АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Писатель лабораторийĕ

16 октября 2009 г.

Лаборатори тесен шкул пурнăçĕ аса килет. Хими е физика предмечĕсен лабораторисем пур, унта тĕрлĕрен тĕпчевсемпе экспериментсем ирттерме пулать: мĕн вĕрентнине çирĕплететĕн е хăш-пĕр çĕннине пĕлетĕн. Писатель ĕçĕ-хĕлĕнче лаборатори пур-ши; Пур çав. Кашни çыравçă пĕр пек ĕçлемест, кашнин пултару майĕсемпе мелĕсем расна. Паянхи писателе вăтăр-хĕрĕх е ытларах çул каярахрипе танлаштараймăн. Ĕç хатĕрĕ тесен те халĕ çыраканăн аллинче ручка кăна мар вĕт, пичет машинкипе çапса тертленсе те лармасть, тÿрех компьютер умне вырнаçать.

Çирĕммĕш ĕмĕр варринче çыравçă лавне туртма пуçланă Василий Алендей ăрăвĕн утса тухнă çулĕ пĕртте çăмăл пулмарĕ. Çав çулсем пурнăç шкулĕ пулса тăчĕç. Йывăр аманса сусăрланса юлсан та Василий Алендей, вăрçăчченех çырса курнăскер, аллине перо çирĕппĕн тытрĕ, сăвă хыççăн сăвă шăрçаларĕ. Халăх ăмăр вăрçă çулĕсенче тÿссе ирттернĕ йывăрлăхсем пирки каласа кăтартрĕ. Каярахпа çĕршывăмăр мирлĕ рельс çине куçса аталану çулĕ çине тăрсан очерксем, калавсемпе повеçсем, романсем çырчĕ. Тĕрлĕ ĕç-пулăм пирки çынсем çинчен пÿрнерен ĕмсе кăлармасăр вулакан ăнланмалла та асра юлмалла çырса кăтартнă.

Мана 1983 çулта чăваш писателĕсен Кăкшăмри пансионатĕнче пулма тиврĕ. Çамрăк литераторсем икĕ эрнелĕх семинарне йĕркеленĕччĕ унта, ятлă-сумлă писательсем очерк-калав, сăвă-поэма çыракан çамрăксемпе калаçусем, тишкерÿсем ирттеретчĕç. Василий Степанович эпĕ çырнă очерксемпе тĕрленчĕксене пăхса тухрĕ, вĕсене хак парса пичете сĕнчĕ. Чăнах та, вĕсенчен хĕшĕ-пĕри кайран журналсенче пичетленсе тухрĕ. Хальхи вăхăтри паллă çыравçăсем В.Алендее ырă сăмахпа аса илеççĕ, пирĕн вĕрентекенĕмĕр тесе калаççĕ.

«Пĕр-пĕр героя сăнласа панă чухне эпĕ ялан тенĕ пекех хам пĕлекен çынсенчен кама та пулин асра тытатăп». «Çапах та ман калавсемпе повеçсенчи, романсенчи геройсемпе персонажсем чылайăшĕ хам çуралса ÿснĕ ялтан, Кĕтеснертен». «Çакна сăнанă эпĕ: мĕн чухлĕ хавхаланса, чун-чĕрепе ĕçлетĕп, произведенири сăнарсем те çавăн чухлех ватăлми пулса тăхаççĕ». «Эпĕ хамăр таврари çынсем еплерех калаçаççĕ, çавăн пек çырма тăрăшатăп», - çапла каланă В.Алендей писатель ĕçĕ пирки ыйтсан.

Акă тата тепĕр шухăшĕ: «Çакна та палăртмалла: вĕсенче икĕ хут кăларнă произведени пачах çук. Халĕ, çĕнĕ произведенисем çырма пултарнă чухне мĕншĕн-ха икĕ хут кăларас; Манăн яланах халăх умне çĕннине çитерес килет».

Пурнăç вăл - хăй шкул. Çынсемпе пĕрмаях тĕл пулмалла, калаçмалла, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленмелле. Вĕренмелле: ыттисенчен, аслисенчен, талантсенчен. Çамрăксене пулăшмалла. Пултарулăха аталантармалла.

Çапла пулнă В.Алендей писателĕн лабораторийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика