26 августа 2009 г.
Мăнçырма ял тăрăхĕ район центрĕнчен ытлашши аякрах вырнаçман. Яла çитичченех асфальтлă çул, автобус çÿрет. 563 кил хуçалăх, унта пурĕ 1454 çын пурăнать. Вĕсен кашнин хăйĕн шухăшĕ, ĕçĕ-хĕлĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Николаевич Семенов. Ял тăрăхĕн территоринче Тихвински Турă амăшĕн чиркĕвĕ, вăтам шкул, ун çумĕнче ача-пăча сачĕ, ялти культура çурчĕ, модельлĕ библиотека, фельдшерпа аккушер пункчĕ, çыхăну уйрăмĕ, райпон 2 магазинĕ вырнаçнă.
Юлашки çулсенче вырăнти хуçалăх арканни чылай çынна ĕçсĕр тăратса хăварнă пулин те, Мăнçырмасем аптраса ÿкмерĕç. Ÿркенмен çынна ĕç хăй шыраса тупать тенĕ пек кам Мускава кайса ĕç вырăнĕ тупнă, кам çум курăк ăшне путнă çĕре тепĕр хут чĕрĕлĕх кĕртнĕ. Çакна тума приоритетлă наци проекчĕ ялсенче вăй илсе пыни те пулăшнă. Çăмăллăхлă кредит ял сăн-сăпатне тĕпренех улшăнма май пачĕ. Ялта халĕ «Слава», «Победа», «Урожай», «Егор» фермер хуçалăхĕсем вăй илсе аталанса пыраççĕ. Вĕсем паянхи куна ялта пурăнакан чылай çынна ĕç вырăнĕсемлĕ турĕç. Акă тĕслĕхрен: В.Павлов фермер 800 гектар çĕр çинче пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтерет. Иртнĕ çул пĕр гектар пуçне 47 центнер тĕш тырă туса илчĕç. Çакă мар-и ха ĕнтĕ курăмлă кăтарту! Вĕсем районта кăна мар республикипех чапа тухрĕç. Унăн хуçалăхĕнче тĕп агрономра Л.Синичкина вăй хурать. Пуян опытлă çĕр çынни малтанхи вăхăтра «Мусирминский» хуçалăхра вăй хунă пулнă. Халĕ вĕсем В.Павлов фермерпа пĕр чĕлхе тупса тухăçлă тыр-пул çитĕнтереççĕ. Фермерăн техника паркĕ те пуян. Энерги ресурсне перекетлекен ял хуçалăх техникипе усă курнăран тăкакĕ те малтанхинчен сахалтарах. Уй-хиртен кĕрекен тĕш тырăна типĕтме те хальхи вăхăтри агрегатсене туяннă. Кун йышшисем вĕсен - 3. Кĕлетсенче те тырă упрама лайăх условисем тунă кунта. Çĕнĕ йышши комбайнсене те çăмăллăхлă кредитпа туяннă. Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче фермер хуçалăхĕнче сахалтан та 30-35 çынна валли ĕç вырăнĕ пур. «Ĕçлес текенсене хапăлласах йышăнатпăр, анчах хăшĕ-пĕрисем ĕçе тухасшăнах мар.Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тутă пулнине манса кайнă пулмалла, те «вăрăм» укçа кĕтеççĕ», - тет В.Павлов ял халăхĕ ĕçрен ютшăнма тытăннине палăртса. Кунта ĕçленĕшĕн халăха вара укçапа çеç мар утă-улăм, тырри-пулли тата ыттисемпе те тивĕçтереççĕ.
Мăнçырмара кашни харпăр хăй çĕрĕпе уйрăлса тухасси те вăй илсе пырать. Вĕсем хальхи вăхăтра 193 çемье. Харпăр-хăй çĕрĕ çинче çĕр улми, тĕш тырă тата ытти культурăсем те çитĕнтерме тăрăшаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси те аван пулса пырать Мăнçырмара. Сĕт суса илессипе те аптрамаççĕ. Иртнĕ çул хушма хуçалăхсем 240 тонна сĕт, 49 тонна аш-какай сутнă вĕсем. Ял тăрăхĕн территорийĕнче пушă выртакан пĕр лаптăк çĕр те çук. Пурин те хуçисем пур, вĕсем пурте тухăçлă усă курассишĕн тăрăшаççĕ. Ял тăрăхĕн территорийĕнче вак предпринимательлĕхе те çул уçса параççĕ. Акă тĕслĕхрен, пĕрне çеç палăртса хăварар - вăл А.Белов предприниматель. Ялта чылайранпа ванса ларнă шыв башнине хăй вăйĕпе хута ярассишĕн тĕрмĕшет. Каярахпа пылак шыв кăларма тытăнасшăн. Малашлăхĕ пысăк, ĕмĕчĕсем анлă унăн. Ĕçĕ ăнăçтăрах ĕнтĕ. Ял халăхне таса шывпа тивĕçтерессипе ял тăрăхĕн администрацийĕ те сахал мар тăрăшать. Пĕлтĕр Енкепес, Чиркÿ çăлĕсене юсанă, кăçал тепĕр 4 тараса чавнă, 3-шĕнне пурисене юсаса çĕнетнĕ. Ку ĕçре те çÿлте асăннă фермерпа предприниматель пысăк вăй хунă. Çапла пулмасăр, çак ял çыннисемех-çке ĕçлеме пултаракан харсăр çынсем. Мĕн туни пурте ялтах юлать, ырă ячĕ те мĕн ĕмĕре. Ял умне асфальтлă çул çитнĕ пулин те, урамсенче хальлĕхе такăр çулсем çукрах-ха. Тĕп урама трасса хĕрринчен пуçласа клуб умне çитиччен 1 километра яхăн ял тăрăхĕ, Октябрь урамне чиркÿ умне çитиччен Леонид атте тăрăшнипе юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, вак чул сарса хытарнă. Урамсенче, ял йĕри-тавра тирпей-илем кĕртессипе те нумай вăй хураççĕ Мăнçырмасем. «Кунта ял тăрăхĕн пухăвĕн депутачĕсем, ветерансем ытларах активлăх кăтартаççĕ. Чăннипех те ял чысĕшĕн, тирпейлĕхпе илемлĕхĕшĕн тăрăшни сисĕнет вĕсенче. Кун пеккисем нумаях мар пулин те, пур. Харпăр хăй тĕлĕнче тирпейлессипе те чылайăшĕ хастар. Пĕрне ырласа тепĕрне хурлама çук. Хăйсемех чухлаççĕ пулĕ ăçта еплерех лару-тăрăвне. Тирпейлĕх хамăршăнах вĕт, ют çыншăн мар», - тет В.Семенов. Ял тăрăхĕнче тĕрлĕрен уявсене, чиркÿ праçникĕсене халăхпа пĕрле йĕркелеççĕ. Мĕн тăвас тетĕн, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн пур çĕре те çитмелле, пур ыйтăва та татса памалла, пуриншĕн те явап тытмалла. Çапла тăвать те ĕнтĕ Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Николаевич Семенов. Ялти çуртсем пушанса юлни те пăшăрхантарать ăна. Паянхи куна ку ял тăрăхĕнче кун пек çуртсем 60. Ватăсем - леш тĕнчене, хăш-пĕр çамрăксем хуланалла тухса каяççĕ. Пĕччен пурăнакан ватăсем 17 çын. Вĕсен пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатма май пур таран тăрăшаççĕ. Ку енĕпе ялти шкулти ачасене явăçтараççĕ, вĕрентекенĕсем те ватăсене пулăшма хирĕç мар. Шкулта Тимур команди йĕркеленĕ. Вĕсем кулленех ватăсем патне килĕсене кайса çÿреççĕ. Ял тăрăхĕнчи çамрăксем питĕ спорта юратаççĕ, уйрăмах велосипедпа чупассине. Мăнçырмара тренажер залĕ пур, Вăрмар поселокĕнчи спорт шкулĕн филиалĕ ĕçлет. Кунта çамрăксем юратсах çÿреççĕ. Сăмах май каласан, В.Семенов хăй те спортпа туслă, вăл ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ. Вăл пуçарнипех районтан Мускава çити велосипедистсен марафонне йĕркеленĕ. Çак тăрăхра спорт мастерĕ - 7. Çав шутра В.Семенов вĕренекенĕ В.Андреева Пекинри Олимпиадăна та хутшăннă. Ку тăрăхра тăтăшах спорт мероприятийĕсем иртеççĕ. Вăхăтсăр пирĕнтен уйрăлса кайнă А.Трофимов спортсмена халалласа кашни çулах ăмăртусем иртеççĕ, кунта вара вăл вăхăтра тĕнчипех пуçтарăнаççĕ тесен те тĕрĕсех пулать. Çамрăксене спортпа туслашма вĕрентни вĕсен пурнăçне интереслĕрех тума пулăшнине лайăх ăнланаççĕ кунта. Апла пулсан Мăнçырмара спорт мастерĕсем татах та хутшăнсах пырĕç.