28 октября 2009 г.
Кĕр варри... Йывăçсем çулçисене тăкса хĕл ытамне кĕме хатĕрленеççĕ. Епле илемлĕ йĕри-тавра: сарă, кĕрен, симĕс йывăçсем ылтăн ăшне путнă тейĕн. Кам чунне савăнтармасть пуль çак тĕлĕнмелле илемлĕх! Эпир, Кавал шкулĕнче вĕренекен ачасем, çак хитрелĕх малашне тата ытларах пултăр тесе алла кĕреçесем илтĕмĕр те йывăçсем лартма утрăмăр. Районти «Йывăç кунĕ» акцине эпир кĕтсех тăратпăр. Шкулта тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр. Акă листовкăсен конкурсĕ иртрĕ, вăл «Йывăçсене сыхла!» ятлă пулчĕ. Унта чи маттурри Кирилл Павлов пулчĕ (4-мĕш класс). Класс ертÿçисем тĕрлĕ калаçусем, вăйăсем тата викторинăсем ирттерчĕç. Тĕллевĕ вара пĕрре - йывăçсене упрасси. Вĕсем - илем, вĕсем пирĕн пурнăç. Яланахи пекех тăххăрмĕшсем, вĕсем кăçал 15 ача, хăйсен класс ертÿçипе И.Степановапа шкултан вĕренсе тухнисен аллейи валли хырпа хурăнсем кайса кăларса килчĕç те ăна йывăçсемпе пуянлатрĕç. Шкулта йăлана кĕчĕ - вĕренсе тухакансенчен кашни асăннă аллейăна йывăç лартса хăварать. Çак ĕçе тума пире хамăр шкултан вĕренсе тухнă ачасем те пулăшаççĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ Дима Бормисов хăйĕн машинипе йывăçсем илсе килсе пулăшать. Хăй вăл Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче 3-мĕш курсра вĕренет. Ăна та чунтан тав тăватпăр. Ешертĕр, илем кĕрттĕр пирĕн тавралăха аллея.
Тата нумай ĕçсем туса ирттертĕмĕр эпир шкулта çак акцине хутшăнса. Хамăр шкул пахчине, шкул картишне кĕрхи çулçăсемпе çум курăксенчен тасатрăмăр. Ку ĕçсене ĕç урокĕсене ертсе пыракан Л.Табакова йĕркелесе тăчĕ. Вырсарникун вара «Атте, анне тата эпĕ - йывăçсем лартатпăр» акци ирттертĕмĕр. Чи маттурри Терентьевсен çемйи пулчĕ. Вĕсем - Света (4 кл.), Андрей (7 кл.), Алеша (9 кл.) ашшĕ амăшĕпе пĕрле 30 ытла йывăç лартрĕç. Маттур Терентьевсем! Шкулта та аван ĕлкерсе пыраççĕ, ĕçре те хастар.
Йывăçсене эпир шкул çывăхĕнче çеç мар, çырма-çатрасенче, шыв хĕрринче те лартатпăр. Шур кÿлли хĕрринче те часах вăрман пулса каять. Хамăрăн музыка учителĕ В.Табаков тăрăшнипе унта хурăнсемпе хырсем пĕлĕтелле кармашаççĕ. Вĕсене выльăх-чĕрлĕх ан кăшлатăр тесе çатан карта тытрăмăр. Çак ĕçе тума пире А.Игнатьев, ялти пек каласан Аркади пичче, нумай пулăшрĕ. Пурнăç малалла шăвать. Йывăçсем ÿссе кашлĕç Кавал тавра. Ырă ĕç тунăшăн чунтан савăнатпăр. Ÿсччĕр, ешерччĕр, илем кÿччĕр пирĕн йывăçсем.