АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алендей çăлтăрĕ нихçан сÿнмесĕр çунтăр

24 октября 2009 г.

Октябрĕн 16-мĕшĕнче Вăрмар тăрăхĕ Чăваш халăх писателĕ Василий Степанович Алендей çуралнăранпа 90 çул çитнине паллă турĕ. Шкулсемпе культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприятисем ирттернисĕр пуçне тĕп уяв унăн тăван ялĕнче - Кĕтеснерте - иртрĕ. Уява пуçтарăннисем малтанах ял масарĕнче пулса Василий Степанович вил тăприйĕ умĕнче сăмах каларĕç, аса илÿ çăмхине сÿтрĕç, сăвăсем вуларĕç, чечек çыххисем хучĕç. Унтан ял варринче В.Алендей ячĕллĕ парк тума палăртнă вырăна йывăçсем лартрĕç. Ун хыççăн чыслава ялти шкулта тăсрĕç.

Сар хĕвел салатрĕ ахахне...

Тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ кăçалхи кĕркунне. Октябрь çурринче те ăшă та тÿлек çанталăк тăнине ас тăвакансем те пур пулĕ, анчах та эпир курманччĕ-ха. Кĕр хăйĕн пĕтĕм хитрелĕхне В.Алендей юбилейĕ валли упраса хăварнă тени чăнлăхпа пĕр килмĕччĕ паллах, анчах паллă çыравçă вил тăпри патне пуç тайса чечек çыххи хума утнă май темшĕн пуçра çак шухăшах хуçаланчĕ тата унăн сăввинчи йĕрке аса килчĕ: «Сар хĕвел салатрĕ ахахне...» Ун çутинче вара ура айĕнче чаштăртатакан çулçăсем, çаралнă йывăçсем çинче упранса юлнисем тĕрлĕ тĕспе ялкăшрĕç, чунра ырă-ырă туйăмсем çуратрĕç. Вĕсем çеç те мар. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче - вăхăчĕ çавăн пек килсе тухнăран-ши - районтан тухнă пĕртен-пĕр халăх писателĕ çинчен манма та пуçланăччĕ. Ас тăватпăр-ха, халĕ тавра пĕлÿ музейĕн директорĕ В.Цыфаркин йĕркеленипе пуçласа чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе шкул ачисем çыравçăн вил тăпри çине ушкăнпа кайсассăн хуçăк кăмăлпа таврăннине. Василий Степановича йышăннă çĕр лаптăкĕ çум курăкпа хупланнăччĕ, йĕри-тавра - хăрăк йывăç тураттисем... Халĕ вара пачах урăхла. Алендейсен тăванĕсен вил тăприсем пĕр ретре, пĕр карта ăшĕнче.

Çакăнта пуçланчĕ те ĕнтĕ пирĕн сумлă Чăваш халăх писателĕ Василий Степанович Алендей çуралнăранпа 90 çул çитнине чысласси. Писателĕн юбилейне паллă тума Чăваш Енри профессионал писательсен Союзĕн правленийĕн председателĕ С.Павлов, хамăр ентеш, паллă прозаик А.Казанов, Н.Захаров çыравçă, писателĕн тăван хĕрĕ Нина Васильевна, унăн мăшăрĕпе ачисем тата Василий Степанович мĕн пĕчĕкрен ÿстернĕ Антонина Ивановна килнĕ. Хамăр енчен райадминистрацин тĕп специалист-эксперчĕсем Ю.Максимов, В.Викторова, Н.Иванов поэт-композитор, тавра пĕлÿ музейĕн директорĕ В.Цыфаркин, культура ĕçченĕсем, районти шкулсенче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пулчĕç. Пухăннисем умĕнче чи малтанах Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Данилов сăмах илчĕ. В.Алендей ял халăхĕшĕн мĕнле пĕлтерĕшлĕ çын пулнине палăртса унăн ятне çамрăк ăрусемшĕн упраса хăварассишĕн мĕн-мĕн тунипе тумаллине палăртрĕ. Ытти тухса калаçакансем Василий Степанович тăван тавралăхăн чăн-чăн юрăçи пулнине палăртрĕç. Хуть те хăш произведение уçса пăхсан та унта куç умне тăван сăнсем тухса тăраççĕ. Кĕнекесенчи геройсен прототипĕсене ас тăвакансем чылай-ха ялта. Вĕсенчен пĕри - А.Иванов. Хăй те литература лаççинче тăрăшаканскер, ентешне халалланă сăвва вуласа пачĕ, ун хыççăн сăвăсен ярăмĕ пулчĕ.

- Эх, çамрăк вăхăт, эс çынсемшĕн - çут тухăç, чĕвĕлти чĕкеç, - тесе çырнăччĕ çыравçă хăйĕн малтанхи пĕр сăввинче çамрăксем çинчен. Чăнах та ĕçчен чĕвĕлти чĕкеçсенни евĕр пулчĕ вĕсен сасси. Вулакансем хушшинче «Хĕрлĕ ялав» хаçатра хăйсен хайлавĕсене пичетлекен Ю.Горшкова (Кавал), А.Леонтьева (Мăнçырма) тата ыттисем пулни Вăрмарсем классикăн ĕçне малалла тăсас шанăçа çуратрĕ.

