АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни чĕлхе - тĕнче уççи

28 октября 2009 г.

Республикăмăрăн тĕп хулинче чĕлхесен пĕтĕм тĕнчери XIV фестивалĕ пулса иртрĕ. Ку уяв пуçаруçисем - ЧР Вĕрентÿ министерствипе ЧР Çамрăксен эсперанто ассоциацийĕ.

 Фестиваль ĕçне йĕркелекенсем чĕлхесен пуянлăхне, нумай енлĕхне, тăван чĕлхе кирлĕлĕхне, сумлăхне палăртма тăрăшнă. Тухса калаçакансен сăмахĕсенчен çакна ăнланма пулать: хăш-пĕрин пирки тĕп чĕлхе, теприн пирки иккĕмĕшле тесе калама юрамасть. Вĕсем пурте пĕр тан. Чĕлхе анлăрах сарăлни тата ансăртарах сарăлни кăна пулать. Анлă сарăлнипе нумай-нумай çын калаçать, ансăррипе - сахалтарах. Ансăртарах сарăлни те пĕр-пĕр чухне питĕ кирлĕ пулса тухать. Кашни чĕлхе - тĕнче уççи. Чĕлхе фестивальне эпир, Мăнçырма, Тикаш, Пысăк Енккасси, Аслă Чак, Кĕлкеш шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературипе вĕрентекенсемпе вĕренекенĕсем, фестиваль вĕçленнĕ кун хутшăнтăмăр. Курмалли, пĕлмелли, тĕлĕнмелли кунта кашни утăмра. Фестивальте пурĕ 34 чĕлхепе паллаштарнă, вĕсен презентацийĕ 40-45 минута пырать. Хăш-пĕр чĕлхесен ятне эпир ку таранччен илтмен те: буби, гэлао, дида, каталон, лингала... Кунсăр пуçне хускану тата семафор чĕлхи, морзе азбуки.

«Лингватерритори» тесе ят панă пĕр-пĕр чĕлхепе кăна хутшăнма калаçса татăлнă пÿлĕмсене. Вĕсем И.Я.Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика университечĕн 5-мĕш корпусĕнче вырнаçнă. Вĕренекенсем хăйсен кăмăлĕпе суйласа илнĕ чĕлхесен презентацине хутшăнчĕç. Урду чĕлхин презентацине пурте хутшăнтăмăр. Кашни чĕлхен презентацийĕнче унта хутшăнакансем хăйсен хушамачĕпе ятне, хăш-пĕр уйрăм сăмахсене çав чĕлхепе çырма вĕренчĕç, презентацилекен чĕлхепе калаçса та пăхрĕç. 30-40 минут пыракан урокра чĕлхен янăравлăхне илтме, темиçе сăмах çаврăнăшĕ вĕренме, вăл е ку çĕршыв историйĕпе аталанăвне пĕлме май пулчĕ. Презентацисем пĕр вăхăтрах тĕрлĕ блокра иртнине пула нумай çĕре хутшăнма май пулмарĕ, çитсе курас кăмăлсем питех те пысăкчĕ.

Фестивальте тĕрлĕ çĕршыв, тĕрлĕ халăх çыннисене куртăмăр, вĕсен калаçăвне итлерĕмĕр, хăшĕ-пĕрисемпе пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерттертĕмĕр.

Фестиваль хăйĕн ĕçне Я.Г.Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче интернационаллă концертпа вĕçлерĕ. Ытти чĕлхесемпе шăранакан юрăсем хушшинче тăван чĕлхепе янăракан юрă эпир никамран та кая маррине, чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пысăккине çирĕплетрĕ. Ташă ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе чăннипех тĕлĕнтерчĕç.

Шупашкарти чĕлхе фестивалĕн хăйĕн гимнĕ, вăл темиçе чĕлхепе, çав хушăрах вырăс чĕлхипе те янăрарĕ:

«Приходи и встречай языки вместе с нами:

Приходи, здесь все тебя ждут.

Приходи, и тогда ты поймешь, что правда -

Бесконечен круг твоих друзей».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика