АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курни илтнинчен ...

14 октября 2009 г.

Курни илтнинчен ...

ЧР культура министерствин пичет хатĕрĕсен редакторĕсем пĕрле пухăнса умра тăракан ыйтусене сÿтсе явасси йăлана кĕнĕ. Çак тĕллевпе республика, хула, район хаçачĕсен ертÿçисем Вăрмара пухăнчĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйту пичет хатĕрĕсем автономи учрежденине куçни мĕн пани, çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме мĕнле йывăрлăхсем чăрмантарни, вĕсене мĕнле пĕтермелли тавра пулнă май, канашлу пирĕн тăрăхра иртни пирки тĕлĕнме кирлĕ мар. Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат малтисенчен пĕри çĕнĕлле ĕçлеме пуçларĕ, январĕн 1-мĕшĕнчен «Çĕнтерÿшĕн» (Йĕпреç), «Тантăш» хаçатсемпе пĕрле автономлă тытăма куçрĕ.

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ А.Усов ертсе пынипе канашлу райадминистрацин ларусен залĕнче уçăлчĕ. Пухăннисене чи малтанах район пуçлăхĕ В.Кириллов саламларĕ, пичет пĕлтерĕшĕ витĕмлĕ пулнине, ахальтен мар ăна тăваттăмĕш власть тенине палăртрĕ. Власть тытăмĕсен вара яланах пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлемеллине, пирĕн районта кун чăнахах та çапла пулса пынине каларĕ. Вăрмар тăрăхĕн пурнăçĕ, унăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ Вячеслав Николаевич. Тĕрлĕ йывăрлăхсем пур пулин те, район малаллах аталанать. Пĕр-икĕ цифра кăна: енчен 2005 çулта район республикăра пур кăтартусемпе те 15 вырăнта пулнă пулсан, 2008 çулта - 8 вырăнта. Çĕнĕ предприятисем уçăлаççĕ. Юлашки вăхăтра кăна «АЛТЭЦЦА», «Труд» тулли мар яваплă обществăсем тата ыттисем çĕнĕ продукци кăларма пуçларĕç, çавна май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Республика кунĕ пирĕн тăрăхра иртни те район малалла утăмсем туни çинчен калать. Çакăнпа пур журналист та килĕшрĕ, çапах ыйтусем те чылай пачĕç: халăха ĕçпе тивĕçтересси, сĕт хакĕ, çывхаракан суйлав тапхăрĕ... Вячеслав Николаевич пурин çине те тивĕçлĕ хурав пачĕ. Суйлав тенĕрен, канашлура ăна уйрăм ыйтупа пăхса тухрĕç. Республикăри суйлав комиссийĕн консультанчĕ О.Ефимов çитес март уйăхĕнче ЧР Патшалăх Канашне Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Вăрмар (4 ял тăрăхĕ) районĕсенчи суйлавçăсен депутат суйламаллине аса илтерчĕ. Çавна май суйлавăн çĕнĕ технологийĕсемпе, саккунсенчи улшăнусемпе паллаштарчĕ.

Тĕп ыйтупа - автономи учрежденийĕсем çинчен - «Хĕрлĕ ялав» тата «Çĕнтерÿшĕн» хаçатсен тĕп редакторĕсем П.Алексеев, К.Алимасов тухса калаçрĕç. Енчен те çулталăк пуçламăшĕнче виçĕ пичет кăларăмĕ кăна çĕнĕ тытăма куçнă пулсан, халĕ вĕсен йышĕ 14 çитнĕ, тепĕр 11 патшалăх унитари предприятийĕпе патшалăх учрежденийĕ çулсем хĕресленнĕ вырăнта тăраççĕ. Çĕнĕлĕхе суйласа илнисем хăйсен опычĕпе паллаштарни вĕсен руководителĕсене тивĕçлĕ йышăну тума чылай пулăшасса шанас килет.

Тĕрлĕ сăлтавсене пула Республика кунне пур пичет хатĕрĕсен представителĕсем те çитсе кураймарĕç, çавăнпа та Вăрмар поселокĕ тăрăх ирттернĕ экскурси вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Чи малтанах хăнасем районти тавра пĕлÿ музейĕпе паллашрĕç. Яланлăх курав залĕсем кунта хальлĕхе ĕçлеме пуçлайман-ха, анчах килен-çÿренсем валли аваллăх управçисем куравсем йĕркеленĕ. Ку хутĕнче те Аслă Чакри Л.Николаевăн скульптурисемпе, сĕтел-пуканĕсемпе паллашма пултарчĕç.

Вăрмарсен мăнаçлăхĕ вăл - «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ. Ноябрьте çынсене йышăнма пуçламалласкерпе тĕплĕн паллашрĕç журналистсем, пурте туслăн комплекс умĕнче сăн ÿкерттерес терĕç.

Районпа паллашасси «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче тăсăлчĕ. Ку хуçалăх районта кăна мар, республикăра та чи ăнăçлă аталанса пыракансенчен пĕри пулнине пурте пĕлетпĕр. Унăн тилхипине Н.Петров директор тытса пыма пуçланăранпа тупăшлăх та çулсерен вуншар миллион тенке яхăн ÿсет. Николай Петрович икĕ тĕрлĕ аслă пĕлÿ илнĕрен ял хуçалăхне те, экономикăри хутшăнусене те пĕлет. Çавăнпа та вăл тухса калаçни пуриншĕн те питĕ кăсăклă пулчĕ. Юлашки çулсенче кашни гектартан илекен тыр-пул тухăçĕ 30 центнертан чакмасть. Çакна пирĕн условисенчи агротехника йĕркисене çирĕп тытса пынипе çыхăнтарать вăл. Ăратлă сăмаха та фабрикăн тулли ятĕнче ахальтен çеç çырса хуман. Кăркка, хур, чăх-чĕп йăхĕсене кунта çĕнетсех тăраççĕ. Çăмартисене аякран илсе килме йÿнех лармасть те, анчах вăхăтпа хăйĕн хакне темиçе хут кăларать. «Чăрмантармасан çитĕнÿсем ытларах та тума пулать», - тет ертÿçĕ. Анчах ура хуракансем пур çав. Тĕрлĕ «надзорсен» нимпе çирĕплетмен тĕрĕслевĕ ырри патне илсе çитерменнине Раççей Президенчĕ Д.Медведев та пĕрре кăна мар каланă. Мускавĕ аякра-ши - утă капанĕ çинче йĕп тупас текенсем халь те пур-ха. Чылайранпа ĕнтĕ кайăк-кĕшĕк фабрикине приватизацилесси пирки сас-хура çÿрет. Ахальтен тухнă сăмах мар иккен вăл. Кама чăрмантарать тикĕс ĕçлекен хуçалăх; Ыйтăва урăхла лартаймăн та. Арканнисем, арканаканнисем тем чухлĕ, вĕсен патне аллине тăсмаççĕ хуçа пулас текенсем. Çакна пулах ĕнтĕ ялта пурăнакансене шывпа тивĕçтересси тавра йывăрлăхсем сиксе тухнă, ыттисем те пулĕç-ха.

Çак ыйтусем çинче ахальтен чарăнса тăмастăп, мĕншĕн тесен вĕсем чылай ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн çывăх. Редакторсем те вĕсемпе пирĕн патĕнче тĕплĕнрех паллашса хăйсен хула-районĕсенчи тĕслĕхсемпе тивĕçлĕ материалсем хатĕрлеме пултараççĕ.

Хурлăхлипе вĕçлес мар. Хăнана килнисене фабрикăра ĕрчетекен кайăк-кĕшĕкпе паллаштарма ятарлă курав йĕркеленĕччĕ. Никам та айккинчен иртмерĕ. Пурте йăхсен ячĕпе те, çитĕнтермелли вăхăтпа та, хакĕпе те кăсăкланчĕç.

Канашлу ĕçне çавăн пекех ЧР Культура министерствин информаци политикипе массăллă информаци хатĕрĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.Магарин, Вăрмар район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи, çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров хутшăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика