22 августа 2009 г.
«Çын ĕçĕпе илемлĕ»,- тенĕ мĕн авалтан. Лăп та шăп çавăн пек çын та ĕнтĕ Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ, çакăнтах çемье çавăрса ача-пăча çитĕнтерсе, йывăç лартса, çурт хăпартса тĕпленсе пурăнакан Василий Петрович Павлов.
Вăл 1949 çулта августăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ ытти тантăшĕсенчен ытлашшиех уйрăлса тăман. Çарран та чупнă, янах кăвакарса кайиччен шыва та кĕнĕ, хĕрсен çÿçĕсене туртнăшăн пуçран кĕнекепе çапнине шăла çыртса чăтма та тивнĕ. Мĕн тăвăн ачалăх пурин те алхасуллă пулнă ĕнтĕ. Шкул вĕренсе пĕтерсен çамрăк каччă тÿрех хăйсенчен аякрах мар вырнаçнă сĕтел-пукан фабрикине ĕçлеме çул тытнă. Унта вăл моторист пулса ĕçлеме тытăнать. Тăрăшулăхне кура тата техникăсене ытларах юратнине сиссе ăна Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренме кайма сĕнеççĕ. Вĕренсе тухичченех салтак ячĕ тухать те вăл Тăван çĕршыва сыхлама каять. Салтака кайсан та тăванĕсемпе, юлташĕсемпе çыхăну тытсах тăрать çамрăк. Хаваслă вăхăт хăвăрт иртет тенĕ пек салтак вăхăчĕ те хăвăрт шăвать, часах тăван киле таврăнать. Унтан каллех вĕренĕве малалла тăсать. 1972 çулта техникума ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе алла диплом илсен ăна хамăр районти элеватора ĕçлеме чĕнеççĕ. Юсав цехĕнче мастера лартаççĕ, унтан тĕп инженерта ĕçлет. Кунта икĕ çул тăрăшсан Василий Петрович районти вторчерметри производство цехĕнче механикра ĕçлеме тытăнать. Унтан ăна Чăвашремстройсбытăн районти ремстрой участокĕн начальникне куçараççĕ. Кунта вăй хунă вăхăтра район халăхне мĕнпе кăна тивĕçтермен пулĕ; Мĕнле кăна ĕç пурнăçлама тивмен-ши: кама хăма, пÿрт пурине мăкламалли сÿс тата ытти тĕрлĕ вак-тĕвек... Темле йывăр пулсан та халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшнă. Пултарулăхне кура Василий Петровича районти газ участокне ертсе пыма куçараççĕ. Ку предприяти вăл вăхăтра районта тин çеç ураланма тытăннă. Район халăхĕ вăл вăхăтра килĕсене çут çанталăк газĕ кĕртессишĕн хыпаланнă. Пурин те газ ырлăхĕпе усă курас килнĕ, çавăнпа та газ участокĕнче кашни кун тенĕ пекех çынсем хĕвĕшнĕ. Тĕрлĕ ыйтусемпе пынă вĕсем, пурин ыйтăвне те татса памалла, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Василий Петрович вара халăх кăмăлне ларма пĕлнĕ, çавăнпа та ăна хисеплекенсем те ытларах пулнă. Йывăрлăха çĕнтерсе, сывлăхне шеллемесĕр куллен-кун çĕнĕлĕхсем туса предприяти малалла аталанса пынă. Пурнăç сукмакĕ тĕрлĕрен килсе тухать: тÿрĕ те пулать, тĕрлĕрен сулăнчăксене те ывăтать. В. Павлов вара çаксене пурне те витĕр курса, пĕлсе тăрать. Тен çавăнпа та пулĕ-и чир-чĕрĕ те килсе çапать ăна, самани те улшăнсах пырать, 1998 çулта Василий Петрович çак предприятинчех тĕп инженерта вăй хурать, унтан - мастерта, каярахпа диспетчерта ĕçлеме тытăнать. Мĕн паянхи кунчченех унталла çул тытать Василий Петрович. Хисеплеççĕ ăна пĕрле ĕçлекенсем. Çапла пулмасăр, вăл çамрăксемпе çамрăкла, ватăсемпе ватăлла пулма пĕлет. Килĕнче те юратаççĕ, хисеплеççĕ ăна. Мăшăрĕпе Зоя Алексеевнапа пĕр хĕрпе ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă ĕнтĕ. Мăнукĕсем те пур. Ачисем те хăйсем пекех питĕ ĕçчен те тарават, аллисем ылтăн теççĕ кун пек чух. Сăмах май каласан, Павловсен ывăлĕ те - Володя ашшĕ çулĕпех кайнă. Çак предприятинче чылайранпа вăй хурать. Хăй ĕçне яваплăха туйса пурнăçласа пырать. Ĕçчен çемьене ĕçе юратакан çын çыпăçать тенĕ пек вĕсен кĕрÿшĕ Алексей те çав тери харсăр та вашават, пурнăç çынни. Вăл та газ участокĕнче вăй хурать. Алексейпа Иринăн икĕ хĕр пĕрчи çитĕнеççĕ. Вĕсем мар-и-ха пурнăçра савăнăç кÿрекенĕсем. Василий Петровичпа Зоя Алексеевна та вĕсемпе чунтанах савăнаççĕ.
Василий Петровичăн тĕрлĕрен Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем туллиех, вĕсене пурне те çырса та пĕтерес çук. Анчах та пĕрне вăл питĕ упрать тесен пĕрре те йăнăшмастăп. Чăваш Республикин энергетика тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви панă Хисем грамоти уншăн чи хакли.
Нумаях пулмасть унăн чаплă юбилейĕ пулса иртрĕ. Ăна çак ятпа çемйипе пĕрле тăванĕсем, çавăн пекех пĕрле ĕçлекенсем ăшшăн саламларĕç. Малашнехи пурнăçра чи кирлине - сывлăх - сунчĕç.