10 октября 2009 г.
«Учитель вĕрентекен предмет - тĕллев мар, ачана специалист пек кăна мар, этем пек воспитани парса ÿстермелли, çитĕннĕ пурнăçа хатĕрлемелли инструмент», - тенĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Пирĕн пурнăçра кашнин хăйĕн вĕрентекенĕ пур, вăл ăс-хакăл пуянлăхĕпе, ăш пиллĕхĕпе, пултарулăхĕпе вĕренекенсене пурнăç çулĕ çине кăларать. Кашни çулах Учитель кунне пирĕн районта анлăн паллă тăваççĕ. Акă кăçал та çак паллă куна районти пур шкулсем те çÿллĕ шайра чысларĕç. Район пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула çитсе унти вĕрентекенсен коллективĕпе тĕл пулчĕ, вĕсене уяв ячĕпе саламларĕ. Палăртма кăмăллă: Чăваш Енри педагогсем професси ăсталăхĕн конкурсĕнче çĕнтерсе наградăсемпе премисем илеççĕ. Вăл шутра çак шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Татьяна Ивановна Максимова вара «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн РФ Президенчĕн Грантне тивĕçрĕ. Чаплă лару-тăрура Юрий Васильевич пултаруллă вĕрентекене РФ вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине пачĕ. «Районти вĕрентекенсем хăйсен ĕçне чунран парăнни çĕнĕ çитĕнÿсен никĕсĕ пулĕ. Сирĕн ĕмĕтĕрсемпе ĕçĕрсем ачасене ырăлăхпа пĕлÿ патне туртăнма хистеççĕ. Ачасене паха пĕлÿ парассишĕн эсир мĕн кирлине пурне те тăватăр. Малашне те професси ăсталăхĕ ан иксĕлтĕр», - терĕ Ю.Соколов вĕрентекенсене саламласа.
Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те паха. Паян Татьяна Ивановнан вĕренекенĕсем Шупашкарти, Мускаври, Америкăри тĕрлĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсенче тарăн пĕлÿ илеççĕ. Вăл хăйĕн ачисене воспитани панипе пĕрлех тепĕр ача усрава илнĕ. Вĕсен çемйи ăна та ырă-сывă çитĕнтерессишĕн тăрăшать.
Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта та Учитель кунне анлăн паллă турĕç. Çак кун аслă классенче вĕренекенсем кĕçĕн класрисемпе уроксем ирттерчĕç, унтан савăнăçлă концерт пулчĕ. Кунти вĕрентекенсене райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ Е.Николаева Учитель кунĕпе саламларĕ, ăнăçусем сунчĕ. Çÿлерех асăннă шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Авакована РФ вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕ. Надежда Юрьевна та РФ Президенчĕн Грантне тивĕçнĕ.
Палăртма кăмăллă: Н.Авакова вĕрентекен кашни урока хăйне евĕрлĕ интереслĕ ирттерме тăрăшать. Аачсене паха пĕлÿ пама тĕрлĕ мелсемпе усă курать. Вĕренекенсем учитель каланине тимлесе итлеççĕ. Кашни çулах унăн вĕренекенĕсем районти, республикăри олимпиадăсене активлăн хутшăнаççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын.
Апла пулсан пирĕн вĕрентекенсем малашне те пысăк ÿсĕмсем тăвасса шанас килет.