26 августа 2009 г.
Николай Петрович Петров пултаруллă организатор кăна мар, çивĕч ăслă воспитатель те. Хусанти ветеринари институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăнах ял хуçалăх производствине кÿлĕннĕ. Çак кунсенче унăн ĕç стажĕ 30 çула çитрĕ. Çав шутран 7 çулĕ фабрикăн директорĕнче. Вăл ертсе пыма тытăннăранпа хуçалăх сулмаклă утăмсемпе малалла çирĕппĕн аталанса пырать. Кÿршĕллĕ хуçалăхсен усăсăр выртакан çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттерет, тĕш тырă культурисен тухăçне ÿстерсех пырать. 2002 çулта сухаласа акакан çĕрсен лаптăкĕ 1776 гектар пулнă пулсан, паян вăл 2800 гектар. Çичĕ çул каялла тĕш тырă кашни гектартан 18 центнер пухса кĕртнĕ, иртнĕ çул 32 центнер. Кăçалхи тухăç татах та пысăкрах пуласса шанаççĕ çĕр ĕçченĕсем.
«Ял пурăнсан Раççей те пурăнать», - тетпĕр эпир час-часах. Рынок реформи вăй илсе пынă май, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче хуçалăхра вăй хуракансен пĕр харăс ура ярса пусмалла, вара тин çитĕнÿсем пирки калаçма пулĕ, - тет Николай Петрович. - Акса-вырса илмелли çĕр лаптăкĕ ÿссе пынипе, ял хуçалăх техники ытларах та ытларах кирлĕ пулать. Çавна шута илсе кăçал тепĕр «АСRОS-530» комбайн туянтăмăр. Унпа ĕçлеме ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ А.Никифоровпа ял хуçалăх академийĕн механизаци факультетĕнче вĕренекен С.Никонорова çирĕплетрĕмĕр. Çавăн пекех КамАЗ автомашина тата 2 опрыскиватель илсе килтĕмĕр. Кăçал 1,5 пин тонна тырă вырнаçмалăх çĕнĕ склад турăмăр.
Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче Киввăрмарсен тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пурĕ 1858 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Çав шутра кĕр тыррисем - 504, çурхи культурăсем 1354 гектар. Кашни уйрах тухăçлă çитĕннĕ тулли пучахлă сарă тырă хăйĕн тухăçĕпе чăннипех те савăнтарать. Эпир хуçалăхăн кĕрхи тулă пуссине çул тытрăмăр. Куçпа виçейми уй анлăшĕпе 5 комбайн шăвать. Опытлă комбайнерсем - Владимир Яковлевпа Денис Войков, пĕр тăван Владимирпа Валерий Алексеевсем, Владимир Васильевпа Алексей Трофимов пĕрремĕш çул çеç мар хутшăнаççĕ вырмана.
Ку участока вырса пĕтерчĕç те механизаторсем кăнтăрлахи апата ларчĕç. В.Петрова повар тутлă апат пĕçерсе килнĕ хастар çĕр ĕçченĕсем валли. Э.Макаров водитель техĕмлĕ апат-çимĕçе вăхăтра турттарать.
Нумай та вăхăт иртмерĕ апатланакансем патне фабрика директорĕпе Н.Петровпа Чăваш Республикинчи Перекет уйрăмĕн общественноçпа çыхăну тытакан секторăн ертсе пыракан инспекторĕ Н.Галкин çитсе чарăнчĕç. Хăна «Бизнес-Агро» программăпа туяннă хуçалăхăн çĕнĕ «АСRОS-503» комбайн мĕнле ĕçленипе интересленчĕ. Хăйĕн куçĕпе курса ĕненнĕ хыççăн Николай Александрович комбайн лайăх ĕçленипе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ.
Çапла вара комбайнсем пурте тепĕр уя - люцернăпа хутăш акнă урпа ани çине кĕрсе кайрĕç. Урпа тухăçлă çитĕннĕ кунта. Кашни гектартан 30 центнертан кая мар тухать.
Ку участока çапса илнĕ хыççăн «хир карапĕсем» 170 гектар йышăнакан Кавалти улттăмĕш уйри урпа ани çине куçрĕç. Комбайнерсем патĕнчен йĕтеме татти-сыпписĕр тырă килсе тăрать. В.Алексеев, В.Никифоров, А.Никитин, Ю.Павлов, Н.Якимов водительсем ăмăртса вăй хураççĕ.
- Хăш-пĕр кунсенче йĕтеме кунне 39-шар автомашина таран тырă килет. Паянхи куна В.Никифоров малта пырать. Августăн 20-мĕшĕ тĕлне вăл 1719 тонна тырă турттарма пултарчĕ, - хавхаланса каласа парать Ольга Иванова весовщица.
Акă йĕтеме урпа тиенĕ автомашинăпа В.Никифоров килсе çитрĕ. Тырра йĕтеме пушатрĕ те унпа пĕрле Кавалпа Тутар Республикин чиккинчи уя çул тытрăмăр. Д.Войков ĕçлекен «АCROS-530» комбайн бункерĕ тырăпа тулнă та пушатасса кĕтет. Ытти комбайнсем те пĕр тикĕссĕн шăваççĕ.
