АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿ паркĕ

14 октября 2009 г.

Ĕлĕк çак вырăна Çĕлен кати тенĕ. Çут çырмин сылтăм енчи сăмсахра ĕмĕрсем хушши йывăçсем кашланă. Мĕншĕн çак ята тивĕçнĕ-ха вăл; Ваттисем каласа хăварнă тăрăх, çурхи-кĕрхи сивĕрех кунсенче ката хĕррине тĕрлĕ чĕр чунсем ирхи хĕвел çинче ăшăнма туха-туха выртнă - унăн сылтăм енĕ хĕвелтухăç еннелле тухнă. Вĕсем хушшинче çĕлен-калта чылай пулнă. Сăнама юратакан Туçи çыннисем (Кивĕ Вăрмарти пĕр касă ячĕ) çакна кашнинчех асăрханăран пĕчĕк вăрмана Çĕлен кати теме тытăннă та.

Вăхăт шунă - ял ÿснĕ, вăрманĕ, касса пынăран, пĕчĕкленсех пынă, часах кунта тĕм те юлман. Кати ячĕ те манăçа тухнă. Халĕ ăна ас тăваканĕсем те тăван тавралăх аваллăхĕпе кăсăкланакансем çеç. Вĕсенчен пĕри - Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Эверсков. Тахçан вăрман пулнă вырăнта çара сăрт çамки çуталса выртни тахçантанпах пăшăрхантарнă ăна. Пысăк плотина хĕрри (ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчех тунă) йывăç-тĕмĕсĕр килпетсĕр курăннă.

1985 çул, çуркунне, Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 40 çул çитет. «Урмарский» совхозри ĕçлĕ канашлура В.Солдаткин директорпа Г.Эверсков профсоюз комитечĕн председателĕ тата ыттисем те пушшăн курăнакан сăмсаха йывăçсем лартма йышăнаççĕ. Тĕрлемес лесничествинчен çĕршер тĕм хурăн, чăрăш-хыр илсе килеççĕ. Палăртнă кун Кивĕ Вăрмарти сакăр çул вĕренмелли шкул ачисем М.Волков директор ертсе пынипе сăмсаха пуçтарăнаççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем те кунтах - пулас парка Аслă Çĕнтерÿ ятне пама йышăннă-çке. Çак кун асăнмалăх ÿкернĕ сăн ÿкерчĕкре ветерансен йышлă ушкăнне курма пулать - пурте хаваслă, кĕреçе те аллисенче вылять-ха. Халĕ вара вĕсем ялта пурĕ те çиччĕн кăна юлнă. Ним те тума çук - пурнăç саккунĕ. Хăйсем аллипе лартнă йывăçсем вара çÿлеллех кармашаççĕ, вĕсем çинчен аса илтереççĕ.

Пĕр гектара яхăн йышăнать парк. Ĕлĕк çĕленсем тухса выртакан сăмсаха анлă плотина хумĕсем чÿхеççĕ, Виçпÿрт, Туçи кассисем ал тупанĕ çинчи пек курăнаççĕ. Çак илемлĕх туртать те кунта çынсене. Çуллахи вăхăтра каçсерен çамрăксем тĕрлĕ уявсем ирттерме пуçтарăнаççĕ. Канма килекенсене хирĕç мар-ха ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, анчах хăшĕ-пĕрисем темшĕн хăйсем хыççăн пуçтарса хăварма манаççĕ. Çакă пăшăрхантарать ăна. Пур чухне пĕччен тирпейлесе ĕлкĕрме те çук. Юрать-ха ăна çак ĕçре çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем В.Данилов, Б.Эверсков, Славăпа Костя Максимовсем тата ыттисем пулăшсах тăраççĕ. Çут çанталăка хисеплесен вăл хитререх пуласса шанаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика