03 октября 2009 г.
Çĕр çинчи профессисене шутласа кăларма та çук: çăкăр пĕçерекен, сутуçă, сăвăçă, вĕрентекен... Пур çыннăн та хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа илмелле, ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнÿсем тумалла.
Мĕн пĕчĕкренех Ирина Васильевна Иванова учитель пулма тĕллев лартнă. Кавалти вăтам шкулта пĕлÿ пухнă хыççăн Чăваш Патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. 1986 çултанпа Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вăй хурать. Çирĕм виçĕ çул ĕнтĕ ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. 1997 çулта ачасем литературăпа кăсăкланнине шута илсе «Литература студийĕ» кружок йĕркелет. «Çак кружока çÿрекенсен çитĕнĕнĕвсем те сахал мар. Тĕслĕхрен, Оля Тимофеева 2001 çулта «Тантăш» хаçатăн лауреачĕ пулса тăнă. Эвелина Алексеева та районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçатра тăрăшса ĕçлет», - тет Ирина Васильевна савăнса.
Талантлă педагог шкулта ĕçленĕ май тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. 2004 çулта районта иртекен «Çулталăк вĕрентекенĕ», 2005 çулта «Ачасене чĕреме паратăп» конкурссенче пултарулăхне кăтартнă, «Уçă заняти» номинацире I-мĕш вырăн йышăннă, çав конкурсрах республикăра та хутшăнма тивĕç пулнă Ирина Васильевна. Хальхи вăхăтра та ачасене район тата республика шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурссене явăçтарать.
Юлашки çулсенче Ирина Васильевна ертсе пынипе вĕренекенсем республикăра иртекен «Букварьтен - илемлĕ литературăна çити», районти «Саккунпа йĕрке хуралĕнче», «Эткер» туризм центрĕ ирттерекен конкурссене активлă хутшăнаççĕ.
Ирина Васильевна кашни вĕренекене хăй ачине юратнă пек юратать, йывăр вăхăтра сĕнÿ-канашпа пулăшма васкать. Уçă кăмăллăскерпе темĕн çинчен те пуплеме пулать. Вăл пуринчен те ырă, чуна çывăх, темле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултаракан çын. Ачасемшĕн вăл - ырă тĕслĕх.