29 августа 2009 г.
тет «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров.
Хĕрÿ ĕççи пынă вăхăтра Николай Петровича кабинетра тытма çук. Ăна ир-ирех машинăпа трактор паркĕнче, йĕтемре е уйра шырамалла.
- Халĕ кашни минут шутра, - тет вăл. - Комбайнерсем тин çеç кĕрхи культурăсене вырса пĕтерчĕç, халĕ урпа ани çине куçаççĕ. Кăмăл пур-и, пĕрле кайса курăпăр, çав вăхăтрах калаçăпăр та.
Çул çинче вăл пире хăйĕн хуçалăх çинчен каласа пачĕ. «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики ăратлă хурсем, кăрккасем тата бройлерсем çитĕнтерес енĕпе специализациленет. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта хуçалăх 3 миллион штук ытла çăмарта тата 318 тонна аш-какай сутнă, 9 миллион тенкĕ ытла таса тупăш илнĕ.
Кайăк-кĕшĕк валли апатне хăйсем хатĕрлеççĕ, çавна май тĕш тырă туса илессине ÿстерсе пыраççĕ. Хуçалăхăн сухалакан çĕр лаптăкĕ 2808 гектар. Кăçал 1750 гектар çинче тыр-пул тухăçлă çитĕннĕ. Паянхи кун тĕлне кĕрхи тĕш тырă культурисене пухса кĕртнĕ, кашни гектартан тухăç 42,5 центнерпа танлашнă.
- Кăçал вырма ĕçĕсем ăнăçлăрах пыраççĕ, - калаçăва малалла тăсать Николай Петрович. - Эсир пулăшни питĕ вырăнлă пулчĕ. Вырмана тухас умĕн Перекет банкĕ кредичĕпе пысăк тухăçлă ĕçлекен хăватлă йышши çĕнĕ ACROS 530 комбайн туянтăмăр. Эпир банкăн тахçанхи клиенчĕсем пулсан та (РКО, «Клиент-Сбербанк», депозитсем) кредита питĕ хăвăрт илме пултарни пире чăннипех те тĕлĕнтерчĕ. Вĕсемпе малашне те килĕштерсе ĕçлеме хавас.
«Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики республикăра чи малтан пĕчĕк бизнеса аталанма паракан кредитăн «Бизнес-Авто» çĕнĕ программипе çĕнĕ комбайн туянчĕ. Ăна 5 çуллăха параççĕ. Хуçалăх банкăн тахçанхи клиенчĕ пулнă май, унăн процент ставки те пĕчĕкрех пулать. Тепĕр лайăх енĕ вăл «АПК аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн тăкаксене саплаштарма компенсаци те параççĕ.
- Çакă ял хуçалăх продукчĕсем туса илекенсене Перекет банкĕ енчен чăн-чăн пулăшу, - кăмăллăн пĕлтерет Николай Петрович. - Çавăнпа та эпĕ шансах тăратăп, тырă кăçал палăртнинчен чылай ытларах хатĕрлĕпĕр, сутмалăх та пулĕ.
Акă эпир ACROS 530 патне çитсе чарăнтăмăр. Руль умĕнче - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренсе пĕтернĕ Анатолий Никифоров. Çамрăк инженер комбайнпа питех те кăмăллă. Ăна «Донпа» тата «Нивăпа» танлаштараймăн. Кунта хăватлă двигатель, жаткăн сарлакăшĕ те ытларах, паллах ĕç тухăçлăхĕ те пысăк. Тырă тăккаланмасть. Çакăн пек техникăпа кăнтăрла та, çĕрле те ĕçлеме кăмăллă.
Анатолий кабинăна çăмăллăн кĕрсе ларчĕ те, хăватлă «хир карапĕ» хĕвел çинче ылтăн евĕрлĕ курăнакан пучахсен уй-хирĕпе малалла шуса кайрĕ.
Çакна палăртма кăмăллă: ку проект ял хуçалăхне аталантармалли патшалăх программипе пурнăçланса пырать. Кредита тÿлеме бюджет укçи-тенкинчен компенсаци парса пулăшаççĕ.