24 октября 2009 г.
Çак сăмахсене ахальтен каламан ĕнтĕ ĕлĕкхи ăслă ватăсем. Акă халĕ, уй-хирти ĕçсем вĕçленсе пычĕç. Тĕш тырă пухса кĕртмелли тата ытти ял хуçалăх техникипе усă курмалли вăхăт иртрĕ темелле, çавăнпа та вĕсене хĕл каçма упрама лартмалла. Пирĕн районта вара ку ĕç республикăри ытти районсемпе танлаштарсан лайăхрах пулса пырать. Çавăнпа та пулĕ иртнĕ кунсенче пирĕн районта «Ял хуçалăх техникине хĕл каçма упрама лартасси» темăпа республикăри семинар-канашлу пулчĕ.
Унта район пуçлăхĕ В.Кириллов, ял хуçалăх министрĕн заместителĕ С.Павлов, республикăри районсен администрацийĕсен представителĕсем, çавăн пекех ял хуçалăх пайĕсемпе управленийĕсен начальникĕсемпе тĕп инженерĕсем, хуçалăхсен руководителĕсем, вĕсене пăхса тăракан организацисен представителĕсем, агропромышленность комплексĕн работникĕсен профсоюз рескомĕн представителĕсем, Чăваш Енри Гостехнадзор инспекторĕсем хутшăнчĕç.
Малтанах вĕсем «Арабоси» агрофирмăн ял хуçалăх техники упранакан территоринче пулчĕç. Вăл малтанхи агроснабра вырнаçнă. Халиччен унта кайса курнă çын пулсан ял хуçалăх техникине еплерех вырăнта упрама лартнине тÿрех ăнланса илет.
Кунти техника пурте тенĕ пекех хальхи вăхăтри - энергипе ресурс перекетлекенни. Вĕсен ĕçри тухăçлăхĕпе хăвачĕсем çинчен ăнлантарчĕ те ĕнтĕ ку хуçалăхăн генеральнăй директорĕ Г.Тимофеев. Кунта пурлăх мухтанмалăх та, савăнмалăх та пур тесен пĕрре те йăнăш пулмасть. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе тата 2006-2009 çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли Патшалăх программипе килĕшÿллĕн ĕçлесе пыраççĕ ку хуçалăхра. Çăмăллăхлă кредитсемпе тата ытти мелсемпе техника туянма май пуррипе пуринпе те туллин усă курса, пурнăçпа тан пыраççĕ. Акă, тĕслĕхрен, 2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарас, продукци, чĕр таварпа апат-çимĕç рынокне йĕркелесе тăрас тĕллевпе йышăннă ятарлă программа та вăйра кунта. Ăна пурнăçлама инвесторсене те явăçтарнă. Çавăнпа та ĕçĕсем кал-кал пулса пыраççĕ. Çĕр çинче акса-лартса, вырса илмелли ял хуçалăх техникин пур комплекчĕ те çителĕклĕ. Тĕслĕхрен, «Рубин супер» дисклакан агрегатсем, тĕш тырă пухса кĕртмелли «CASE» маркăллă комбайнсем, энерги перекетлекен тракторсем, МТЗ -1221 трактор, пĕр вăхăтрах минераллă удобренисене сапалакан, акакан «AMASONE» маркăллă сеялкăсем, «CLAAS», « JAGUAP» тракторсем тата ыттисем те. Кĕскен каласан, паллаштармаллисем, курмаллисем питех те нумай пулчĕç ку хуçалăхра. Энерги тата ресурс перекетлекен çĕнĕ йышши ял хуçалăх техники 23 единица.
Арапуçсем патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма пĕлни куç умĕнче. Хăйсен вăйĕпе илнĕ техника та сахалах мар вĕсен. Малтанхисенчен чылайăшне сутлăха та тăратнă, кама кирлĕ суйласа илме пултараççĕ. «Арабоси» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Г.Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра 105 çын вăй хурать. 5512 гектар çĕр çинче акса-лартса туса илеççĕ, çав шутран 2874 гектар çинче кĕрхи культурăсем. Ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 8 пине яхăн. Агрофирма чылайранпа усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те районта чи лайăх ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри. Çапла вара А.Курочкин инвестор пĕлтернĕ тăрăх, Арапуçсен малашлăхĕ çав тери пысăк темелле: ял хуçалăх техники упранакан территоринче вун-вун пин тонна тырă йышăнакан элеватора та кĕске вăхăт хушшинче хăпартса лартасшăн, районта сухаланмасăр выртакан çĕрсене те пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн, хуçалăхра вăрлăхлăх тырă хатĕрлессипе те тепĕр хут ĕçлеме пуçласшăн. Ан тив, халичченхи пекех малашне те районти тата ытти çĕрти хуçалăхсем ирĕккĕнех туянма пултарччăр тесе пĕлтерчĕ семинара хутшăннисене Александр Борисович Арапуç халăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулса. Çавăн пекех вăл районти яваплă çынсене те хăйсемпе тараватлă пулнишĕн тав турĕ. Семинара хутшăннисем чылайччен курса çÿренĕ хыççăн райадминистрацин ларусен залне пухăнса мĕн курни-илтнине тепĕр хут сÿтсе яврĕç. Кунта кашнин хăйĕн шухăш-кăмăлĕ пулчĕ. Хальхи кризис вăхăтĕнче çакăн чухлĕ çĕнĕ техника туянма пултарни пурне те тĕлĕнтерчĕ.
Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ С.Павлов семинар-канашлăва ертсе пычĕ. Вăл республикăра ял хуçалăх отраслĕнчи лару-тăрупа паллаштарнипе пĕрлех ял хуçалăх техникине кăçал хĕле упрама лартасси çинчен тата ял хуçалăх министерстви муниципаллă районсен администрацийĕсемпе ял хуçалăх техникине çĕнетсе пырас енĕпе тунă килĕшÿсем мĕнле пурнăçланса пыни çинчен те каларĕ. Унтан район пуçлăхне В.Кириллова сăмах пачĕ. Районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕ çинчен кăштах чарăнса тăнă май Вячеслав Николаевич çакăн пек семинар-канашлу пирĕн районта иртнишĕн кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ.
Ял хуçалăх производствине аталантарас çул-йĕрсем тата ял хуçалăх техникине çĕнетсе пырас тĕллевсем çинчен Чăваш Республикинчи «Агро-Инноваци» КУП директорĕ Н.Васильев, «Чувашагрокомплект» акционерлă уçă обществăн генеральнăй директорĕ Г.Александров, «АгроСнаб» хупă акционерлă обществăн регионти директорĕ С.Лаврушкин, «Агротехкомплект» тулли мар яваплă обществăн директорĕ В.Гаврилов тата ыттисем те тухса калаçрĕç, хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.
Пурин те пĕр тĕллев - ял хуçалăх отрасльне аталантарасси. Семинара пĕтĕмлетсе район пуçлăхĕ В.Кириллов сăмах каларĕ.