АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăçу «ыйхинчен» вăратĕ

24 октября 2009 г.

Хамăр хаçатăн 104-мĕш номерĕнче («Хĕрлĕ ялав», октябрĕн 10-мĕшĕ) «исполнительский сбор» текен тÿлеве улшăнусем кĕртни çинчен çырнăччĕ. Çакăн пирки тĕплĕнрех Чăваш Ен тĕп суд приставĕн çумĕ Н.Вассиярова республика çыннисемпе ирттернĕ «хĕрÿ лини» вăхăтĕнче ăнлантарса панă.

Тĕнчери финанс кризисĕ пирĕн çĕршыври производствăна та кăткăс лару-тăрăва кĕртсе ÿкерчĕ. Патшалăха налук тÿлесси палăрмаллах чакрĕ. Çак сăлтава пулах правительствăн федерацин суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли производстви çинчен калакан саккунне улшăнусем кĕртме тивнĕ. Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев ăна кăçалхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче алă пуснă, вăл октябрĕн 10-мĕшĕнчен пурнăçа кĕме тытăннă.

- Малашне федераци саккунне кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн «исполнительский сбор» текен тÿлевĕн чи пĕчĕк виçине пайăррăн палăртрĕç, граждансенчен илекенни - 500, парăмлă организацисенчен 5000 тенкĕ пулĕ, - тенĕ Чăваш Ен тĕп суд приставĕн çумĕ Наталия Вассиярова республика çыннисемпе ирттернĕ «хĕрÿ лини» вăхăтĕнче.

Вăл ыйтусене туллин хуравланă, тĕслĕхсемпе тĕплĕн ăнлантарса панă. Çав тÿлев - парăмлă çынсем е организацисем суд йышăнăвне пурнăçласа парăма палăртнă вăхăтра тÿлесе татманшăн вĕсенчен шыраса илекен укçа.

Наталия Борисовна каланă тăрăх, федерацин çĕнĕ саккунĕ парăмлă граждансен е организацисен яваплăхне ÿстерĕ. «Эй, 100 тенкĕ штрафа каярах та тÿлĕп-ха» текенсен йышĕ малашне чакасса шанать вăл. Мĕншĕн тесен палăртнă вăхăтра парăмпа татăлмасан, 5 кун иртсен, айăплин тепĕр - 500, организацин 5000 тенкĕ тÿлеме тивĕ.

Раççей Суд приставĕсен службине штраф шыраса илмелли йышăнусем ярса парасси çулсеренех ÿсет. Сăмахран, вĕсен шучĕ 2007 çулта 34785576 «исполнительский документ» пулнă тăк, пĕлтĕр - 35938478. Çак йышра пĕчĕк виçеллĕ штрафли нумай. Тĕслĕхрен, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн чылай чухне 100 тенкĕрен иртмеççĕ. Эппин, çĕнĕ саккун ку ĕçре чăннипех те витĕм кÿрĕ.

Кунта, паллах, çакна та палăртса хăвармалла: тÿлев виçи унччен шыраса илнĕ парăмăн 7 проценчĕпе танлашнă. Сăмахран, 100 тенкĕ штрафа шыраса илнĕ чухне 7 тенкĕ хушса тÿлеттернĕ, халĕ - 500. Эппин, вăл манăçу «ыйхинчен» вăхăтра вăранма пулăшĕ.

Наталия Борисовна çакна та палăртнă. «Исполнительский сбор» тÿлевĕн хуçи ĕçлемест, унăн пурлăхĕ те çук пулсан приставсен службин суд производствине ирĕксĕрех чарса лартма тивет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика