29 августа 2009 г.
2009 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнчи Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн 2010 çултан пуçласа ĕçлемен пенсионерсене, вĕсен тупăшĕ регионти пурăнма кирлĕ минимумран пĕчĕкрех пулсан, пенси çумне хушса тÿлеççĕ.
Пенсионерăн пĕтĕмĕшле тупăшне палăртнă чухне Раççей Федерацийĕн, çавăн пекех Чăваш Республикин саккунĕсемпе çирĕплетнĕ тăрăх укçа мĕн чухлĕ илсе тăнине шута илеççĕ. Унта çаксем кĕреççĕ: пенси, хушма тÿлевсем, кашни уйăхра тÿлекен укçа (социаллă пулăшу пуххин хакĕ те кĕрет), ытти социаллă пулăшу - телефонпа усă курнăшăн паракан компенсаци, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă пулăшушăн, пур йышши транспортпа (хулари, хула çумĕнчи, тĕнчери) усă курнăшăн тÿлени.
Хальхи вăхăтра пенсионерсен нумайăшĕн ĕç пенсийĕн калăпăшĕ пурăнма кирлĕ минимумран иртет. Декабрь уйăхĕнче пенсие каллех ÿстереççĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр пенсионерсен пенси калăпăшĕ пурăнма кирлĕ минимумран сахалтарах. Кунта социаллă пенси, тăрантаракана çухатнипе пенси илекенсем тата 3 ушкăнри инвалидсем кĕреççĕ.
Социаллă тÿлеве пенсипе пĕрле республикăри Пенси фончĕн управленийĕ тивĕçтерет. Ĕçлемен пенсионерсен çак ыйтăва татса пама Пенси фончĕн управленине пымалла. Заявленипе пĕрле пĕтĕм документсене тăратсан, уйăхăн 1-мĕш числинчен хушса тÿлеме пуçлаççĕ.
Инвалид-ачасене, ашшĕ-амăшне çухатнă, инвалидноçпа тата тăрантаракана çухатнă 18 çула çитмен ачасене пенси çумне социаллă хушăва заявлени çырмасăрах, право вăхăт çитсен тÿлеме тытăнаççĕ.
Çулталăк вĕçлениччен хушса тÿлеме ыйтса çырнă пур категорири пенсионерсене те 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тÿлеме пуçлаççĕ.
Пенси çумне социаллă хушса тÿлемеллин калăпăшĕсенче хăш-пĕр улшăнусем пулсан çакăн чухне пăхса тухаççĕ:
- социаллă хушса тÿлеме палăртнă пенсионерăн пурăнма кирлĕ минимумăн калăпăшне;
- укçа тÿлемелли калăпăшĕн индексацине;
- социаллă пулăшăвăн укçа эквивалентне тата компенсацине.
Пенси çумне социаллă хушса тÿлессине ĕçлемен пенсионерсене кăна параççĕ. Çавăнпа та пенсионерăн ĕçе вырнаçни тата ытти улшăнусем çинчен çийĕнчех Пенси фончĕн районти управленине пĕлтермелле.
Аса илтеретпĕр: пурăнма кирлĕ минимум паян пенсионерсен 3451 тенкĕпе танлашать.