14 октября 2009 г.
Чăваш Ен Президенчĕн Н.Федоровăн республикăн тĕллевлĕ «Чăваш Республикинче пурăнакансене 2009 -2020 çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» программи çинчен калакан Указĕнче Чăваш Республикинче пурăнакансене норма шайĕнчи пахалăхлă тата çителĕклĕ ĕçмелли шывпа туллин тивĕçтермелле тесе палăртнă. Çак указрах ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли çăл куçсене çĕнетессине, сыхлассине, вĕсемпе тирпейлĕ усă курассине асăнса хăварнă.
Унпа килĕшÿллĕн хальхи вăхăтра Вăрмар поселокне килекен шыв трассине çĕнетес ĕç пырать. Ăна «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприяти пурнăçласа пырать. Пурĕ 210 метр тăршшĕ шыв пăрăхĕ улăштармалла. Çак ĕçе пурнăçлама 290 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Николай Ефимович Никитин тĕп инженер ертсе пынипе А.Сергеев, С.Иванов, Н.Кондратьев, В.Гаврилов слесарьсем Чулкас ял тăрăхĕ çывăхĕнче шыв пăрăхĕсене çĕнетессипе тăрăшса вăй хураççĕ. Çапла майпа çынсен сывлăхне упраса хăварассипе тата пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе тимлеççĕ вĕсем. «Унччен кунта шыв пăрăхĕ хурçă тимĕртен пулнă, анчах вăл вăхăт иртнĕçемĕн шăтса пĕтнĕ. Халĕ вара кунта полиэтилен пăрăхĕсем хываççĕ. Вăл чылай вăхăт çĕр айĕнче упранать. Шывăн пахалăхне те сыхласа хăварать», - тет А.Васильев директор.
Ку предприятин ĕçĕ чылай. Программăпа килĕшÿллĕн 2020 çулччен кашни ялта пурăнакана таса шывпа тивĕçтермелле.