Денис Войковăн пултарулăхне уйрăммăн палăртса хăварас килет. Ĕçе чунтан парăннă çамрăк каччă кăткăс техникăна тухăçлă ĕçлеттерет, ăна итлеттерме пĕлет. Ахальтен-и вăл Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче вĕренсе тарăн пĕлÿ илнĕ, унпа практикăра анлăн усă курать. Иртнĕ çул вĕсем В.Яковлевпа пĕрле хăйсене шанса панă хăватлă комбайнпа 15550 центнер тырă вырса çапнă, районти механизаторсен хушшинчи ăмăртура малтисен ретне тухнă.
Автомашинăна тултартăмăр та каялла çул тытрăмăр.
- Çулĕ инçерех çав, пĕр енне кăна 10 километр та пулĕ. Çитменнине тата çулĕ чаплах мар. Юрать-ха çанталăкĕ аван тăрать. Тепĕр кунтан пĕтеретпĕр те-ха ку участока, - тет хăйĕн ĕçне чунтан парăннă Владимир Геннадьевич Никифоров водитель.
Йĕтем вара çĕнĕ тырăпа тулнă. Кунта ĕç шавĕ самантлăха та чарăнмасть. Йĕтем заведующийĕ Г.Войкова ĕçе йĕркелесе пырать. Складсен заведующийĕ Т.Степанова çĕнĕ тырра лайăх дезинфекцилесе хатĕрленĕ кĕлетсене вырнаçтарать.
Аслă оператор Ю.Войков тата М.Алексеев, О.Кудряшов, А.Степанов, Н.Александров операторсем çине тăнипе сарă тырă складсене тулать.
Тырра газпа типĕтнĕ çĕрте Е.Желтухинпа А.Орешин операторсем тăрăшулăх кăтартаççĕ.
Сортировка патĕнче икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Тепĕр сменинче Е.Алексеева, Г.Максимов, С.Петров пуçаруллă.
Йĕтемри тырра сортласа тасатнă çĕрте Кивĕ Вăрмар шкулĕнче вĕренекен Е.Запольская, В.Садовникова, К.Степанова, И.Никифорова, С.Клементьева, Д.Максимов хăйсен мĕн пур тăрăшулăхне параççĕ.
В.Илларионов водитель йĕтемре тасатса типĕтнĕ тырра складсене кĕртет.
Хуçалăхра мĕн пур ĕçсене комплекслă йĕркеленĕ. Тыр-пултан пушаннă уйсене Г.Силеров, Н.Петров, И.Николаев, А.Васильев механизаторсем сухаласа пыраççĕ.
Кăçал Кавал ял тăрăхĕнчи Чăрăшçырма тата Пăвакасси ялĕсем хушшинчи нумайранпа пушă выртнă 308 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çав участокра халĕ виçĕ сеялкăллă агрегатпа А.Иванов механизаторпа В.Романов, В.Александров сеяльщиксем кĕрхи тулă акаççĕ. В.Никифоров водитель вăрлăхпа тивĕçтерсе тăрать.
- Кĕр тыррисем тухăçлă çитĕнчĕç кăçал. 504 гектар çинчи лаптăкран кашни гектартан вăтамран 40 центнер ытла тухрĕ. Кăçал кĕрхи тырăсене 1000 гектартан кая мар акса хăваратпăр. Вăрнар районĕнчен элитлă вăрлăхсем илсе килтĕмĕр. Ыраша та пĕтерес мар тетпĕр, акма 15 тонна туянтăмăр. Кайăк-кĕшĕк нумай усранă май, вĕсене тăрантармалла-çке. Тырă сахал мар кирлĕ. Çавăнпа ĕнтĕ тырă акмалли çĕр лаптăкне ÿстерсе пыма тăрăшатпăр. Ыраш акса туни те пирĕншĕн усăллă. Ăна эпир Чулхула облаçĕнчи Дзержинск хулине ăсататпăр. Ун вырăнне чăхсем валли комбикорм илсе килетпĕр. Çак уйăхра унта 210 тонна леçрĕмĕр, - тет Николай Петрович директор.
Хуçалăх пуçлăхĕ халĕ канлĕхе пачах çухатнă. Ир-ирех ĕç участокĕсене çитсе çаврăнать, ĕç пахалăхне тĕрĕслет.
- Кавал пуссинчи участокра «ACROSсем» пĕр тăкаксăр выраççĕ, «Нивăсем» вара пысăк хăвăртлăхпа çÿренипе тăккаласа хăвараççĕ. Кун пирки комбайнерсене асăрхаттарас пулать, мерăсем йышăнмалла, - хушу пачĕ вăл В.Нарзаев тĕп агронома.
Çапла, мĕн иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен ĕç шавĕ чарăнмасть халĕ уй-хирте те, йĕтемре те. Тухăçлă çитĕнтернĕ тырпула кĕске вăхăтра тата пĕр тăкаксăр пухса кĕртессишĕн, çитес çулхи тухăçăн çирĕп никĕсне хывса хăварассишĕн хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне парать çĕр ĕçченĕ.
Паянхи куна хуçалăхра 1149 гектар çинчи тыр-пула пуçтарса илнĕ, çакă 76 процентпа танлашать. Кĕр тыррисем акма 1000 гектар çĕр хатĕрленĕ, 200 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă, 400 гектар кĕр тыррисем акнă.