10 октября 2009 г.
Çакăн пек хак панă спиртлă эрех йышши шĕвексене. Мĕн авалтан шухăшласа кăларнă эрехĕн ахрăмĕ паянхи кун вара алкоголизма куçма тытăннă, мĕншĕн тесен унпа тирпейлĕн кăна усă курмастпăр, ытлашшипех иртĕнме пуçларăмăр. Ĕçекенсем пуррипе усă курса усламçăсем укçаллă пулса юласшăн тăрăшаççĕ, эрех ăшне путнисем вара хăйсем умĕнче эрехсĕр пуçне урăх нимĕн те курмаççĕ тейĕн, саккун та вĕсемшĕн ниме те пĕлтермест пек туйăнать. Саккуна хирĕçле вăрттăн эрех сутакансен вара намăсĕ те, совеçĕ те юлман пулмалла. Кун пек çынсемпе районти шалти ĕçсен пайĕ прокуратурăпа, налук инспекцийĕпе пĕрле тĕрлĕрен профилактикăлла мероприятисем ирттерет пулин те, вĕсем тупăнсах тăраççĕ. Эрех нуши кашни килте тенĕ пекех, мĕншĕн тесен çак шĕвеке ашшĕ-амăшĕнчен пуçласа çамрăксем те тиркемеççĕ. Çавăнпа та суту-илÿ тăвакансен эрех-сăрана сутнă чухне кашни эрех илме кăмăл тăваканах сутмалла мар. Уйрăмах çул çитмен ачасене çак шĕвеке сутсан явап тытма тивнине манас марччĕ. Эрех сутакан вырăнсене илес пулсассăн, 28 пин çын пурăнакан районшăн вĕсем пĕрре те сахал мар. Тĕслĕхрен, паянхи кун тĕлне 53 лавкка, общепитăн 6 точки, «Центр» муниципаллă унитарлă предприятин агрофирма магазинĕ 1, халăха социаллă пулăшу паракан центрăн - 1, «Чувашсетьгаз» уçă акционерлă обществăн - 1, «Чувашметалл» уçă акционерлă обществăн - 2, уйрăм предпринимательсен 17 магазинĕсем ĕçлеççĕ, унсăр пуçне «Гермес» кафе. Пĕтĕмпе шутласан 82 точкăра эрех-сăра сутаççĕ. Эрех-сăра сутас çĕрте право йĕркисене ан пăсчăр тесе пур çĕре те çитсе уйрăмшарăн калаçусем ирттернĕ, право йĕркисене пăсакансене административлă протоколсем çырса явап тыттарнă. Тĕслĕхрен, кăçал çак вăхăт тĕлне саккуна хирĕçле алкоголь продукчĕсене сутнăшăн 28 çынна административлă явап тыттарнă. Эрехе пулах çынсем пуçĕсем минресе кайнипе хăйсем мĕн тунине те контроллеме пăрахаççĕ. Çемьере харкашу çĕклеççĕ, вĕсене пула ачи-пăчисем шар кураççĕ. Кун пек çынсене тупса палăртса çак вăхăт тĕлне 57-шне саккун умĕнче явап тыттарнă. Обществăлла вырăнта эрех ĕçекенсене 58 çынна тытса чарнă, çавăн пекех ытларах çынсем çÿрекен вырăнсенче ÿсĕр пулнă 658 çынна административлă протокол çырса явап тыттарнă. Хулиганла пĕчĕк ĕçсене те чылай чухне эрех ĕçнипе тăваççĕ. Кун пеккисене 8 уйăхра 207 гражданина асăрхаттарса хăварнă. Суту-илÿ сферинче çул çитмен ачасене эрех сутассипе те час-часах саккуна пăснине тĕл пулма пулать. Акă, тĕслĕхрен, Чулкас, Энĕшпуç, Аслă Чак, Кĕтеснер, Арапуç ялĕсемпе Вăрмар поселокĕнче çул çитмен ачасене эрех-сăра сутнине тупса палăртнă. Вĕсем пирки 8 протокол çырнă.
Раççей Президенчĕ Д.Медведев кăçалхи августăн 14-мĕшĕнче «Ку чухнехи патшалăх тата тĕнче хăрушсăрлăхĕ» ятпа иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери конференцире те ĕçкĕпе иртĕхни вара - пирĕн йăласене хур кÿрекен çитменлĕхсем пулни çинчен каланă. Çитменлĕхсене вара, пĕлетпĕр, яланах пĕтерме тăрăшмалла.