16 октября 2009 г.
Кашни професси уявнех тĕрлĕ отрасльсенче ĕçлекенсем тĕрлĕрен кĕтсе илеççĕ. Сăмахран, ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ тыр-пула пухса кĕртнĕ вăхăтпа пĕр килнĕрен, пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ. Çул-йĕр хуçалăхĕнче вăй хуракансен вара урăхларах - чи хĕрÿ тапхăр çуллахи вăхăта килет пулсан та, ĕç калăпăшĕ чакмасть.
Çул-йĕрĕн Вăрмарти юсавпа строительство управленийĕ пирĕн районта 154,3 километр муниципаллă тата 52 километр республика пĕлтерĕшлĕ çулсене пăхса-юсаса тăрать. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 7 миллион та 87 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Кунта тăрăшакансем уйрăмах Республика кунĕ умĕн пысăк ĕçсем туса ирттерчĕç. «Энĕш» автоçулăн пĕр участокне, Вăрмар поселокĕнчи Крупская, Свердлов, Советски урамĕсене çĕнĕрен асфальт хыврĕç. Поселокра пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ кăна 1 миллион та 200 пинпе танлашрĕ. Предприяти Шупашкарти ТПУ çине куçнă май тĕрлĕ сас-хура тухрĕ пулин те, çул-йĕр ăстисем хăйсен ĕçне тивĕçлипех пурнăçласа пыраççĕ. Кÿршĕллĕ районсенче ĕçсем ирттереççĕ, хамăр тăрăхри çулсене йĕркене кĕртеççĕ. Акă халĕ вĕсем Кивĕ Вăрмар еннелле каякан 1,8 километр тăршшĕ çул çинчи путăк-шăтăксене саплаççĕ. Ку çул çинчен уйрăм сăмах. Иртнĕ кĕркунне те унта юсав ĕçĕсем ирттернĕччĕ, йĕпе-сапаллă çанталăкра ĕçленине куçарнă укçапа çулталăк пĕтиччен усă курмаллипе сăлтавланăччĕ. Нумая каймарĕ çул. Халĕ ăна район çине куçарнă май, çак сиенлĕ йăла малалла тăсăлмастех пулĕ.
Хăнăхсан ĕç кал-кал пырать. Эпир пынă кун В.Дисконтов «КамАЗ» автомашинăпа илсе пынă асфальтпа Ю.Александров, А.Степанов (вĕсем управленире чылайранпа тăрăшаççĕ), ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă килнĕ Н.Дубинин, С.Федоров, А.Егоров рабочисемпе путăксене хуплатчĕç. Кĕске вăхăт хушшинчех вĕсем вăрăм çул лаптăкне тикĕслеме те ĕлкерчĕç. Ĕçе пĕлсе йĕркеленĕрен те килет çакă, пур кирлĕ инструментсем ал айĕнче - В.Краснов тытса пыракан грузсем турттаракан такси çинче.
Район территорийĕнче Вăрмарти юсавпа строительство управленийĕсĕр пуçне ытти çул-йĕр организацийĕсем те ĕçлеççĕ. Акă Республика кунĕ умĕн «Дорстрой» тулли мар яваплă общество райцентрти Ленин, Мир урамĕсене йĕркене кĕртрĕ, 9 миллион тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçларĕ. Халĕ «Волгадорстрой» тулли мар яваплă общество «Тикаш-Хĕрлĕçыр» автоçула нормативсем ыйтнă пек сарлакалатса рейс автобусĕсем çÿретмелле тăвас енĕпе вăй хурать. Вĕсемех автобуссем çаврăнмалли вырăна йĕркелĕç, урлă каçакан шыв пăрăхĕсене, çул-йĕр паллисене вырнаçтарĕç. Çакна пурнăçлама 2 миллион тенкĕ çурă укçа пăхнă.
Çапла вара çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕ умĕн те, хыççăн та районти çулсем çинче ĕç шавĕ лăпланмасть.