АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Донор кунĕ

21 октября 2009 г.

Кашни кунах пирĕн республикăри больницăсенче çынсене сыватма 45 литр таран юн кирлĕ, çакăн чухлĕ юна 110 донор пама пултарать. Чирлисене сыватма юн кашнинчех кирлĕ, анчах та тĕрлĕ сăлтавсене пула юлашки çулсенче вăл тата та ытларах кирли уççăнах палăрать. Унпа чылай чухне çын амансан, пиçсе кайсан, хĕрарăм ача çуратнă чухне усă кураççĕ. Паянхи куна илес пулсан пирĕн Чăваш Енре 1 пин çынна вăтамран 18 донор тивĕçет. Çакă 1,8 процентпа танлашать.

Акă нумаях пулмасть пирĕн районта Донор кунĕ иртрĕ. Çак кун пурĕ 85 çын юн пачĕ. Ăна республикăри юн илекен станцийĕн Канашри филиалĕ пурнăçларĕ. Çын хăйĕн юнне 18 çул тултарсан пама пултарать. Унăн хăйĕнпе пĕрле паспорт пулмалла. Çавăн пекех унăн юн чирĕсем пулмалла мар. Ĕçлекен çыннăн юн панă кун ĕç вăхăчĕ шутланать. Унсăр пуçне тепĕр канмалли хушма кун параççĕ. Юн панă хыççăн апатланма 100 тенкĕ укçа тÿлеççĕ.

Палăртма кăмăллă: пирĕн районта СССР тата Раççейĕн хисеплĕ донорĕ ята 43 çын тивĕçнĕ. Чи нумай юн панисем Чупайĕнче пурăнакан В.Альбатрос тата Вăрмар поселокĕнчи З.Хованская. Çавăн пекех районти тĕп больницăра, ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене вăй хуракансем, «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерлă хупă обществăра тăрăшакансем ку енĕпе питĕ активлă.

Сывлăхран хакли нимĕн те çук. Чирлĕ çынна юн парса пулăшни сăваплă та пархатарлă ĕç. Ăна май пур таран пурнăçласа пымалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика