АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçĕнче этем телей те савăнăç тупса килентĕр кулленех

10 октября 2009 г.

Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Е.Скрынник «Российская газета» хаçата панă интервьюра иртнĕ çул тыр-пул тухăçĕ ăнса пулни çинчен пĕлтернĕ - 108 миллион тонна тырă туса илнĕ, кăçалхи кăтару 90 миллион тоннăпа танлашнă. Ют çĕр шывсене пĕлтĕр 23 миллион тонна сутнă, кăçал 19 миллион тонна сутасшăн. Типĕ çанталăк тăнине пула тухăç пĕлтĕрхинчен кăштах сахалтарах пулнă. Ял хуçалăхне ура çине тăратма тесе йышăннă тĕрлĕрен программăсем вăй илсе пыраççĕ. Чăваш Енре те Агропромышленность комплексне аталантарассишĕн тĕрлĕрен Программăсем ĕçлеççĕ. Республикăра 2009 çула çĕр ĕçченне халаллани ял çынни çине çĕнĕлле пăхма, унăн ĕç-хĕлне тивĕçлипе хаклама май парать. Çĕр ĕçченĕсене çăмăллăхлă кредитсем пани çав тери пысăк пулăшу. Çак укçа-тенкĕпе çунтармалли-сĕрмелли материалсем, ядохимикатсемпе удобренисем, элита вăрлăхсем туянма пултарни çĕр ĕç культурине чылай ÿстерме май пачĕ.

Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хресчен(фермер) хуçалăхĕсем те лизинг майĕпе энергоресурссене перекетлекен çĕнĕ техника туянни те çĕр ĕçĕсене вăхăтра та тăкаксăр пурнăçлама май парать. Ку енĕпе пирĕн районта та çанна тавăрсах ĕçлеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, «Арабоси» агрофирма, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики, «Вăтам Энĕш», «АгроВладина», «Шигали» хуçалăхсем, «Павлов В.Ф.», «Ямуков Г.Н.», «Иванов В.А.», «Сапаркин А.Г.» хресчен(фермер) хуçалăхсем районта чи лайăх ĕçлекеннисенчен пĕрисем, пурнăç урапинчен ÿксе юлмаççĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ комбайнсемпе ял хуçалăхăн ытти техникине туянаççĕ. Уй-хирте пĕр харăсах MEDION тата CASE комбайнсем йышпа мăнаçлăн тырă вырни те кăмăла çĕклет. Комбайнерĕсем те штурвал умĕнче хăйсене урăхларах туйнине савăнса пĕлтереççĕ, кирлĕ пулсан музыка та итлесе пыма пултараççĕ, пĕр тусан та çук. Тырри-пулли пÿлме тулли пулсан выльăх-чĕрлĕхне те усрама ансатрах. Утă-улăмне те çĕнĕ техникăпа пухса кĕртни теме тăрать. Çапла вара районта выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илесси те çулсеренех ÿссе пырать.

Райадминистрацин ял хуçалăх, экологипе çĕрпе пурлăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 9 уйăхра пур категорири хуçалăхсенче, иртнĕ çулхипе танлаштарсан аш-какай, сĕт, çăмарта туса илесси килти уйрăм хуçалăхсем лайăхрах ĕçленипе палăрмаллах ÿснĕ. 2008 çулта 2683,0 тонна аш-какай туса илнĕ пулсан кăçал 2722 тонна, ку 101,5 процент пулать. Хресчен (фермер) хуçалăхсенче ку кăтарту иртнĕ çул 40 тонна пулнă пулсан, кăçал - 53,0, килти уйрăм хуçалăхсем вара 2008 çулта 1913,0 тонна аш-какай туса илнĕ, кăçал - 2075,0 тонна, ку 108,5 процент пулать. Пур йышши категориллĕ хуçалăхсенче иртнĕ çул 13201,0 тонна сĕт сунă, кăçал - 13703,0 тонна, 103,8 процент. Çак вăхăт тĕлне пур категориллĕ хуçалăхсенче 6275,0 пин çăмарта туса илнĕ, иртнĕ çул 6227,6 пин - 100,8 процент.

Выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерессипе те ĕçсем япăхах пымаççĕ. Çак вăхăт тĕлне пур йышши хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсем10359 пуç, пĕлтĕр çак вăхăтра 9217 пуç пулнă,112,4 процентпа танлашать. Килти уйрăм çынсен 2009 çулта çак вăхăтра 8887 пуç, пĕлтĕр - 7851 пулнă. Ĕнесен йышĕ 2009 çулта 4222 пуç, иртнĕ çул - 4111, ку 102,7 процент, килти хуçалăхсенче кăçал çак вăхăт тĕлне 3445 пуç ĕне тытаççĕ, пĕлтĕр 3395 ĕне пулнă. Пур категориллĕ хуçалăхсенче те 2009 çулта çак вăхăт тĕлне11313 пуç сысна пулнă пулсан, 2008 çулта - 9884, ку 114,5 процент, уйрăм кил хуçалăхĕнче вара кăçалхи çак вăхăт тĕлне 9574 пуç пулнă, пĕлтĕр - 7408.

Пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче иртнĕ çул 116506 пуç кайăк-кĕшĕк пулнă, кăçал - 164193, ку 140,9 процент. Ял хуçалăх предприятийĕсенче иртнĕ çул 89637 пуç, кăçал - 129997, 145,0 процент. Килти уйрăм хуçалăхсенче 2009 çулта 34196 пуç кайăк-кĕшĕк пулнă, иртнĕ çул 26869 пуç , ÿсĕм - 127,3 процент.

Сурăхсемпе качакасен йышĕ те пур категориллĕ хуçалăхсенче пĕлтĕрхинчен нумайрах: пĕлтĕр -12292 пуç, кăçал - 14103, 114,7 процент.

Кĕр çитсен пухса илнĕ тухăçа пĕтĕмлетесси мĕн авалтан пырать ĕнтĕ. Акă халĕ те çак вăхăт çитрĕ те. Кăçал 14618 гектар çинче тĕш тырă туса илнĕ, пĕр гектар пуçне ампар виçипе шутласан 24,8 центнер пулнă. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче кашни гектар пуçне шутласан 33,4 центнер, «Арабоси» агрофирмăра - 28,6 центнер, «Сапаркин А.Г.» тата «Иванов В.А хресчен (фермер) хуçалăхсенче 25-шер центнер тухăç илнĕ. Пĕлтĕр вара тĕш тырă пĕр гектар пуçне шутласан 26,7 центнерпа танлашнă. «Иккĕмĕш çăкăр» пухса кĕртесси те кăçал ăнăçлă пулнă темелле, уяр та типĕ çанталăк тăнине пăхмасăрах пĕр гектартан - 168,5 центнер илме пултарнă, пĕлтĕр - 183,7 центнер пулнă. Уйрăм хуçалăхсенче ку цифра татах та пысăкрах.

Çитĕнÿ кадрсенчен килет. Çапла вара выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе механизаторсем, агрономсемпе бригадирсем, комбайнерсемпе водительсем хăйсене шанса панă ĕçĕсене тивĕçлипе туса пыраççĕ. Акă, тĕслĕхрен, «Арабоси» агрофирмăри А.Васильев, Н.Васильев комбайнерсем, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинчи В.Яковлев, Д.Войков, пĕр тăван Владимирпа Валерий Алексеевсем, В.Васильевпа А.Трофимов комбайнерсем, В.Никифоров, В.Илларионов водительсем, «Ямуков Г.Н.» хресчен(фермер) хуçалăхри С.Николаев, Н.Николаев, Ю.Краснов, Н.Иванов, В.Ямуков комбайнерсем, В.Авдеев водитель, «Передовик» хуçалăхри В.Тямаков комбайнер, Н.Кабаков механизатор, В.Васильев водитель, «Сапаркин А.Г.» хуçалăхри С.Николаевпа А.Тимофеев комбайнерсем, С.Петров водитель хăйсен ĕçĕсене яваплăха туйса туса пынипе ырă ята тивĕçнĕ.

Сухаланмасăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те ĕçсем аван пыраççĕ. Районĕпе кĕр тыррисем акма 6511 гектар çĕр хатĕрленĕ, çак гектарсем çине кĕр тыррисем акса хăварнă. Пĕлтĕр 3500 гектар çĕре çĕнĕрен пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Ку енĕпе «Арабоси» агрофирмăпа «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики, «Ямуков Г.Н.», «Иванова О.А.», «Сергеева В.М.», «Павлов В.Ф.» хресчен(фермер) хуçалăхсем ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Хăмла туса илессипе район кăçал республикипех лайăх енĕпе палăрнă. 16 гектар çинчен 29,7 тонна тухăç илнĕ, пĕр гектар пуçне шутласан тухăç 18,6 центнер тухнă.

«Агропромышленность аталанăвĕ» наци проекчĕ ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пынипе ялта пурăнакан тата хушма хуçалăх тытакан çынсем çăмăллăхлă кредитсем илме пуçларĕç. Çакă вырăнта пурăнакансем ял хуçалăх ĕçĕпе таччăн çыхăнса ĕçлеме пуçланине палăртать. Çăмăллăхлă кредита кăçал ку таранччен 252 çын килти хушма хуçалăха аталантарма пурĕ 40046,0 пин тенкĕ кредит илнĕ, çав шутран перекет банкĕнчен 103 çын 13699,0 пин тенкĕ, «Россельхозбанк» уçă акционерлă обществăран 149 çын 26347 пин тенкĕлĕх. Иртнĕ çул 533 çын 93199,6 пин тенкĕлĕх илнĕ пулнă.

Çулран-çул çитĕнÿсем тăвасси çĕре юратакан çынсем ăнăçлă ĕçленипе пулса пыраççĕ. Çавăнпа та вĕсене пурне те ял хуçалăх тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен уявĕ ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунар, малашне те çитĕнÿсемпе тивĕçлипе савăнмалла пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика