АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех пултарулăхран пуçланать

03 октября 2009 г.

Чылай чухне математика предмечĕ кичем тесе каланине илтме пулать. Анчах та ку каларăш тĕрĕс мар тесе калас килет. Пултаруллă хĕрарăм, математика предметне вĕрентекен Софья Ковалевская палăртнă тăрăх, математика вăл - шухăш хăвачĕ, поэзи туртăмĕллĕ çын математик пулаймĕ. Çакăн пек çынсенчен пĕри - Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта математика предметне вĕрентекен Зоя Ивановна Александрова.

Вăтăр çула яхăн пултаруллă та талантлă вĕрентекен ачасене пахалăхлă пĕлÿ парассишĕн тăрăшать. «Уроксем çÿллĕ шайра иртчĕр тесен вĕренекенре творчествăлла пултарулăха аталантармалла, кашни упражненине хăй тĕллĕн тутарма хăнăхтармалла. Шăпах çак вăхăтра математикăн тĕп аспекчĕсене уçса палăртни вырăнлă», - тет Зоя Ивановна. Çакна тĕпе хурса вăл урок-лекцисем, урок-консультацисем, урок-вăйăсем ирттерет. Вĕсенче талантлă вĕрентекен математика предметне практикăра мĕнлерех усă курмаллине, вăл пурнăçра мĕнле вырăн йышăннине уçса парать.

Кашни урокĕ унăн хăйнеевĕрлĕ иртет, вĕсенче ачасем активлă хутшăнаççĕ. Хальхи вăхăт ыйтакан çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курать. «Задачăна шутлани лайăх, ăна тĕрлĕ майпа шутлама пултарни тата лайăхрах», - текен унăн профессилле чĕнĕвне ачасем ăша хывнă. Пултаруллă вĕрентекен шутланă тăрăх, çакă уроксенче кăна çеç мар, Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче те кирлĕ. Ачасем тĕрлĕ енлĕ шухăшлама пултарни вĕсен ăс-хакăлне пуянлатать. 2004 çулта Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне 33 ачаран 10 ача - «5», 19 ача - «4», 4 ача - «3» паллă илнĕ. 2008 çулта вара 11 «д» класра вĕренекен 12 ача «4» тата «5» паллăсемпе математикăпа экзамен тытнă.

З.Александрова вĕренекенĕсем кашни çулах районта, республикăра математика предмечĕпе иртекен олимпиадăсене активлă хутшăнаççĕ, призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Акă, сăмахран 2005 çулта унăн вĕренекенĕ С.Кузьмин республикăра математика предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. 2007 çулта çак предметпах районта иртнĕ олимпиадăра А.Дмитриева (10 «д» кл.) - пĕрремĕш, 2008 çулта Г.Алжиров ( 8 «г» кл.) иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

2008 çулта Пĕтĕм Раççейри «Кенгуру» ятпа иртнĕ математика конкурсĕнче унăн вĕренекенĕ Д.Савельев Диплома тивĕçнĕ. Çак çулах республикăра иртнĕ олимпиадăра А.Мулатов виççĕмĕш вырăна тухнă.

Паха пĕлÿ панисĕр пуçне З.Александрова вĕрентекен класс ертÿçи те. Ачасен творчествăлла пултарулăхне аталантарассипе, вĕсене тĕрĕс воспитани парассипе тимлет. Çавăнпа та ачасем унăн патне туртăнаççĕ, ăна хисеплеççĕ. Палăртма кăмăллă: 2004 çулта Зоя Ивановна класс ертÿçин 33 ачирен 7-шĕ медальпе вĕренсе тухнă. 29-шĕ аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ.

Паян та вăл хăйĕн учитель миссине пур ăсталăхпа çÿллĕ шайра пурнăçласа пырать. Апла пулсан унăн вĕренекенĕсем пурнăçра малалла та пысăк вырăн йышăнасса шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика