АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Специалист кунĕ» Шăхальне çитрĕ

28 октября 2009 г.

«Специалист кунĕ» Шăхальне çитрĕ

Райадминистрацин «Специалист кунĕ» Шăхаль ял тăрăхне çитрĕ. Çакăн пек кун районта пĕрремĕш пулманни тÿрех палăрчĕ, мĕншĕн тесен специалистсем яла çитнĕ çĕре кунти çынсем чылайăшĕ ял тăрăхĕн администраци умне пуçтарăнса тăнă. Район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялтан ватăрах çынсен ытлах тухса та çÿрес килмест пулĕ, çавăнпа та ыйтăвĕсем те, ытти ял тăрăхĕсенчисемпе танлаштарсан, нумайрах та тĕрлĕ енлĕ пулчĕç.

Специалистсене малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ А.Семенов ялти ĕç-хĕлпе тата ăçта мĕнлерех лару-тăру пулнипе паллаштарчĕ. Унтан районтан килнĕ специалистсем кашни хăйĕн ĕçĕнчи ыйтăвĕсене татса пама васкарĕç. Районти пенси фончĕн пай начальникне В.Капитонова ялти пенсионерсем утма та памарĕç темелле, тÿрех ыйтусем пама пуçларĕç. Çапла пулмасăр, юлашки вăхăтра пур çĕрте те пенси фондĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен калаçаççĕ-çке. Шăхальти пенсионерсем те çĕнĕлĕхсем çинчен пĕлесшĕн пулчĕç, Валерий Васильевич вара пур ыйтусем çине те туллин хуравсем пачĕ. Архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Г.Нарсова кунти специалистсем хут ĕçĕсене еплерех тытса пынипе интересленчĕ, кирлĕ сĕнÿсем пачĕ.

Çитес çул Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитет. Çак вăхăта Шăхальте миçе ветеран кĕтсе илĕ, ăна калама йывăр. Паянхи куна вара ку ял тăрăхĕнче вăрçă паттăрĕсем тăваттăн. Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ В.Иванов вĕсем патне килĕрен çÿрерĕ. Вĕсен сывлăхĕсемпе, пурăнмалли пурнăç условийĕсемпе интересленчĕ. Пурнăç тути-масине самаях курнă ватăсем хальхи вăхăта ырларĕç, хăйсене патшалăх енчен хисепленишĕн савăннине те пытармарĕç. «Пурнăçĕ лайăхланса çитрĕ, шел пулин те, пирĕн çулĕсем те ватлăх еннелле кайрĕç», - тет куççульне пытараймасăр Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ С.Алексеев. Çÿппи пичче халĕ арăмĕпе, Наçтаç аппапа пурăнать. Вĕсен 5 ача пулнă, шел пулин те, паянхи куна виççĕшĕ кăна пурăнаççĕ. Çамрăксем пурăнма яла юлас темен пулсан та ашшĕ-амăшне пулăшма тăтăшах килсе çÿреççĕ. Ватăсене тимлĕхсĕр пуçне урăх нимех те кирлĕ мар. Çавăн пекех Владислав Федорович И.Софронов тата И.Степановпа курса калаçрĕ.

Çĕнтерÿ кунĕнче мероприятисене еплерех ирттересси тата вăрçă участникĕсене хисеп тăвасси çинчен калаçрĕç ялти культура çурчĕн тата библиотекăн ĕçченĕсемпе райадминистрацин культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Ю.Максимов, районти культура çуртĕнчи методист Н.Борисова тата библиотека ĕçченĕ С.Иванова. Унсăр пуçне вĕсем кунти ĕçченсене методикăлла пулăшу пачĕç, ĕçре килсе тухакан ыйтусене татса пама тăрăшрĕç.

Райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси секретарьне Н.Борисована вара çул çитмен ачасен пурнăçĕ канăç памарĕ, мĕншĕн тесен ку ял тăрăхĕнче ют ачасене усрава илнĕ çемьесем те, çав хушăрах тăван ачисене тивĕçлĕ шайра воспитани парассинчен пăрăнса çÿрекенсем те пур. Чи малтанах пĕр ăнăçсăр çемьере пулма тÿр килчĕ. Юлашки виçĕ çул хушши ку çемье тахçан асламăшĕн пулнă пĕчĕк çуртĕнче пурăнать. Хăйсем пурăннă пысăк çуртра кăмаки ишĕлнĕ тет те, ăна купалама çамрăксен вăй-халĕ çитеймест пулас. Кунта ачасене уроксем тума та, выртса çывăрма та условисем япăххине кура Надежда Анатольевна кил хуçисен хăйсен çуртне хута ямалли пирки хытах асăрхаттарса хăварчĕ. Ытти çемьесене те çитсе куртăмăр, анчах та хăшĕсем алăкĕсене питĕрнĕ те, шаккасан та уçмарĕç, теприсем çăра çакса килĕсенчен тухса шăвăннă. Тăлăх е ашшĕ-амăшĕсем тивĕçлипе пăхман ачасене хăйсен хÿттисене илнĕ çемьесенче те пулма тÿр килчĕ. Кунта чăннипех те вĕсем шанчăклă çунатсем айĕнче. Килĕсенче таса та ăшă, ачасем валли уйрăм пÿлĕмсем пур. Пĕр ялтах икĕ тĕслĕх темелли кăна юлать кун пек чух.

Ялта пурăнакансене «Ялсен социаллă аталанăвĕ» программа еплерех пурнăçланса пыни, каялла тавăрса памалла мар субсиди тата ытти те интереслентерчĕ. Çак ыйтусем çине райадминистрацин строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн тĕп специалист- эксперчĕ А.Михайлов хуравларĕ.

Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Е.Николаева ялти шкулта пулчĕ, вĕрентекенсемпе тĕл пулса калаçрĕ, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравланă май кирлĕ канашсем пачĕ.

Специалист кунне райадминистрацин организациллĕ ĕçсен пай начальникĕ Н.Павлов ертсе пычĕ, тĕрлĕ çĕре çитсе курчĕ.

Шăхальсем специалистсем килсе кайнипе кăмăллă юлчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика