14 октября 2009 г.
Октябрь уйăхĕн 5-мĕш кунĕ - Учительсен уявĕ. Кунĕ ытла та кичем, урамра кĕрхи шухă çилĕ çулçă тăкса пĕтереймен хурăнсене лăскать. Ĕмĕр шкулта ĕçлесе ирттернĕрен пулĕ çак кун темшĕн чуна ыраттарать, иртсе кайнă ĕмĕре аса илтерет. Шăнкăр-шăнкăр янăрарĕ шăнкăрав сасси - чечек пек тăраççĕ алăк умĕнче тăватă хĕр ача. Аллисенче хитре чечексем. Учительсен уявĕ ячĕпе саламлама килнĕ иккен. Тĕнче илемленсе кайрĕ, кăмăл уçăлчĕ, куçăмсем савăнăç куççулĕпе тулчĕç, иртсе кайнă çулсен ÿкерчĕкĕсем кинори пек куç умне вăраххăн шуса тухрĕç. Тавтапуç Шăхаль шкулĕнчи вĕрентекенсене, чун-чĕререн ырлăх-сывлăх сунатăп. Пирĕн пекех нумай-нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухма сĕнетĕп. Турă пулăштăрах сире хăвăрăн йывăр та сăваплă ĕçре ĕçлеме. Шкулта вĕренекенсене вĕренÿре ăнăçу, телейлĕ ачалăх, кризиса парăнмасăр такăр çул сунатăп.
Тавах сире, вĕрентекенсем, вĕренекенсем, шкулта ĕçлекенсем - пурне те пире, ватă çынсене, ырă суннăшăн, пире манса кайманшăн.
Мĕн тери хаклă вăл пирĕншĕн, ватă çынсемшĕн, ырă сăмах, ăшă кăмăл!