28 октября 2009 г.
Çулталăкăн кирек хăш вăхăчĕ те хăйне май илемлĕ. Кăçалхи кĕркунне хăйĕн илемĕпе тата ăшшипе ваттине те, вĕттине те савăнтарать. Пылчăклă, çумăрлă, çиллĕ кунсем питех пулмарĕç те. Тулли илемпе, кĕр пуянлăхĕпе пурте хăйсен кăмăлне тивĕçтерчĕç. Пахчасенче пан улми, пахча çимĕç тата ытти çимĕçсем те ăнса пулчĕç кăçал. Ял ĕçченĕн пÿлмисем те тырăпа тулнă, нÿхреп тулли тĕрлĕ çимĕç хатĕрлесе хунă.
Ытлармалла мар илемлĕ халĕ йывăçсем. Пÿрт умĕнчи пилеш илемлĕ хĕп-хĕрлĕ çырлисемпе иртен-çÿрене илĕртсе ларать. Ку çырласем кайăксем валли хĕлле питĕ тулăх апат пулмалла. Кăштах çил вĕрнипе пилеш çинчен хĕрлĕ, хăмăр тĕслĕ çулçăсем çĕр çине вĕçсе анаççĕ те çемçе кавир сарса хураççĕ. Авă йăрăс пÿллĕ хурăнĕ те тумне ылтăн тĕспе ылмаштарнă. Хурăнăн çулçисем хĕвел питтинче ахах-мерченĕн йăлтăртатаççĕ. Кĕрхи сывлăшĕ те уйрăмах уçă. Ирхине шкула утнă чухне çав уçă сывлăша кăкăр тулли сывласа илетĕн те чунра ырă-ырă пулса каять.
Кивĕ Вăрмарти шкул ачисем кĕрхи çанталăкăн илемĕпе киленме, кĕрхи кунсемпе сыв пуллашма шкула уяв каçне пуçтарăнчĕç. Уяв 8-11 классем хушшинче иртрĕ. Кунта тĕрлĕ конкурссем пулчĕç.
Чи малтан ушкăнсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Унта кашни ушкăн хастарлăхĕ курăнчĕ. Ун хыççăн вĕсем валли кулăшла инсценеровкăсем, килте хатĕрленĕ ĕçсем, юрă-ташă конкурсĕсем иртрĕç. Хăйсене паллаштарассипе 11-мĕш класс чи лайăххи пулчĕ. Кулăшла инсценировка кăтартассипе вара 9-мĕш класа никам та çĕнтереймерĕ. 10-мĕш класс килте хатĕрленĕ ĕçе пуринчен те аван турĕ. Юрă-ташă конкурсĕнче 8-мĕш класс хĕрĕсем хăйсен çепĕç, уçă сассипе савăнтарчĕç. Кĕрхи уяв каçĕнче жюри членĕсем пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх мала 11-мĕш класс ушкăнĕ тухрĕ, 2-мĕш вырăна вара 9-мĕш класс тивĕçрĕ. 3-мĕш вырăнта 10-мĕшсем пулчĕç. 8-мĕш класс 4-мĕш вырăн йышăнчĕ пулсан та ачасем кулянмарĕç. Кашни ушкăна кучченеç парса хавхалантарчĕç. Жюри членĕсем уява хатĕрленнине палăртрĕç. Пурте хавас туйăмпа килсене саланчĕç.
Кивĕ Вăрмар шкулĕ.