26 августа 2009 г.
Эçпепери В.Яковлев хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çĕр улмие кăçал 15 гектар çинче çитĕнтернĕ. Вăрмар - Тикаш шоссе çулĕ хĕрринчи ана тăршшĕпех пĕр рете лартса тухнă çĕр улми миххисем аякранах илемлĕн курăнса лараççĕ. 50-60 çын хĕвĕшет кунта. Тухăçлă çитĕннĕ çĕр улмие витресем çине тултараççĕ те михĕсене ярса хураççĕ. Хавхаланса ăмăртса вăй хураççĕ «иккĕмĕш çăкăра» пуçтаракансем. Часах акă пысăк автомашина килсе çитрĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ автомашинăна тултарса та хучĕç, вăл тапранса та кайрĕ.
- Çĕр улми начар мар çитĕнчĕ кăçал та. «Удача» сорт яланах пысăк тухăç парать. Ăна кăларса вырнаçтарсах пыратпăр, - кăмăллăн каласа парать фермер хуçалăхăн пуçлăхĕ Владимир Николаевич Яковлев.
Çакна палăртмалла: фермер 70 гектар çинче тĕш тырă çитĕнтерет. Çав шутра урпа 40 гектар, çурхи тулă 30 гектар. «Нива» комбайнăн штурвалĕ умне те хăйех ларать, копалкăпа та вăлах вăй хурать.