АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивçен тавăрнипе саплашать

24 октября 2009 г.

Хутса ăшăтмалли сезон пуçланчĕ. Эпир ăна ытти республикăри районсенчен, тĕп хуларан маларах тесен те йăнăш пулмасть, пуçăнтăмăр. Районти предприятисемпе организацисем, хваттер хуçисем патне ăшă кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнче çитрĕ. Ăна вăхăтра парас тесе пирĕн ĕçченсен чылай вăй хума тиврĕ. «Чувашрегионгаз» тулли мар яваплă общество умĕнче çут çанталăк газĕшĕн парăмсене татас тĕллевпе эпир 750 пин тенкĕ кредит илтĕмĕр. 2009-2010 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен çут çанталăк ырлăхĕшĕн парăмсене татрăмăр. Унсăр пуçне котельнăйсенче юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Вăхăчĕ иртнĕ май котельнăйсенчи оборудованисем те кивелсе пыраççĕ. Çавна май чылай котельнăйĕнче вĕсене çĕнĕрен улăштарнă. Унпа пĕрлех ăшă паракан пăрăхсене çĕнетессипе те вăй хунă. Çак ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ чылай пĕтнĕ. «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятин пурнăçламалли ĕçсем татах та чылай. Вĕсем валли укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Паянхи куна илес пулсан, чи çивĕч ыйтусенчен пĕри - хваттер хуçисем коммуналлă пулăшушăн укçа-тенкĕ вăхăтра тÿлеменни. Ку парăм кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2 миллион та 26 пин тенке çитнĕ. Çакă пирĕн ĕçре пысăк чăрмав кÿрет. Кашни уйăхра çут çанталăк газĕшĕн вăтамран 2 миллион тенкĕ ытла тÿлемелле. Хальхи вăхăтра коммуналлă пулăшушăн укçа-тенкĕ 700 пин тенке яхăн кăна пухăнать.

Вырăнти халăхран вара вăтамран 1 миллион тенкĕ ытла пуçтармалла. Енчен те коммуналлă пулăшушăн вăхăтра тÿлемесен малашне хваттерсене ăшă нормăпа палăртнă таран çитесси пирки шутлама йывăр. «Чувашрегионгаз» тулли мар яваплă общество ăшăпа тивĕçтерессине чакарма пултарать.

Хальхи вăхăтра коммуналлă пулăшушăн тÿлемен граждансем пирки 421 ĕç район судне тăратнă. Ку ĕç малалла пырать. Коммуналлă пулăшушăн тÿлемен граждансен йывăрлăха кĕрсе ÿкес мар тесен парăмсене вăхăтра тÿлемелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика