АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коммуналлă хуçалăхăн ĕçĕ нумай

03 октября 2009 г.

«Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти 2009-2010 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе чылай ĕçсем туса ирттернĕ.

Хальхи вăхăтра ку предприяти пурĕ 34 котельнăйне пăхса, тĕрĕслесе тăрать. Вĕсенчен промышленноçра усă кураканнисем - 9, пĕчĕк котельнăйсем 25 шутланаççĕ. Вĕсем пурте хутса ăшăтмалли сезона хатĕр. Ăшă паракан пунктсем - 8, узелсем - 62. Нумай хваттерлĕ 62 çуртри ăшă паракан пăрăхсене çуса тасатнă. Трасса пĕтĕмĕшле пурĕ 13 километр шутланать. Вĕсенчен кăçал 425 метр тăршшĕ капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă, киввисене полиэтилен тата изопропилен пăрăхĕсемпе улăштарнă. Çакă чылай çул çĕр айĕнче упранма май парать. Энĕшпуçĕнчи котельнăйĕн çивиттине çĕнĕрен витнĕ. Çавăн пекех поселокри квартала ăшăтакан котельнăйĕнче те юсав ĕçĕсем тунă. Советски урамĕпе Свердлов урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта та ăшă паракан пăрăхсене улăштарнă. Котельнăйсенче вăй хуракан 52 çынна аттестациленĕ. Районти предприятисемпе организацисене, шкулсене 2009-2010 çулсенче ăшăпа тивĕçтерессипе ятарласа ирĕк илнĕ. Тепĕр майлă каласан «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти хутса ăшăтмалли сезона хатĕр.

Çÿлерех асăннă предприятин çут çанталăк газĕшĕн, электроэнергишĕн парăм çук.

Анчах та ку предприятишĕн чи çивĕч ыйтусенчен пĕри - хваттер хуçисем коммуналлă пулăшушăн вăхăтра тÿлесе пыманни. «Коммуналлă пулăшушăн тÿлемен парăм 1 миллион та 600 пин тенкĕпе танлашать. Çакă пирĕн ĕçре пысăк чăрмав кÿрет. Ку укçа-тенкĕпе эпир чылай ĕçсем туса ирттерме пултарнă. Ăшă паракан котелсем те кивелсе пыраççĕ, вĕсене çĕнетмелле. Çавăн пекех трассăна та улăштарсах пымалла, вĕсене ăшă тытакан материалсемпе чĕркемелле тата ытти те. Çавăнпа та коммуналлă пулăшушăн тÿлемен хваттер хуçисене парăмсене пырса татма ыйтатпăр», - терĕ Ю.Никитин пуçлăх.

Вăрмар район пуçлăхĕн В.Кирилловăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнче хваттерсене ăшă панă. Эппин хутса ăшăтмалли сезон пĕр кăлтăксăр пуласса шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика