28 октября 2009 г.
Çĕр çинче мĕнле кăна професси çук пулĕ, шутласа кайма кирлех те мар. Пурте сумлă. Этемлĕх вара пурнăç çулĕ çине вĕрентекен пулăшăвĕсĕр тухайманнине пурте пĕлетпĕр. Вĕсемех пире саспаллисемпе паллаштараççĕ, çырма, вулама, шутлама, тĕрлĕ наукăсене ăша хывма вĕрентеççĕ. Унсăр пуçне пурнăç çулĕ çине тĕрĕс воспитани илсе тухма та пулăшаççĕ. Вĕрентекен профессине кирек кам та илме пултарсан та, унран мĕнле специалист пуласси вара хăйĕнчен килет. Учитель профессине çăмăл теме çук. Ачасене чунтан юратакан, вĕсемсĕр пурăнма пултарайман, йывăрлăха çĕнтерме пултаракан чăн-чăн оптимистсем кăна пулĕ паян шкулта.
Паянхи кун Чулкас шкулĕн коллективне ертсе пыракан Галина Алексеевна Иванова вара лăп та шăп çакăн пек çынсенчен пĕри. Хулара (Шупашкарта) çуралса ÿснĕскере шăпа ĕмĕр тăршшĕпех ял ачисемпе ĕçлеме пÿрнĕ пулĕ çав. Ашшĕ - А.Дубинин Шупашкарти агрегат завочĕн «Солнышко» туристсен базинче директорта вăй хунă, амăшĕ, Валентина Яковлевна, çав заводрах токарьте ĕçленĕ (шел пулин те, вăл хĕрĕ пултаруллă педагог пулнине курса савăнаймарĕ, çĕре кĕчĕ). И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче хими факультетĕнче вĕреннĕ вăхăтрах пурнăç сукмакĕ ăна пирĕн районти Анаткас ялне илсе çитерет. Ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ Анаткас каччи Владимир Иванович Ивановпа пĕрлешсе çемье çавăрса пурăнма пуçлаççĕ. Çурт лартаççĕ, ача-пăчаллă пулаççĕ, выльăх-чĕрлĕх усрама тытăнаççĕ. Çав вăхăтрах Чулкасри шкула ĕçе те çÿренĕ. Хула хĕрĕ ĕне сума тытăннинчен тен, хăшĕсем тĕлĕннĕ те пулĕ. Галина Алексеевна вара ял пурнăçне парăнтарнах, пур ĕçе те хăнăхса пынă. Çапла вĕсем Анаткасра 5 çул пурăннă хыççăн, 1987 çулта, Чулкас ялне пурăнма куçаççĕ. Хими учителĕнче, директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕнче, 1988 çултан пуçласа паянхи кунчченех шкул директорĕнче вăй хурать Чулкас шкулĕнче Г.Иванова. Ĕç биографийĕ пĕр шкултах малалла тăсăлать унăн. Юратнă ĕçре 27 çул хыçа юлнă. Çак вăхăтра нумай шыв юхса, нумай çил вĕрнĕ, пурнăçра савăнăçĕ те, хуйхи-суйхи те пулнах пулĕ.
Савăнмалăх, мухтанмалăх ачисем ÿссе çитĕннĕ: ывăлпа хĕр Ивановсен. Асли - Алексей, Чулкас шкулĕнче 7 класс вĕренсе пĕтерсен Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ лицейра физикăпа математика класĕнче вĕренме тытăнать. Ăна кĕмĕл медалпе вĕренсе тухсан малалла И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетра экономика факультетĕнче вĕренет. Кунтан вăл хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухса Шупашкартах налук инспекцийĕнче ĕçлеме тытăнать. Унта пĕр вăхăт ĕçленĕ хыççăн, халĕ «Газпром трансгаз Нижний Новгород»уçă акционерлă обществăра бухгалтерта ĕçлет. Унăн мăшăрĕ, Ирина, килне курах лекнĕ темелле, ĕçчен те вашават. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн вак предпринимательлĕхе алла илет. Туслă çемьере икĕ хĕр пĕрчи - Каринăпа Мария çитĕнеççĕ.
Кĕçĕн хĕрĕ, Светлана, ялти шкула кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, аслă пиччĕшĕ вĕреннĕ çĕртех пĕлÿ пухать. Хальхи вăхăтра çемйипе Мускав хулинче пурăнаççĕ. Раççей Федерацийĕн оборона министерстви çумĕнчи финанс службинче бухгалтерта ĕçлет. Мăшăрĕ, Константин, çар летчикĕ. Вĕсен пĕр ывăл - Антон. Уявсенче, канмалли кунсенче тăван килне пуçтарăнсан ача-пăча сассипе пÿрте тултараççĕ. Çакă мар-и-ха куç тулли савăнăç, телей. Чунтанах хĕпĕртет вĕсемпе Галина Алексеевна. Çав вăхăтрах, мăшăрĕ çак савăнăçа кĕтсе илеймесĕрех çĕре кĕнишĕн чунтанах хурланать вăл. Мĕн тăвăн, шăпи çав таран пулчĕ пулĕ. Кăмăла хытарса, малашлăха пăхса, Турри мĕн пилленипе килĕшсе пурăнма пĕлмелле. Çавăн пек тăвать те ĕнтĕ ăста педагог. Çапла вара вăл хăйĕн пурнăçне пĕтĕмпех ачасене халалланă тесен пĕрре те йăнăшмастăп тесе шухăшлатăп. Кунĕн-çĕрĕн шкулта, çуллахи каникулсенче те ачасемпе пĕрле вăл. Университетра вĕреннĕ чухнех студентсемпе пĕрле ятарласа ĕçлеме каякан отрядсене ертсе пынăскер, шкулта ĕçленĕ вăхăтра та районти ачасене тĕрлĕ çĕре ĕçлеме илсе кайса çÿренĕ. Тĕслĕхрен, Астрахань тата Волгоград облаçĕсене пĕр çул кăна мар - 16 çул илсе кайнă. Волгоград облаçне те 13 çул кайнă вĕсем. Çак хушăра унта пурĕ 4167 шкул ачи кашни каникулта ĕçпе пĕрле кайса каннă. Укçаллă та пулнă, выçă та ларман темелле. Хăш-пĕр ачасем, пĕр çемьерен иккĕн-виççĕн те, 7-8-шар хут та кайнă. Ĕçĕ килĕшмен пулсан кайман та пулĕччĕç. Ĕç воспитанийĕ ачасемшĕн дисциплинăна, яваплăха, хăйшĕн хăй тăма пултараслăха ÿстернĕ, коллективпа пурăнма хăнăхтарнă, паянхи пурнăçăн чăн-чăн çыннисене çитĕнтерме пулăшнă. Паянхи кун та Галина Алексеевнана ачасем тав сăмахĕсем калаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ халĕ районта яваплă вырăнсенче ĕçлеççĕ, хăшĕ-пĕрисем Раççей çарĕнче пулнă вăхăтра та çырусем, саламсем çырса тăнă, унтан таврăнсан килне килсех тав сăмахĕсем каланисем те сахалах пулман. Тĕрĕссипе каласан, ĕçлеме илсе кайнисем кăна мар, шкултан хăй вĕрентсе кăларнă ачасем те Г.Иванована тăтăшах ырă сăмахсем калаççĕ. Вăл опытлă, пысăк квалификациллĕ, коллектива, çав вăхăтрах ял халăхне те пĕрле пĕтĕçтерсе тăракан руководитель, вăлах ăста психолог та. Тепĕр чух ачасене ашшĕ-амăшĕ парса çитереймен чун ăшшине пама та, çирĕппĕн асăрхаттарса ятлама та тивет. Паянхи шкул умĕнче çăмăл мар задачăсем тăраççĕ, кашни çĕнĕлĕхе вăхăтра пурнăçа кĕртсе пымалла. Ку шкулта ачасен ăс-хакăл культурине ÿстерессипе те нумай ĕçлеççĕ. «Парне-сарне» фольклор ансамблĕ чылайранпа район халăхне хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Республикăри «Пĕчĕк çеç путене» конкурсра икĕ хутчен лауреат пулса тăнă. Сывă пурнăç йĕркине те Чулкас шкулĕнче çирĕп тытса пыраççĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле тăтăшах тĕрлĕрен спорт вăййисем ирттереççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ шкулти спорт залĕ каçхине 6 сехетрен пуçласа 10 сехетчен ĕçлет, унта аслă классенче вĕренекенсенчен пуçласа ялта пурăнакан, спорта юратакан çынсем те çÿреççĕ. Ăнăçсăр çемьери ачасемпе те йĕркеллĕ ĕçлесе пыраççĕ, вĕсене ыттисенчен ытларах тимлĕх уйăраççĕ. Çуллахи каникулсенче вĕсене тĕрлĕ ĕçе явăçтараççĕ.
Шкул директорĕ пулнă май, коллективри учительсен педагогика ĕçĕнчи ăсталăхне ÿстерессишĕн те сахал мар тăрăшать. Çамрăк учительсене методикăлла пулăшусăр пуçне ĕç мелĕсене яланах вĕрентсе пырать. Ĕç условийĕсене лайăхлатассипе те сахал мар тăрăшать, çавăнпа та çулран-çулах учительсен ăсталăхĕ те ÿссех пырать. Паянхи куна 17 учительтен 4-шĕ аслă квалификациллĕ, 11-шĕ пĕрремĕш категориллĕ, 1 учитель иккĕмĕш категориллĕ, пуçламăш классене вĕрентекен Татьяна Ивановна Максимова кăçал Раççей Президенчĕ чи пултаруллă учительсене паракан гранта тивĕçнĕ. Çакăнта шкул директорĕн тивĕçĕ пурах пулĕ. Галина Алексеевнана пĕрле ĕçлекенсем, ачасен ашшĕ-амăшĕсем, ял çыннисем сума сăваççĕ. Районта вăл хисеплĕ çын. Шкул директорĕсен районти корпусĕн старости. Кунта та унăн пур çĕре те çитме, тĕрлĕ енлĕ пулăшма тивет. Директорсем те унăн ĕçне лайăхпа кăна палăртаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Кĕтеснер шкулĕнчи М.Краснова тата Пинер шкулĕнчи Г.Боредский директорсем Галина Алексеевна ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ырăпа палăртса редакцие çыру çырса янă. «Чăннипех те хăйĕн ĕçне пĕлекен, çынна хисеплеме, ăнланма пултаракан руководитель вăл...», - теççĕ вĕсем.
«Çын ĕçпе илемлĕ» - тенĕ мĕн авалтан, Галина Алексеевна та çак сăмахсене чăннипех те тивĕçлĕ. Çак кунсенче вăл хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Апла пулсан ăна паллă юбилейпе саламласа ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунмалли кăна юлать.