... Кĕтеснере пырсассăн, чăн та, ан ÿркенĕр

Писателĕн тăван ялĕнче мĕнле ĕçчен çынсем пурăннине пурте пĕлеççĕ пулĕ. Ÿстеререх каласан, кунта туса илекен пахча çимĕçпе, çĕр улмипе çур Хусан тăранса пурăнать. Ĕçчен ентешĕсене яланах мухтанă хăйĕн произведенийĕсенче çыравçă. «Хирте вĕршĕнсем вĕçеççĕ», «Курăксене тайса çил вĕрет», «Вĕлле хурчĕ - ылтăн хурт»... Çак тата ытти хайлавсенче куç умне ĕçчен те ÿркенмен çынсен сăнарĕсем кăна мар, çут çанталăк илемĕ, çилпе тайăлакан курăк-йывăç тухать. Çÿлерех илнĕ йĕркесем те Алендейăн.

Пултаруллă ентеше асăнса парк лартасси пирки тахçанах шутланă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Данилов. Пĕр енчен çакна пурнăçлама маларах та май пулман мар-ха. Анчах паллă пулăмпа - юбилейпех çыхăнтарас тенĕ ăна Валериян Петрович. Тата пĕрремĕш йывăçсене те çыравçăн тăванĕсене ларттарас тенĕ. Октябрĕн 16-мĕшĕнче ĕмĕтленни вара пурнăçа кĕчĕ. Колхоз правленийĕ пулнă кивĕ çурта хирĕç вырнаçĕ писатель паркĕ. Çыравçăна чыслама килнисен йышлă ушкăнĕ ку вырăна пынă çĕре йывăçсем валли шăтăкĕсене те чавса хунăччĕ - тыт та ларт, темелле. Çук, ку кăтартуллă, ячĕшĕн тăвакан спектакль кăна пулмарĕ. Кашниех çамрăк хунавсене хăйĕн чунĕн пĕр пайне парас тенĕ пек тĕплĕн ĕçлерĕ. Василий Степановичăн тăванĕсем лартнă йывăçсене ятран çырса хурас шухăш та çуралчĕ ун чухне. Нина Васильевна тимлĕ пулни уйрăмах тĕлĕнтерчĕ, ашшĕнчен çепĕç чăваш чĕлхине кăна мар, унăн тăван тăрăхне юратасси те юнĕпе пĕрлех сăрхăнса кĕнĕн туйăнчĕ.

Чĕлхе тенĕрен, хулара ÿснĕ хĕрарăм чăвашла яка та пĕр «çÿплемесĕр» калаçни тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Вăл калаçнă чухне пирĕн, ялта ÿснисенчен хăшĕн-пĕрин, айккинче тăмалла пултăр. Çакăн сăлтавне Нина Васильевна каярах, шкулта тухса калаçнă чухне, уçса пачĕ. Шупашкарти Ярославль урамĕнче ÿснĕ хĕр пĕрчи хăйсен хваттерне яланах Кĕтеснер çыннисем пырса çÿрени çинчен каларĕ. Хăна çурчĕсенче чарăнман ун чухне ял халăхĕ - е вĕсем пулман та - ши - тăванĕсем патне туртăннă. Чăвашла калаçу, тăван юрă янăранă килте. Шкула кайма вăхăт çитсен те Василий Степанович çывăхри шкула мар - унта вырăсла çеç вĕрентнĕ - хула хĕрринче вырнаçнă 6-мĕш шкула янă.

Вĕренсе тухсан вăл учитель профессине алла илнĕ, халĕ пуçламăш классене вĕрентнĕ май, тăван чĕлхене вĕрентесси çине те нумай тимлет. Хăйĕн мăнукĕпе В.Алендей пултарулăхĕ çинчен доклад хатĕрлесе наукăпа практика конференцине хутшăннине, малти вырăна тухнине те каларĕ.

Ăна пурте пĕлнĕ, малашне те пĕлччĕр

Шкулти уяв Василий Степанович çинчен хатĕрленĕ электронлă презентаципе пуçланчĕ. Ăна ял библиотекин заведующийĕ С.Скворцова ирттерчĕ. Районти тавра пĕлÿ музейĕн ертÿçи В.Цыфаркин çыравçăн кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен тарăннăн та кăсăклăн каласа пачĕ. Хăйĕн «Вăрмар çыннисем-ÿнер ĕçченĕсем» кĕнекин çĕнĕ кăларăмне шкула парнелерĕ. Чăваш Енри профессионал писательсен Союзĕн правленийĕн председателĕ С.Павлов Алендей ĕçне малалла тăсакансене, Кĕтеснерти А.Иванова, А.Палайтиенене, Л.Ломоносована, районти музей директорне В.Цыфаркина грамотăсем парса чысларĕ, асăнмалăх шкула тата ял библиотекине хăйĕн кĕнекисене хăварчĕ. А.Казанов çыравçă та шкула кĕнеке парнерелĕ. Çыравçă хĕрĕ Нина Васильевна та уява пуш алăпа килмен. Вăл Стихван Шавли поэт Василий Степановича асăнмалăх ятран çырса панă кĕнеке шкул музейне пачĕ.

«Хĕрлĕ ялав» хаçат та парнесĕр юлмарĕ. Писателĕн кун-çулĕ район хаçачĕпе тачă çыхăннине литературăпа кăсăкланакансем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Редакцие çамрăклах çырса тăнă, Хĕрлĕ Çара кайиччен литсотрудник пулса тăрăшнă, вăрçăран йывăр сусăрланса таврăнсан редактор тилхепине туртнă. Шупашкара куçса кайсан та тăван хаçатпа çыхăну татăлман унăн. Хаçат редакторĕнче, радиоорганизатор пулса ĕçленĕ Г.Матвеевпа туслă çыхăнура пулнă вĕсем - çырусем çÿретнĕ, Вăрмара кĕрсен ун патне кĕрсе тухмасăр кайман. Ытларах мĕн кăсăклантарать-ха литература çыннине; Паллах, çĕнĕ кĕнеке. Çавăн чухне Н.Машовец авторăн литературăпа критика статйисен «Общность цели» кĕнекене курнă та писатель. Вăхăтлăх вулама илнĕ «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ» тесе çапнă штемпльлĕ кĕнеке редакцине çапла вара вăтăр çултан таврăнчĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ 2009 çулхи В.Алендей ячĕллĕ литература конкурсне пĕтĕмлетрĕ. Вăл юбилей çулĕ иртнĕ май В.Алендей премийĕн лауреачĕсене виçĕ номинаципе чысларĕç. Лауреат ятне Л.Чернова (проза, Вăрмар поселокĕ), А.Иванов (поэзи, Кĕтеснер), В.Цыфаркин (публицистика, Чупай) тивĕçрĕç. Кăçал шкулта вĕренекенсем хушшинче те писатель юбилейне халалласа литература конкурсĕ ирттернĕ. Çĕнтерÿçĕсене те çак кунах чысларĕç. Шкул директорĕ М.Краснова пултаруллă ачасене грамотăсем, укçан преми парса хавхалантарчĕ.

А.Палайтиене çыравçăн çывăх тусĕн П.Мефодьевăн йăмăкĕ. Вăл çывăх юлташсем хушшинчи хутшăнусем çинчен аса илни куракансемшĕн питĕ кăсăклă пулчĕ. Хальччен вулакансем пĕлмен самантсем çинчен Нина Васильевна каласа пани те чуна тыткăнларĕ.

- Вун пилĕк минутлăх уçăлма тухсан та каялла эпир ик-виçĕ сехетсĕр çаврăнса çитейместĕмĕрччĕ, - аса илчĕ вăл. - Аттене Шупашкарта кашниех паллатчĕ. Кун пек чухне сăмах хушмасăр иртсе каймастăн. Сăмах çумне сăмах - калаçу та пуçланса каять, хăш-пĕр произведенисенчи пулас сăнарсем çакăн пек тупăнатчĕç.

Чăн та, Алендее хăй вăхăтĕнче пурте пĕлнĕ, халĕ вара аплах калаймăн. Унăн произведенийĕсене шкул программине кĕртменни те çакăн патне илсе пырать. Кун çинчен В.Цыфаркин та, ыттисем те пăшăрханса калаçрĕç. С.Павлов умĕнче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ май Василий Степановичăн вăрçă çинчен çырнă хайлавсен пуххине кăларас ыйтăва та çĕклерĕç. Сергей Лукиянович çакăн пирки тĕплĕн шухăшласа хурав пама пулчĕ.

- Паян Кĕтеснер ялĕнче В.Алендей ячĕллĕ парка пĕрремĕш йывăçсем лартрăмăр, урам ячĕ ялта та, Вăрмар поселокĕнче те пур. Тĕп хулара, Шупашкарта, Чăваш халăх писателĕ ячĕпе урам ятне пама çук-ши;

Çак ыйтăва та çĕклерĕç пухăннисем. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ кун пирки депутатсем патне çырупа тухма шантарчĕ.

Анлăн иртрĕ уяв каçĕ. Кĕтеснерти шкул ачисемпе вĕрентекенсем хатĕрленĕ литературăпа музыка композицийĕ те курма килнĕ хăнасен чĕринче тарăн йĕр хăварчĕ.

Савăнăçлă мероприяти районти «Парне» фольклор ушкăнĕ (ертÿçи Л.Волостнова, аккомпаниаторĕ Г.Матвеева) куракансене çав тери илемлĕ те янăравлă юрăсем юрласа саламланипе вĕçленчĕ.

Иртнĕ мероприятин пĕтĕмлетĕвне вара çавра сĕтел хушшинче, шкул столовăйĕнче ирттерчĕç. Уява йĕркелекенсене - Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Данилова тата шкул директорне М.Краснована - пурте чĕререн тав турĕç. Уяв сĕтелне хатĕрлеме пулăшнă спонсорсене те (М.Иванова, Ю.Николаева, Ю.Федорова) ырă сăмахсем каларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика