28 октября 2009 г.
Иртнĕ кунсем районта тĕрлĕ спорт мероприятийĕсемпе пуян пулчĕç. Иккĕшĕ çинче уйрăмах чарăнса тăрас килет. Вĕсем - велокросс енĕпе Раççей кубокĕшĕн ирттернĕ саккăрмĕш тапхăрти ăмăрту тата «АУРАТ-СВ» тулли мар яваплă общество призĕсене çĕнсе илессишĕн пуçласа йĕркеленĕ «Вăрмар тăвайккисем» кросс чупăвĕсем. Çак ăмăртусем вĕсене хутшăнакансем йышлă пулнипе, тупăшас кăмăлĕ пысăк пулнипе палăрса тăчĕç. Вăрмар тăрăхĕнче спорт мероприятийĕсем пысăк хисепре пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç.
Велосипедистсене старта тухас умĕн поселокри тĕп лапамра ЧР физкультура, спортпа туризм министрĕ А.Николаев, район пуçлăхĕ В.Кириллов саламласа ăнăçусем сунчĕç. Ăмăрту Ара çырминче иртрĕ.
Чи малтанах старта 1998-1999 çулсенче çуралнă арçын ачасем тухрĕç. Çивĕч тупăшура Мăнçырма çамрăкĕсем Н.Мясниковпа А.Белов пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăна урăх районсене памарĕç. Виççĕмĕш вырăнта И.Мулендеев (Патăрьел) пулчĕ. Хĕр ачасем хушшинче те, унăн çитĕнĕвĕпе хăпартланса пулĕ, малти вырăна ентешĕ - Н.Михайлова тухрĕ. 1996-1997 çулсенче çуралнă хĕр ачасенчен финиша чи малтан С.Михайлова (Патăрьел), ун хыççăнах А.Иванова (Çĕнĕ Шупашкар) тата В.Васильева (А.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ) çитрĕç. Çак çулхи арçын ачасем хушшинче Д.Яковлев (А.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕ), А.Макшеев (В.Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕ), А.Мальцев (Ленинград облаçĕ) пулчĕç. 1994-1995 çулхи арçын ачасемпе хĕр ачасем вырăнсене çапла пайларĕç: Р.Боредский (Пинер), О.Терентьева (В.Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕ) - 1-мĕш, А.Краснов (Çĕмĕрле), Е.Некрасова (Ленинград облаçĕ) 2-мĕш, А.Стрелков (Удмурти), И.Портнова (В.Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕ) - 3-мĕш. Каярах старта, пĕтĕмĕшле илсен, спорт мастерĕсемпе кандидачĕсем тухрĕç, çакăн пек вырăнсене пайларĕç. 1992-1993 çулсенче çуралнисем: 1-мĕш вырăн - А.Степанов (Екатеринбург), А.Коновалова (Ижевск), 2-мĕш вырăн - А.Королев, Р.Шидловская (Удмурти), 3-мĕш вырăн - К.Питруков (А.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕ), А.Тарасова (В.Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕ). 1991 çулта çуралнисем тата аслăраххисем: 1-мĕш вырăн - Е.Печенин (Ижевск), Е.Гоголева (Ленинград облаçĕ), 2-мĕш вырăн - М.Гоголев (Ленинград облаçĕ), К.Кириллова (В.Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕ), 3-мĕш вырăн - С.Николаев (Самара), Е.Петрова (Удмурти). Çĕнтерÿçĕсем грамотăсемпе медальсене, хаклă призсене ЧР спорт министрĕн А.Николаевăн, райадминистраци пуçлăхĕн В.Кирилловăн, паллă спортсменкăн, Пекинри Олимп вăййисене хутшăннă В.Андрееван аллинчен илчĕç.
Раççей Кубокĕшĕн пыракан ăмăртусен IX- X-мĕш тапхăрĕсем Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисенче иртнĕ. Кунти дистанцисенче те хĕрÿ кĕрешÿсем пынă. Кросăн виçĕ тапхăрĕпе пирĕн ентешсем лайăх результатсем кăтартнă. 1998-1999 çулсенче çуралнисем хушшинче Н.Мясников, А.Белов (Мăнçырма), Н.Михайлов (Кивĕ Вăрмар) 1-3 вырăнсем йышăннă. 1996-1997 çулхисенчен Д.Яковлевпа (Кивĕ Вĕренер) Р.Боредский (Пинер) пĕрремĕшсем пулнă. 1992-1993 çултисем хушшинче К.Питруков (Кĕтеснер) виççĕмĕш вырăна тухнă. 1994-1995 çулсенче çуралнă хĕрсем хушшинче К.Владимирова (Кĕтеснер) - виççĕмĕш. Çак çитĕнÿре В.Сидоров, П.Васильев, А.Саминов тренерсен тÿпи те пысăк.
Халĕ спортсменсемпе вĕсен тренерĕсем велокросс енĕпе Шупашкарта октябрĕн 31 - ноябрĕн 1-мĕшĕсенче иртекен Раççей чемпионатне тата мала тухассишĕн ирттерекен ăмăртусене хатĕрленеççĕ.