АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Машини те хăй пекех шанчăклă

10 октября 2009 г.

Хăйсен пурнăçне ĕмĕр тăршшĕ пĕр ĕçпе çыхăнтарнă çынсене паттăрсемпех танлаштарас килет. Пĕрре те пуш сăмах мар ку. Пурнăç урапи пĕр тикĕс кусмасть - темле юратакан ĕçре те, çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатнă пекех, вуншар çул хушшинче тем те сиксе тухма пултарать. Пĕрле юнашар тăрăшаканпа та, пуçлăхпа та сăмах урлă ларасси пулать. Хăшĕ-пĕри аллине сулать те ĕç вырăнне улăштарать. Теприн вара ĕçе юратни, ăна чунтан парăнни темле пулсан та çиеле тухать.

Çакăн пек çынсен шутне районти тĕп библиотекăра водительте тăрăшакан В.Алексеев кĕрет те. Вениамин Алексеевич 1949 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан пĕр хушă Вăрмарти линипе техника цехĕнче монтажникра тăрăшнă. Ун хыççăн - çар служби. Хăйĕн тивĕçне тÿр кăмăлпа пурнăçланă Киввăрмар каччи, çавна май В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă юбилей медальне те тивĕçнĕ.

1970 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа унăн пурнăçĕ нумайлăха, халĕ яланлăха теме те юрать пуль - Вениамин Алексеевич тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленет - районти культура пайĕпе çыхăннă. Малтанласа вăл куçса çÿрекен агитаци бригадинче водитель ĕçне кÿлĕнет. Унтанпа алăран машина рульне яман тесен те юрать. Машинисем улшăннă (1976 çулта ăна тĕп библиотекăна водитель пулма куçарнă, ахаль водитель мар - библиобуспа çÿрекен пулса тăнă), вăл вара культура тытăмĕнчех тăрăшнă.

Районти культура пайĕ тени кунти водителĕн ĕçĕ-хĕлĕ тăван тавралăхпа çеç çыхăннă пек туйăнать пулĕ хăшĕ-пĕриншĕн. Анчах çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене те çитме тивнĕ туслă коллективпа Вениамин Алексеевичăн. Пушкăрт, Тутар республикисем, Ульяновск, Самар, Оренбург тата ытти чăвашсем тĕпленсе пурăнакан облаçсем - пур çĕре те çаврăннă вăл. Вăрмарсен ташши-юррипе аякри тăвансене паллаштарас ĕçе тÿпине хывнă. Темле вăрăм, япăх çулпа çÿресен те ăна шанса панă техника нихăçан та чăхăмламан, çитес çĕре вăхăтра та шанчăклă çитернĕ, халĕ те çитерет. Ĕçе чунпа парăннă çыннăн техники те хăй пекех шанчăклă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика