26 августа 2009 г.
Краснодар крайĕнчи Геленджик курорт-хулара 1996 çултанпа Пĕтĕм Раççейри ачасен литературăпа художество пултарулăхĕн «Ачасем тата кĕнекесем» ятпа конкурс-фестиваль ирттереççĕ. Вăл икĕ çулта пĕрре пулать, июнь уйăхĕнче. Виçĕмçул Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулта вĕренекен А.Николаев унта хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. Кăçал вара çак конкурс-фестивальте 9 класс пĕтернĕ Анна Петрова 230 вĕренекен хушшинче иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Пирĕн штатра тăман корреспондент А.Белова унпа курса калаçса интервью илнĕ.
- Аня, эсĕ мĕнле майпа çак Пĕтĕм Раççейри конкурса кайма тивĕçлĕ пултăн?
- Чи малтанах хамăр шкулти «Манăн библиотека» кружок çинчен каласа парас килет. Ăна темиçе çултанпа шкул директорĕн çумĕ, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Михайловна Табакова ертсе пырать.
Эпĕ кĕнекесем вулама питĕ юрататăп. Çавăнпах кружока çÿреме пуçларăм та.
Çакна ăнлантăм: хăй ĕçне ăста пĕлекен педагог пире вулавсене пĕтĕм енлĕ аталанма пулăшать. Сăмахран, эпир произведени ячĕн, текстра «пытаннă» тĕрлĕ ыйтусен вăрттăнлăхĕсене, диалогпа текста çыхăнтарма вĕренетпĕр, писателĕн пултарулăх тĕнчине тишкеретпĕр. Уйрăм кĕнекесем, вĕсен авторĕсем çинчен тĕпчев ĕçĕсем ирттерни питех те интереслĕ. Занятисенчен пĕринче эпир шкул библиотекин пуласлăхĕ пирки проект туса хатĕрлерĕмĕр.
- Тĕпчев ĕçĕсем пирки каларăн-ха эсĕ. Вĕсене пăхса тухма, хак пама ăçта та пулин ярса паратăр-и?
- Тĕпчев ĕçĕсем вĕçленсен эпир «Вулакан шухăшĕ» отчет-презентацине Пĕтĕм Раççейри ачасен литературăпа художество пултарулăхĕн «Ачасем тата кĕнекесем» конкурс-фестивалĕн республикăри пĕрремĕш тапхăрне тăратрăмăр. Унта пирĕн ĕçе пысăка хурса хакланă, ăна Геленджика ярса панă. Жюри членĕсем 2 пин ĕçрен 230-шне суйласа илнĕ. Вăл шутра пирĕн ĕç те пур.
- Конкурс-фестивале каймаллине кам пĕлтерчĕ сана?
- Паллах, кружок ертÿçи Валентина Михайловна. Çакăн çинчен пĕлсен манăн чĕрере савăнăçпа пĕрлех хумхану туйăмĕ те çуралчĕ. Ара, çапла пулмасăр. Раççейри конкурсра хамăрăн Чăваш Енĕн тата шкул чысне хÿтĕлемелле-çке-ха.
- Геленджикра мĕнле кĕтсе илчĕç?
- Питĕ ăшшăн. Конкурса хутшăнакансем нумайăшĕсем пĕлеççĕ пире. Мĕншĕн тесен, икĕ çул каялла пирĕн Вăрмарсем Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулта вĕренекенсем, Валентина Михайловна Табакова педагогпа пĕрле пĕрремĕш вырăн йышăннă.
- Конкурс-фестиваль «Ачасем тата кĕнекесем» ятпа иртет. Эсĕ мĕнле темăпа калаçрăн?
- Манăн тема «Шкул библиотеки - ачасен вулав культурине кÿрекен витĕм» пулнă. Библиотека пирĕн пурнăçра питĕ пысăк вырăн йышăнать. Астăватăп-ха, эпĕ кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех нумай кĕнекесем вуланă. Шкулти Раиса Владимировна Егорова библиотекарь мана ырланăччĕ. Сăмах май каласан, хăйне шанса панă ĕçе чунтан юратса, яваплăха туйса пырать вăл. «Вула, вула, нумай пĕлме тăрăш, ăслă-тăнлă пулăн. Маттур эсĕ», - тенĕччĕ. Эпĕ татах хавхаланса кайрăм, библиотекăна час-час çÿреме пуçларăм. Несĕлсен кун-çулне, асатте-асаннесен йăли-йĕркине пĕлсен, эсĕ хăвăн халăхăн пĕр тĕпренчекĕ пулнине лайăх ăнланса илетĕн. Библиотека уроксене тĕплĕн хатĕрленме пулăшать, шкулта учительпе вĕренекен тата ытти çынсем хушшинчи калаçу культурине ÿстерет. Тĕпрен илсен, çак шухăшсене палăртрăм эпĕ хамăн калаçура.
- Сцена çине мĕнле тумпа тухрăн?
- Чăваш кĕпипе, умра - саппун, пуçра - тухья. Кайран чылайăшĕсем тухьяна тытса пăхаççĕ, тăхăнса пăхма ыйтаççĕ. Чăваш чĕлхипе, пурнăçĕпе интересленеççĕ.
- Эпир пĕлетпĕр, эсир иккĕмĕш вырăн йышăннă. Пĕрремĕшсем ăçтан?
- Геленджикран, виççĕмĕшсем - Санкт-Петербургран. Эпир пуçа усмастпăр, савăнатпăр. Ачасен тавракурăмне, пĕлĕвне, культурине ÿстерме пулăшакан конкурс-фестиваль çулĕ Вăрмарпа Геленджик хушшинче анлăланса, такăрланса пытăр. Мана иккĕмĕш вырăншăн Дипломпа наградăларĕç, Валентина Михайловнăна конкурса хатĕрленес ĕçри педагогика ăсталăхĕшĕн, пысăк профессионализмшăн Тав хучĕ пачĕç. Паллах манăн çĕнтерÿ Валентина Михайловна педагогран килчĕ тесе шутлатăп. Шкулта ун патне кружока çÿренĕ май, кĕнеке вуланин пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланма, интереслине асра тытма, вăл каланине тимлĕрех итлеме, тĕрлĕ енлĕ информацие пуçра хăварма хăнăхса пытăм. Шăпах кружок ертÿçи манăн пултарулăхăн пĕчĕк хĕлхемне аталантарса мана уçăмлăх çулĕ çине кăларчĕ.