29 августа 2009 г.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнĕ май шкул автобусĕсен юсавлăхне те тĕрĕслемелле-çке. Халĕ вĕсем районта 10 шутланаççĕ. 2002 çулта туяннăскерсем çак таранччен самаях кивелнĕ ĕнтĕ.
- Район администрацийĕ, шкулсен дирекцийĕсем тăрăшнипе автобуссем йĕркеллех çÿреççĕ-ха. Хăш-пĕр кăлтăксене пĕтерсен вĕренÿ çулĕ валли вĕсем пурте хатĕр пулаççĕ. Пысăк Енккассинчи вăтам шкул автобусĕ паянхи кун требованийĕсене пур енĕпе те тивĕçтерет, ăна лайăх енчен палăртас пулать, - тет районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Алексей Юрьевич Кондратьев.
Кăçал республикипе шкул ачисене турттарнă чухне 48 çитменлĕх тупса палăртнă пулсан, пирĕн районта вара ку енĕпе лару-тăру лайăхрах.
Тинтерех кăна район центрĕнчи тĕп площадьре шкул автобусĕсен техосмотрне ирттерчĕç. Район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов, ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ А.Кондратьев шкул автобусĕсен юсавлăхне тишкерчĕç, водительсем çĕнĕ вĕренÿ çулне автобуссене мĕнле хатĕрленине тĕрĕслерĕç, вĕсене инструктаж пачĕç. Район пуçлăхĕн кăçалхи августăн 18-мĕшĕнчи «2009-2010 вĕренÿ çулĕсенче Вăрмар район территорийĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренекенсене ятарлă турттарассине йĕркелесси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн шкул автобусĕсем çÿремелли маршручĕсемпе расписанийĕсене, автобус техника тĕлĕшĕнчен мĕнле пулнине тĕрĕслесе тăма яваплă çынсене çирĕплетнĕ тата автобуссем рейса тухас умĕн тата рейс хыççăн медицина ĕçченĕсен водительсен сывлăхне тĕрĕслесе тăма кирлине палăртнă.