24 октября 2009 г.
Автотранспортра вăй хуракансемшĕн кăçал паллă çул. Чăваш автотранспортне йĕркеленĕренпе 80, пирĕн районти автотранспорт предприятине уçнăранпа 70 çул çитрĕ. 78 çынран тăракан Вăрмарти автотранспорт предприятийĕн коллективĕ йывăрлăхсене пăхмасăрах хăйĕн профессиллĕ уявне ĕçри кăтартусене лайăхлатнипе кĕтсе илме тăрăшрĕ. Коллективри водительсем пассажирсене хуласем хушшинчи 6 маршрутпа, район территорийĕнче 18 маршрутпа турттараççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра 672,9 пин пассажир турттарнă. 14052,2 пин тенкĕлĕх тупăш илнĕ. Çак тапхăрта автобуссем пĕтĕмпе 1076 пин километр чупнă е плана 111,6 процент пурнăçланă.
Кăçалхи çул пирĕн коллектившăн çакăнпа та асра юлĕ: Чăваш Республикин кунĕ Вăрмар районĕнче пулнă май, уяв ячĕпе пире 5 автобус пачĕç. Кăçал тата 3 автобус илме шанчăк пур. Паянхи куна предприятире 21 автобус пур пулсан, автобуссен паркĕ татах та пуянланĕ.
Ĕç ăнăçлăхне кадрсем татса параççĕ. Ĕçпе чапа тухнисем пирĕн хушăра сахал мар. Б.Самсонов, Г.Гурьев, В.Николаев, М.Сорокин, Н.Иванов, Ф.Якимов водительсем, В.Михайлов слесарь тата ыттисем ĕçре ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Хăйсене шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыракан коллектив членĕсене уявра тивĕçлипе чыслăпăр, вĕсене малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатпăр.