АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăхлă кредит - çĕр çыннин сăпки

24 октября 2009 г.

Чăваш Енре агропромышленноçа аталантарассипе пур енлĕн те тăрăшаççĕ, çав шутра пирĕн районта та. Ялта пурăнакан тата хушма хуçалăх тытакан çынсем çăмăллăхлă кредитсем илсе туллин усă курма тытăнчĕç. Ку пысăк укçа-тенкĕ, çакă халăхăн сÿрĕкленме тытăннă кăмăл-туйăмне самаях сирсе ярса çанна тавăрса ĕçлеме хистет, ял çыннисене хăйсен вăйне шанма пулăшать. Çăмăллăхлă кредит илес текенсем кунсерен нумайлансах пыраççĕ, апла пулсан вĕсен ку енĕпе ыйтăвĕсем те, йывăрлăхĕсем те сахалах мар килсе тухаççĕ. Кредит илес текенĕн чи кирлĕ докуменчĕ вăл - хула тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсенчи ял хуçалăх кĕнекинчен илнĕ хут. Çак документ тăрăх патшалăх пулăшăвне палăртаççĕ те ĕнтĕ, мĕншĕн тесен субсидин 95 процентне федераллă бюджетран, 5 процентне республика бюджетĕнчен параççĕ. Патшалăх паракан çак çăмăллăхпа уйрăм кил хуçалăхĕ тытакансем кăна илме пултарччăр тесе тăрăшни питех те вырăнлă. Çавăнпа та вĕсен чи малтанах хуçалăх кĕнекинчен хут илнĕ чухне уйрăм кил хуçалăхĕ тытса пыма çĕр участокĕ пурри çинчен çирĕплетекен свидетельствăна е патшалăх актне тăратмалла. 2003 çулта кăларнă Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн уйрăм хушма хуçалăхсем кредит илнĕ чухне кил-çурт çумĕнчи участока тата уйра уйăрса панине кĕртмелле. Кил-çурт çумĕнчи участока çурт-йĕр çавăрма тата вите, сарай хăпартма усă кураççĕ, уйра уйăрса панă çĕр çинче ял хуçалăх продукчĕсем туса илессипе кăна усă курма юрать. Уйрăм хушма хуçалăх валли уйăрса панă çĕрĕн чи пĕчĕк виçи районĕпе илсен 0,06 гектар, чи пысăкки 1 гектар шутланать. Пĕр гектартан пысăкраххине патшалăх регистрацийĕ витĕр кăлармалла е хресчен(фермер) тата уйрăм предприниматель пек çирĕплетсе регистрацилемелле.

Çапла вара çăмăллăхлă кредит илме тесе хутсем пуçтарнă чухне хула тата ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсен çав тери тимлĕ пулмалла, суя документсем тăратассинчен асăрханмалла. Унсăрăн кредитне илнĕ хыççăн тĕрлĕрен пăтăрмахсем сиксе тухма пултараççĕ. Ку вара икĕ енĕшĕн те ырă пулăм мар. Çăмăллăхлă кредит чăннипех те çĕр çыннишĕн сăпка пекех пултăр, пулăшу кÿтĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика