16 октября 2009 г.
Тракторсем хирте ĕçлеççĕ,
Тарăн касăсем чĕреççĕ,
Тăрисем çÿлте вĕçеççĕ,
Чаплă-çке апрель.
Ку «Апрель» сăввăн йĕркисем. Çак сăвва кĕçĕн классенче вĕренекен кашни чăваш ачи пăхмасăр калама вĕреннĕ, Алендей поэт çинчен пуçласа илтсе пĕлнĕ.
Вăл çырнă 20 ытла кĕнекери сăвăсене, калавсемпе повеçсене чăваш халăхĕ яланах юратса вуланă, малалла та çаплах пулĕ.
Пирĕн çемьешĕн Алендей ячĕ уйрăмах пысăк вырăнта. Аттепе, Герман Матвеевич Матвеевпа, вĕсем паллашнă малтанхи кунсенчен пуçласа тăвансем пек çывăх пулса, туслă çыхăну тытса пурăнса ирттернĕ.
Пĕрремĕш хут вĕсем районти хаçат ĕçялкорĕсен канашлăвĕнче, 1947 çулхи июль уйăхĕнче, тĕл пулнă. В.Алендей хаçат редакторĕ хăйĕн сăмахĕнче Тикашри «Большевик» колхозри Матвеев хаçатра активлă çырни çинчен каланă. Кайран вĕсем алă тытса паллашнă, калаçу вăраха тăсăлнă. «Акă мĕн, - тенĕ В.Алендей Матвеева 1948 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнчи тĕл пулура, - редакцире ĕçлеме ответлă секретарь кирлĕ. Ку ыйтупа ВКП (б) райкомĕн I секретарĕпе В .Шиверовпа калаçрăм. Вăл сана райкомăн кадрсем ĕнĕпе ĕçлекен секретарĕ Шувалов юлташ патне пыма сĕнчĕ: «Эсĕ пулатăн-и-ха хаçатра «Г.Матвеев» тесе алă пусса заметкăсем кăлараканни; - тесе кĕтсе илчĕ мана райком секретарĕ Михаил Моисеевич Шувалов. - Ну, редакцинче ĕçлеме килĕшетĕн пулĕ; Алендей сан çинчен лайăх характеристика пачĕ». Эпĕ вĕçĕ хĕррисĕр хĕпĕртерĕм. Мĕнле савăнмăн-ха. Малашне эпĕ Алендейăн çывăх пулăшаканĕ пулатăп-çке-ха» - çырать Г.Матвеев.
Вăл вăхăтра редакци çурчĕ те пулман. Çавăнпа та вĕсем кивĕ типографин пĕчĕк çуртĕнче ĕçлесе пурăннă. Хаçат наборлакан çĕртех, унти сĕтелсем çинче выртса çывăрнă.
Ĕç кунĕ пуçлансан çуран е лашапа районти ялсене кайса çÿренĕ, «Хĕрлĕ ялав» хаçат валли материалсем хатĕрленĕ, çынсен пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă. Ун чухне вĕсем иккĕшĕ те çамрăк пулнă-ха. Апла пулин те 28-ти В.Алендей çĕршывăн аслă вăрçинче пулса, хаяр тăшманпа çапăçса, киле йывăр аманса таврăннă. Г.Матвеев, 16-рах çар комиссариачĕ йышăнăвĕпе Инçет Хĕвелтухăçне тухса кайса Артем шахтинче 6 çул ĕçленĕскер, 22 çула çитнĕ. Пурнăç тути-масине, хурапа-шурра ирех курса ăнланнă икĕ çын кĕске вăхăтрах çывăх юлташсем пулса тăнă.
1949 çулхи августăн 11-мĕшĕнче хăйĕн дневникĕнче Г.Матвеев çапла çырать. «Хĕвеллĕ август ирĕ. Шурă пĕлĕтсем çăмăллăн та тÿлеккĕн, пĕр васкамасăр, çурçĕртен кăнтăралла шăваççĕ. Çу иртет. Ял хуçалăх пайĕн картишĕнче ларакан ватă топольсем тĕл-тĕл саралма пуçларĕç. Пирĕн картишĕнче те текех тĕрлĕ чечексем курăнмаççĕ. Паян В.Алендее Шупашкартан васкавлăн Горькие кайма хушрĕç. Вăл товарнăй поездпа Канаша кайрĕ. Унтан Горькие çÿрекен поезд çине ĕлкĕрме пулчĕ». 1949 çулхи августăн 18-мĕшĕнче вĕсем юлашки хут пĕрле хаçат кăларнă - В.Алендей Горькири парти шкулне вĕренме кĕнĕ. Редакципе типографи ĕçĕсене Матвеева парса хăварнă. Анчах та вĕсен хушшинчи çыхăну кирек ăçта пулсан та, нихăçан та татăлман. Алендей вĕреннĕ çĕртен килсех тăнă, хăйĕн çĕнĕрен çырнă сăввисемпе паллаштарнă.
«1951 çулхи майăн 5-мĕшĕ, - вулатпăр Г.Матвеев дневникне - Хаклă юлташăм Алендей килчĕ. Çак çын маншăн тăван пек, пичче пек хаклă. Манăн пурнăç çулне уçса параканĕ вăл. Унăн сăнарне манмастăп, хаваслă калаçăвне, тĕреклĕ пÿ-сине, кăмăллă пит-куçне асра тытатăп».
«1957 çулхи мартăн 11-мĕшĕ. Ĕçялкорсен республикăри I съезчĕ. Съезд ирхине 11 сехетре политвĕренÿ çуртĕнче уçăлнă. Съезда кÿршĕри республикăсен, облаçсен 8 делегацийĕ килнĕ. Съездра обком секретарĕ В.Я.Яковлев доклад туса панă.
Мартăн 12-мĕшĕнче съезд хăйĕн ĕçне вĕçленĕ. Каçхине писательсемпе тĕл пулнă. Василий Алендейсене кайса курнă».
Ĕçялкорсен республикăри II съездне (1959 ç. апрелĕн 10мĕшĕ) кайсан та Матвеев хăйĕн тусне курмасăр таврăнман. Вăл вăхăтра Алендей «Тăван Атăлра», Матвеев - Тăвайĕнче «Ленинец» хаçат редакторĕнче ĕçленĕ.
Çапла çул хыççăн çул иртнĕ. 1971 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче, районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат юбилейĕ ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă пухура, ытти нумай хăнасем хушшинче В.Алендей та пулнă, сăмах тухса каланă, хăй редакцире ĕçленĕ вăхăтсене аса илнĕ. «Пуху хыççăн эпир Алендейпе манăн хваттере Жданов урамне кайрăмăр, - çырать Г.Матвеев. - Ирхине эпĕ передачăна васкарăм (вăл районти радиовещани редакторĕ пулнă). Унтан эпир Алендейпа столовăйне кайса апатлантăмăр та хваттере каялла таврăнса калаçса лартăмăр.
Кăнтăрлахи автобуспа хаклă Алендее ăсатса, лартса ятăм».
1979 çулхи октябрь уйăхĕнче В.Алендей çуралнăранпа 60 çул çитнĕ ятпа ирттерекен уява чĕнсе янă йыхрав хучĕ килсе çитнĕ. Нихçан асран тухми Алендейăн юбилейĕ мĕнле иртсе кайни çинчен Г.Матвеев тĕплĕн çырса кăтартнă. Дневниксенче Г.Матвеев хăйĕн аслă юлташĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен нумай çырнă. Кунта кĕскен кăна çыртăмăр.
Çавăн пекех пирĕн килте В.Алендей çырнă хăш-пĕр ал çырăвĕсем те паянхи кунчченех упранаççĕ. Акă вăл 62 çул каялла, 1947 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче, çырнă ĕçлĕ çыру.
Алендей çырнă йĕркесене хумханмасăр вулама та çук. «Тĕнчери чи çывăх тăванăм, чи ырă юлташăм», - тесе çырать вăл Матвеев патне çĕнĕ, 1980 çулпа саламласа. Мĕнле пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмахсем. Паллах, кун пек сăмахсене ахальтен кăна çырмаççĕ.
Е тата: «Май уявĕ ячĕпе телей, ырлăх-сывлăх сунатăп. Санпа мачча çинче çывăрса пурăннине епле-ха манăн. Санпа яланах кăмăл çĕкленĕвĕ, пурнăç хаваслăхĕ, ăшă кулă, савăнăçлă шÿт, оптимизм, урăхла каласан, чăн-чăн пурнăç». Шел пулин те, ку Алендей хăйĕн тусĕ патне янă юлашки çыру. Г.Матвеев пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Кунта эпир Василий Алендей талантлă писатель кăна мар, çавăн пекех вăл лайăх тус, шанчăклă юлташ пулни çинчен кăшт та пулин çырса кăтартма тăрăшрăмăр. Василий Степанович Алендей сăпайлă, çынна хаклама, хисеплеме, яланах пулăшма хатĕр çын пулнă, ытларах вăл хăйшĕн мар, халăх телейĕшĕн тăрăшнă, çĕршыв умĕнче тивĕçе чи малти вырăна хунă, татах та лайăхрах, илемлĕрех малашлăх пуласси çинчен ĕмĕтленнĕ, шаннă, ĕненнĕ, çавăншăн пĕтĕм вăйне парса кĕрешнĕ.