АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кредит татма - амăшĕн капиталĕ

29 августа 2009 г.

Раççейре 60 пин çемье амăшĕн капиталĕпе ипотека кредитне татнă.

РФ Пенси фондĕнчен пĕлтернĕ тăрăх çулталăк пуçланнăранпа çакăн валли 15,8 миллиард тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне кризиса пула Пенси фончĕ амăшĕн капиталĕн шутĕнчен пĕр хут тÿлевпе - 12 пин тенкĕпе - тивĕçтерет.

Пенси фончĕн территори уйрăмĕсем кредита тÿлесе татас пирки сертификат хуçисенчен 69 пин заявлени йышăннă. 62 пин çын пирки вара тивĕçлĕ решенисем йышăннă. Раççейри 650 пин çемье 12 пин тенкĕ илес пирки заявлени тăратнă, 165 пинĕшĕнне ыйтăвне тивĕçтернĕ.

Республикăпа илес пулсан, РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ çурт-йĕр кредитне татма амăшĕн капиталĕн шучĕпе 1415 çемье валли 379,6 млн. тенкĕ уйăрнă. Çурт-йĕр туянма е ăна тума илнĕ парăмпа çапла майпа татăлас тĕллевлĕ сертификат хуçисенчен 1619 заявлени илнĕ. Вĕсенчен 1473-шне ăнăçлă татса панă.

12 пин тенкĕне илес тĕллевлĕ 8 пин ытла çемье ыйтса çырнă. Çавсенчен 423-шĕ 5 млн. тенкĕ илнĕ.

Вăрмар районĕпе 2007 çултанпа паянхи кунччен амăшĕн капиталĕн сертификатне илме тивĕç пулнисем 361 çын.

Кредита тÿлесе татас пирки сертификат хуçисенчен 36 заявлени килнĕ. 35 çынна 9 миллион та 341 пин тенкĕ тÿленĕ.

12 пин тенке тивĕçекеннисенчен 252 çын килнĕ. Вĕсенчен 219-шĕ пирки тивĕçлĕ решени йышăннă.

Асăннă мера - вăхăтлăх пулăшу: амăшĕн капиталĕн ирĕкĕ 2007 çулхи январĕн 1 - 2009 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕсенче вăй илнĕ тĕк-тÿлеве тивĕçме заявление 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен, 2009 çулхи октябрĕн 1 - 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕсенче пулсан 2010 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен памалла. Çавăн пекех паспорт, амăшĕн капиталĕн сертификачĕ тата банкри счет реквизичĕ çинчен справка кирлĕ. 12 пин тенке икĕ уйăх иртиччен куçараççĕ.

Аса илтеретпĕр: амăшĕн капиталне çурт-йĕр кредичĕ валли уйăрас тĕллевлисен тата пĕр хут тÿлеве тивĕçес текенсен иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача виçĕ çул тултарасса кĕтмелле мар.

Патшалăхăн асăннă пулăшăвĕпе хваттер условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайне йĕркелеме тĕллев тытнисен ачи виçĕ çула çитмелле. Кун пек чух заявление Пенси фондне çак кунччен çур çул маларах çитермелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика