетăн деканĕнче вăй хурать. Çак вăхăтра чылай наука ĕçĕсемпе çыхăнать унăн пурнăçĕ.
Тĕнчери мĕн пур ача амăшĕ çумĕнче савăнса ÿстĕр, унăн «çунатти» айĕнче вăй илтĕр тесе вĕрентнĕ вăл студентсене. Вăл Чăваш Республикинче Амăшĕсен мухтавĕн музейне уçма пултарнă. Ку Раççейпе те пĕрремĕш музей. Дмитрий Егорович 100 ытла наука ĕçĕсем пичетлесе кăларнă.
Д.Егоров ЧАССР Верховнăй Совечĕн (6 созыври) депутачĕ те пулнă. Халĕ вăл Чăваш Республикин национальноçсен искусствăпа наука академийĕн Хисеплĕ академикĕ, педагогика наукисен кандидачĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Чăваш Республикин аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Аслă Отечественнăй вăрçăри II степеньлĕ орденĕ, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль тата ытти наградăсем те нумай.
Хисеплĕ ентеше çуралнă кунпа саламласа вăй-хăватпа вăрăм ĕмĕр сунатпăр.